Çĕр-анне

30 Дек, 2014

«Çăкăртан асли, çĕртен хакли çук», - текен каларăш тăван халăхшăн ĕмĕрсем хушши тĕнчери чи пысăк тĕрĕслĕх пулнă. Çамрăк ăрăва çак сăмахсем паян мĕн калаççĕ-ши? Турра шĕкĕр, выçлăх мĕнне пĕлмеççĕ çамрăксем: «Хытса кайнă çăкăр татки те - чăн телей!» - тесе ÿсмен вĕсем. Лайăх-и, начар-и: пурнăç техĕмне çăкăр шăршипе киленлемеççĕ çамрăксем.

Пирĕн мăн асатте-асанне вара çын кун-çулне те, халăх пурнăçне те çăкăр хакĕпе виçнĕ. Кам та пулин килсен - хăнана çăкăр чĕлли тыттарнă та кайран тин мĕн пирки çитнине ыйтнă. Лавккаран кайса илнĕ çăкăрпа ÿснĕ ăрушăн ку пит ăнланмаллах та мар. Çăкăрăн чăн тути те чăн хакĕ хăв аллупа суха туса, тыр-пул акса, тĕштырă пуçтарса илсен çеç чуна кĕрет, чĕре патне пырать. Лавккана кайса укçа парса туяннă çăкăрăн тути тутлăрах та пулĕ: шур кулачăпа иртĕнмен чăвашсем. Хура çăкăр çисех çут тĕнчерен çухалман, йышпа та аптраман.

- Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне

Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне, - тесе çырнă Митта Ваçлейĕ тăван халăх ĕмĕрсем хушши упранса юлма пултарни пирки шухăша кайнă май.

Çăкăр пиркиех çакнашкал кăткăс пулсан, çĕр пирки мĕн каламалла?

Хулари ачасене кăна мар, ялта ÿснисене те çĕр чи хаклă мул пулни çинчен Чăваш Республикинче ăнлантарса параймастăн. Этемлĕх нефть тесе ухмаха тухса кайнă. Енчен те нефть е газ çук-тăк - вçо: эпир чухăн та мĕскĕн. Кĕлмĕçсем эпир: дотаци ыр кăмăллăхĕпе пурăнакансем. Алăсене патшалăх хыснине тăснăран çеç хальлĕхе урасене тăсса хуманскерсем. Мĕн каласси: баррель хакĕ чакса пынăран чăваш тĕнчи халь-халь пĕтсе ларассăнах туйăнать. Çĕр-анне пирки вара шухăш та çук: кама кирлĕ чăваш çĕрĕ? Улталанмастпăр-и эпир?

Пурнăçра чи хакли çĕр-анне пулни пирки çамрăксен ăсне-чунне мĕнле çитермелле? Уй-хире халĕ сухаламаççĕ, хытхура та çум курăк ÿсет унта. Çамрăксем хир тулли тинĕс пек сарăлса ÿсекен тырă уйĕсене курман та. Комбайнсем тырă çапса лартса тухнă улăм куписем çĕрпе пĕлĕте мĕнле пĕрлештерсе тăнине пĕлмеççĕ те. Ял ачисемшĕн те уй-хир кĕтÿ çÿретмелли тата утă çулмалли вырăн. Йÿркĕн шутланнă пирĕн несĕлсен несĕлĕсем те кунашкал малкай шухăшлă пулман, пĕр шит çĕр никама паман.

Çĕр-анне Чăваш Енри хальхи ăрушăн тĕш тырăпа сăнарланмасть. Ниме те пĕлтермест çĕр. Выртать сарăлса. Нефтьрен тăвакан бензин-солярка хаклăран сухалама та, тырă акма та, ăна вырса илме те тупăшлах мар Чăваш Енре.

Чăн-чăнлăх пĕрре: нефть-газ мар, халăх пурнăçĕнче чи хакли - çĕр. Анчах пирĕн ăс-тăнăн экономика аталанăвĕ хăрушла пысăк ÿсĕмсемпе ĕрĕхтерсе пырать. Енчен те чăнлăх укçапа-тупăшпа кăшăлланман пулсан... вăл чăнлăх мар тесе йышăнатпăр!

Авал вара çĕр хакне укçапа виçмен: унăн сăваплăхĕн пĕлтерĕшне ылтăнран мала хунă. Çакна çĕр вăрлас йăла-йĕ­р­­­­ке питĕ уçăмлăн кăтартать. Хветĕр Уяр икĕ пайлă «Шурча таврашĕнче» романăн «Таната» кĕнекинче çĕр мĕнле вăрланине анлăн çырса кăтартнă. Çĕр вăрланине Юхма Мишшин «Анне çăкăрĕ» романĕнче те сăнарланă.

Çак йăлана пурнăç хĕсĕнсе çитсен ирттернĕ. Юлашки çăлăнăç вырăннех пулнă вăл. Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек. Тырă темиçе çул ăнманран ял-йыш выçлăхпа вилме патнех çитсен ирттернĕ ăна. Çĕр вăрлани яланах усал мешехе шутланнă. Инçете çаврăнса килмелле чух лаша утланса, çывăхраххине вара лавсем кÿлсе кайнă. Юланутла чух темиçе чÿлмек çĕр вăрланă, лаша кÿлнĕ-тăк - тăпрана лавпах тиенĕ. Тăван ял чиккине çитсен çĕр тулăхлăхĕ таврăнтăр тесе çав тăпрана хире сапса пынă. Çĕр вăрлани хăрушла уртăм (прес­туплени) вырăнĕнче пулнă. Инкек тÿснисем (çĕрне вăрлаттарса янисем) çакăншăн тискеррĕн тавăрнă. Çĕр вăрлаканăн вара кайран авланма та юраман. Çавăнпа мешехе ирттерес ыйту сиксе тухсан тăпра вăрлама каяс тесе çунакан йĕкĕт пит тупăнман. Кама кĕрÿ каччи (е туй каччи) тăвассине ваттисем те сумлисем пуçтарăнса суйланă. Тăлăх çамрăка е çав тери чухăн çемьери йĕкĕте ытларах çĕр вăрлас шăпа тивнĕ. Тăпра çĕнетни йĕркеллех иртсе кайсан «çĕнĕ çынна» çĕр касса пани тивĕçлĕ тав-шайлаштару шутланнă.

Çĕр вăрлани - «хĕр» вăрлани: сăваплă та ирĕксĕр туй. Халăх суйласа палăртнă туй каччипе унăн тусĕсем ют яла лашасемпе кайса вăрттăн çĕр вăрласа килнĕ. Чиперех-йĕркеллех каялла таврăнсан вăрласа килнĕ тăпрана туй каччине качча илтереççĕ. «Çĕнĕ кĕрÿ» валли тумтир, туй ирттермелли ĕçмелли-çимеллине халăхран кăларнă. Çĕр вăрланине кÿр­­шĕ ялсене пĕлтермен, вăл питĕ вăрттăн йăла шутланнă. Çак йăларан шар курнине пĕлсен çĕрĕн «чысне», тулăхлăхне каялла тавăрмалли меслет темиçе те пулнă. Чи хăрушши вара вилĕмпе çыхăннă.

Çĕр вăрлаттарнă ялсен «çĕн кĕрĕве» вăрласа каймалла та ял çĕрне чĕрĕлле чавса чикмелле пулнă. Вара чухăнланса юлнă çĕр тулăхлăхне каялла тавăрать имĕш. Çав тери хăрушă та тискер йăла. Ахальтен мар унăн хытăлăхĕ: хаклисенчен чи хаклипе, сăваплисенчен чи сăваплипе çыхăннă мешехе ку. Çак йăлана ирттерекен чăвашсене полици касамата пăрахнинчен - тытса хупнинчен тĕлĕнмелле мар ĕнтĕ.

Мĕн Атăлçие килнĕренпе (VI ĕмĕртенпе) чăваш - çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăх. Маларах вара? Аттил патша вăхăтĕнче (V ĕмĕрте) те пирĕн несĕлсем çĕр ĕçне лайăх пĕлнине çырса хăварнисем пур. Китай хроникисенче вара пирĕн мăн-мăн асаттесем те, номадсем (кочевниксем) шутланакансем, выльăх пăхса кăна пурăнманнине палăртнă - çĕр ĕçне ун чухнех лайăх пĕлнĕ.

Çĕр-аннен аслă сăваплăхне тата чăн хакне йÿркĕнсем (тĕнче касса çÿрекен халăхсем) ăнланман текен шухăш тĕнчере çав тери тарăн тымар янă. Эпир хамăрăн несĕлсене куçса çÿрекен йăхсем пулнă, çеçен хирпе таçта та çÿренĕ тесе калатпăр та Хунн (Сюнну) империйĕ - асаттесен аслашшĕсен патшалăхĕ - мĕнле никĕсленнине чылай чух манса каятпăр. Пирĕн эрăчченхи 209 çулта аслă та сумлă кăк-несĕл Моде (Маттур) шаньюй (каган) пулса тăрсан хунсемпе юнашар пурăнакан дунху йăхĕпе хирĕç-тăру тытăнать. Вăйлă та хăватлă кÿршĕсем хунсенчен урхамах тата шаньюйăн юратнă арăмне пама ыйтаççĕ хăйсене. Хальччен курман сĕмсĕрлĕхрен тарăхса ваттисем шарт-пат тунас шухăш тытнă. Шаньюй вара: «Кÿ­р­­шĕ çыннисемпе пĕрле пурăнатпăр, мĕншĕн вĕсем валли пĕр урхамах тата пĕр хĕрарăма шеллесе тăрас?» - тесе калать те хурать. Дунху йăхĕ мĕн ыйтнине парса ярать каган.

Çакăн хыççăн дунхусем Калган патĕнчи никама кирлĕ мар çĕре - пушхире - хăйсене пама ыйтаççĕ. Тĕрĕссипе çак çĕр никамăн та шутланман, кĕтÿ çÿретме те юрăхлă пулманран унта никам та пурăнман. Хĕвеланăç енче хунн сĕнтĕрĕсем, тухăç енче дунху сăнавçисем çеç тăнă вăл тăрăхра. Хунсен ваттисем çак начар çĕршĕнех тупăшма кирлĕ мар пуль тесе шухăшланă. «Парсан та юрать, памасан та юрать», - çапла пĕтĕмлетнĕ вĕсем. Модэ-Маттур вара: «Çĕр - патшалăх никĕсĕ, мĕнле ăна такама памалла?» - тесе ыйтать вĕсенчен. Кам çĕре дунхусене парас тесе каланă, çавăнне пуçне касма хушать шаньюй.

Çакăн хыççăн Модэ-Маттур хунн çарне дунхусене хирĕç похода илсе каять. Лешсем вара хăйсене тапăнасса тĕлленмен те. Хунсем хăш вăхăтра çапса аркатаççĕ вĕсене. Пĕтĕм çĕрĕ-шывĕ, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ çĕнтерÿçĕсене лекет. Маньчжурири çеçен хирсем Модэ-Маттур шаньюй аллине куçаççĕ. Çакăн хыççăн никĕсленет те ĕнтĕ Хунн империйĕ - Китая хăратса-чĕтретсе тăнă патшалăх хальхи Монголи тата Маньчжури çĕрĕсем çинче çуралать.

Пирĕн авалхи несĕлсем Хунн империне çапла кĕнĕ: шăпах дунху йăхĕсен тытăмĕнчи сяньби (кайран - сăвар) тата ухуань (кайран - пăлхар) халăхĕсем пирĕн мăн-мăн асаттесем.

Çĕр-аннен чăн хакĕ мĕнлереххине тĕслĕхсемпе çирĕплетер. Атăл тата Нухрат-Атăл (Кама) тăрăхне Багдад элчелĕхĕн йышĕнче 922 çултах çитсе курнă Ибн Фадлан пăлхарсен тырă нумаййине, вăл ытлашшипех пулнăран ахалех çĕрсе пĕтнине çырса хăварнă. X ĕмĕртех çĕр ĕçлессипе Атăлçири чи малкай халăх пăлхар-чăваш пулнă.

Ылтăн Урта 1243 çулта камсен çĕрĕ çинче никĕсленнĕ? Хуравĕ питĕ ансат: Атăлçи Пăлхарта çĕр ĕçлесси вăйлă аталанман пулсан Бату хан урăх вырăнта тымарланатчĕ. Истори факчĕ: Ылтăн Уртан малтанхи тĕп хули - Пăлхар. Атăлçи Пăлхарта çĕр ĕçĕ çÿллĕ шайра пулнăран ĕнтĕ çĕнĕ патшалăха (кайран империе) - Ылтăн Уртана никĕслеме май панă. Çак патшалăхăн кĕвелĕкĕ вара - Пăлхар улусĕ.

Пăлхар улусĕн пĕлтерĕшĕ Ылтăн Урта арканичченех сыхланса юлнă. Самаркандпа Сарай (Уксах Тимур амирпа Тăхтамăш хан) çапăçса кайсан Ылтăн Уртана мĕнле аркатнă? Тамерлан Тăхтамăша икĕ хут - Хăнтăрчча (1391) тата Терек (1395) çырмисем патĕнче çĕнтерет те Пăлхар улусне икĕ хутччен килсе аркатать. Пăлхар çĕрĕсене тустарса тухсан хăватлă Ылтăн Урта Самарканд умĕнче чĕркуçленсе те ларать. Çар хевтипе мар, çĕр ĕçĕн терменĕпе тытăнса тăнă Ылтăн Урта. Çĕр-анне вăй парса тăнă ăна. Улуг Мухаммед та 1438 çулта Хусан ханлăхне пушхирте никĕслемен. Çĕнĕ патшалăх каллех Пăлхар улусĕ пулнă тăрăхра пуçланса кайнă. Чăваш несĕлĕсен çĕр ĕçлес ăсталăхĕ пысăк пулмасан Ылтăн Уртан тĕп хулинчен Сарайран хăваласа янă Улуг Мухаммед ханăн урăх кĕтес шырама тиветчĕ.

Паянхи саманара чи хăватлăн аталанакан çĕршыв - Китай Халăх Республики. Унта вара нефть те, газ та çукки пирки яланах асра тытмалла. Китайăн çĕр тата çын пур. Чи кирли - çакă икĕ пуянлăх: вара пурте пулать. Манмалла мар, пиншер çул Китай тĕнчери чи хăватлă та пуян çĕршыв пулнă. XIX-XX ĕмĕрсенче çеç ăна вăйсăрлăх тапхăрĕ нушталарĕ. Мĕн-мĕн те, çĕр ĕçлес енĕпе китайсем чăвашсенчен яланах малта пулнă.

Джон Макгован акăлчан çапла палăртать: «Çĕр ĕçлес тĕлĕшпе Китай хресченне çав тери мухтамалла. Вăл ÿсен-тăран тĕнчин пур вăрттăнлăхне те пĕлсе çитнĕ, çавăнпа ĕнтĕ унăн хирĕнче мĕн акни-лартни пурте лайăх ÿсет, нÿр çителĕк­­­­лĕ пулсан тухăç яланах нумай çитĕнет. Кам Китай хресченĕ­­пе çывăхрах паллашать, ăна ырă çын тесе хаклать, чунтан кăмăллама тытăнать. Ĕçе юратни, ырăлăх та сăпайлăх вĕресе тăрать унра, пурнăç условисем питĕ йывăр пулсан та шăпана ÿпкелеменни вара пушшех илĕртет çав çынра. Тем пулсан та Китай хресченĕ пурнăç кĕрешĕвĕ çапса лапчăтнă этем пек туйăнмасть. Унăн хавас кăмăлĕ çăмăллăнах палăрать, кашни шÿт-кулăран куçĕсем çиçсе тăраççĕ. Чунĕнчи хаваслăх ăна пуçне устармасть, кун-çулĕ пурнăç ăмăрлăхĕнче иртет пулсан та ырă кăмăлĕ чĕрере упранса юлать» (Дж. Макгован. Китайсем хăйсен килĕнче. 1900).

Паян чăваш халăх культуринче çĕр хакĕ çав тери йÿнĕ. Ялсенче çын та çук. Пĕр кĕтÿ лашана пĕр трактор пĕччен çĕнтерет. Анчах трактора «шăвармалли» солярки ытла та хаклă. Тимĕр лашана тăрантарсах çукка юлан.

Анчах пур-ши чăваш халăхĕшĕн урăх çул? Çĕр-анне терменне-хевтине ăнланма пăрахман-ши эпир? Ĕмĕрсем тăршшĕ кашни тăпра тĕпренчĕкне тарпа шăварса пурăнни ниме те пĕлтермест-ши?

Тарăхмалли те, кулмалли те çук çак шухăшра. Тепĕр енчен çутатар ăна. Енчен те пирĕн уй-хире китайсене шанса парсан? Вĕсем пирĕн çĕр çинче хăрушла тупăш тăвасса никам та иккĕ­ленмест!

Китай хресченĕ темле çĕр çинче те тухăç илме пултарнинчен пĕтĕм тĕнче унчченех тĕлĕннĕ. Вырăс дипломачĕ тата тухăç тĕпчевçи Иван Кростовец çапла хаклать те сăнарлать ăна: «Çĕр чухăн, халăх ытлашшипех пулнăран Тĕнче варринчи империйĕн çыннисене хуçалăха интенсивлăн тытса пыма хистенĕ те Китай çĕр ĕçченĕнче нимĕне те тиркеменнине, ĕçе юратнине, темле лару-тăрура та çухалса кайманнине çирĕплетнĕ. Çак пахалăхсем ăна йывăр пурнăçра пулăшса пыраççĕ. Китай çĕр ĕçченĕ Анăçри ĕçтешĕ сухапуç тытма та хăранă пусăра та пуç пулса тăраять» (И. Кростовец. Китайсем тата вĕсен цивилизацийĕ. 1896).

Халăх кун-çулĕ малашлăха спираллĕн çаврăнса тăсăлать. Тĕв-çыхăмлă лару-тăру та аталансах пырать. Тахçан халăх татса панă ыйту каллех пурнăçа таврăнать. Çĕр-анне ыйтăвĕ те кун йĕркине килчĕ. Çак ыйтăва вара çамрăксен татса пама тивет. Чăваш çамрăкĕсен чун-чĕринче чăваш çĕрĕ мĕнле вырăн йышăнни çинчен малтанах калаçрăмăр. Питĕ йăнăшас килет...

Владимир СТЕПАНОВ

«Иртнипе малашлăх чиккинче» проект ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.