Архив - 19 Дек, 2014 - Хыпар
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 50 /796/ №, 19.12.2014
Алa айĕнчи япаласенчен - илемлĕ тетте
Тĕрлĕ вĕт-шакăр тем чухлех паянхи кун пирĕн тавра. Лавккаран туяннă чухне, тĕслĕхрен, пĕчĕк полистирол ывăссем çине продукци хурса чĕркеççĕ, пластик бутылкăсем... Вĕсем нумай чухне шурă тĕслĕ. Хăмăр, сарă е кĕрен, симĕс пластик савăтсем тем чухлех.
Пилеш лайaх йывaç
- Ялта кил-çурт çумĕнче икĕ пилеш ÿсет. Пилеш йывăççи "магически" тенине илтнĕччĕ. Ăна касма, вутă тума юрать-и?
- 2015 çул високосный-и. Выльăх-чĕрлĕх, стройка енĕпе мĕн палăртма юрать?
- Çулталăкри ачан çÿçне касма юрать-и?
Валентина СИДОРОВА.
Шупашкар хули
Шăнса чирлесен мĕн ĕçмелле?
Шăнса чирлесен ăшă тăхăнмалла, нумай ĕçмелле. Хăвăртрах сывалма мĕн ĕçсен лайăхрах?
Ăшă чей лимонпа, пылпа. Шăнса чирленине туйсанах ăшă чей лимонпа тата пылпа ĕçмелле. Çăрах мар симĕс е хура чей пăшăхламалла, темиçе касăк лимон, 1 кашăк пыл хушмалла. Вĕсене ăшă шĕвеке ямалла, унсăрăн лимонпа пылăн усăллă паха енĕсем çухалаççĕ.
Шăлан чейĕ. Шăланра С витамин нумай. Типĕтнĕ çырлана вĕтетмелле, çĕрле термоса 3 апат кашăкĕ çырла, вĕренĕ çур литр шыв ямалла. Ирхине шăлан чейне сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.