Алa айĕнчи япаласенчен - илемлĕ тетте
Тĕрлĕ вĕт-шакăр тем чухлех паянхи кун пирĕн тавра. Лавккаран туяннă чухне, тĕслĕхрен, пĕчĕк полистирол ывăссем çине продукци хурса чĕркеççĕ, пластик бутылкăсем... Вĕсем нумай чухне шурă тĕслĕ. Хăмăр, сарă е кĕрен, симĕс пластик савăтсем тем чухлех.
Юр пĕрчипе лаша кÿлепине полистирол лотокран ăсталаса пăхăпăр хальлĕхе. Юр пĕрчи тата лаша кÿлепине хут çине ÿкеретпĕр - трафарет хатĕрлетпĕр. Трафаретпа ÿкерчĕксене лоток тĕпĕсем çине куçаратпăр, асăрханса касса кăларатпăр. /Канцелярири çĕççипе касма аван/. Пайсене тирпейлĕн уйăратпăр - тетте хатĕр те. Юр пĕчине е лашана шăтарса çиппе çаклашка тăватпăр. Теттесене сăрласа илемлетме пулать, лашан çилхине, хÿрине сăрласа ÿкерĕр. Полистирол тĕрлĕ синтетикăллă сăрăсем лексен ирĕлме пултарать. Çавăнпа фломастерпа е акварельпе усă курма сĕнетпĕр.
* Çипрен шар тăватпăр. Тĕрлĕ çипрен хатĕрлеме пулать çăмăл та илемлĕ чăмăрккана. Çинçе çĕвĕ çиппи е çăм çиппи - пĕлтерĕшлех мар. Чи кирли - хавас кăмăл пулмалла. Канцеляри çилĕмне /3 пай/, шыв /1 пай/ хушатпăр, хатĕрленĕ çипе 5 минут çак ирĕлчĕкре тытатпăр. Унтан сывлăш хăмпине вĕрсе хăпартатпăр та çилĕмре ислетнĕ çиппе хăмпăна урлă-пирлĕ чĕркетпĕр. Ăна пĕр талăклăха типме хăваратпăр. Тепĕр кунне хăмпăна ерипен пушататпăр та шăтăкран асăрханса туртса кăларатпăр. Пулнă шара çакса ямашкăн çиппе тирсе илмелле. Çилĕм типиччен çипсене илемлетмешкĕн тĕрлĕ йăлтăрккасем сапма юрать.
* Хутран гирлянда е шар, тĕрлĕ юр пĕрчи ăсталама пулать. Хут шар. Икĕ тĕслĕ хут илĕр е тĕрлĕ тĕслĕ журнал страници те юрать. 9 пĕр пек çавра касса кăлармалла. Вĕсене пĕр пĕринпе ылмаштарса хурăр, варрине çĕвĕ машинипе е степлерпа çирĕплетĕр. Çурма çаврасене черетлентерсе çавра туса çыпăçтарăр. Çипрен е скрепкăран çаклашка тăвăр.
* Кунашкал чăмăркка тума сакăр çаврашка кирлĕ. Кивĕ открыткăсенчен е тĕрлĕ тĕслĕ хутран пĕр пек 8 çаврашка касса кăларатпăр. Çаврасене варрине тĕрĕс виç кĕтеслĕх хăварса хутлататпăр. Халĕ хуçлатнă енсене пĕр-пĕринпе çилĕмпе çыпăçтаратпăр. Чăмăркка пулать - тетте хатĕр те. Пĕр енчен çиппе тирсе çаклашка тăватпăр.
* Ăна тума 2-3 пластик савăт кирлĕ. Тунине савăтăн çÿлти пайĕнчен тăватпăр, тĕпне касса пăрахатпăр, тăрăхла çуратпăр. Савăта çинçен йăрăм-йăрăм касатпăр, пĕрсе чĕркетпĕр. Чăрăшăн çÿлти пайне тунă чухне йăрăмсене кĕскерех тумалла. Пластик ярăмĕсене пĕрсе степлерпа çирĕплетмелле, пĕр-пĕрин çине тăхăнтарса пымалла. Чăрăш хатĕр те.
* Пĕчĕк пластик савăтсенчен - шăнкăрав, йăлтăркка шарик. Шăнкăрава йăлтăркка хутпа сăрса е сăрласа илемлетмелле.
Çак теттесене тума вăхăт нумай кирлĕ мар. Чи кирли - çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм. Ачасемпе пĕрле хатĕрленĕ теттесемпе илемлетнĕ чăрăшран пахи мĕн пултăр. Хăвăр алăпа хатĕрленĕ теттесене курупкăран кăларнă май иртнине аса илме мĕн тери аван тата. Ачасем те хăйсем тунă теттене хаклаççĕ. Вĕсем йĕркене, пĕрлехи ĕçе хаклама вĕренеççĕ.
Комментировать