Комментировать

19 Дек, 2014

Пилеш лайaх йывaç

  • Ялта кил-çурт çумĕнче икĕ пилеш ÿсет. Пилеш йывăççи "магически" тенине илтнĕччĕ. Ăна касма, вутă тума юрать-и?
  • 2015 çул високосный-и. Выльăх-чĕрлĕх, стройка енĕпе мĕн палăртма юрать?
  • Çулталăкри ачан çÿçне касма юрать-и?

Валентина СИДОРОВА.

Шупашкар хули

Пĕрремĕш ыйту пирĕн авалхи тĕнпе, йăла-йĕркепе çыхăннă. Ĕлĕк тĕрлĕ чир-чĕртен упранма йывăç-курăк пулăшнă. Хальхи вăхăтра та халăхра курăк чейĕсемпе, тĕрлĕ настойсемпе сипленетпĕр. Çапла вара ÿсен-тăран çынна сыхлакан, упракан вăй пулса тăнă. Çынсем вăл е ку йывăçа е курăка хаклама пуçланă, хуçса-ватса пĕтересрен сыхлама тăрăшнă. Йывăç хăй те темĕнле асамлă вăйпа палăрса тăрать пулĕ тесе шухăшлама тытăннă. Пилешпе те çаплах. Вăл, чăнах та, çынна усă кÿме пултаракан йывăç-çке. Унăн çырлисем тĕрлĕ витаминпа пуян. Пилеш çырлинчен, хуппирен чей вĕретсе ĕçсе тĕрлĕ чиртен сипленнĕ. Пилешрен ĕç хатĕрĕсем ăсталанă, ăна таса йывăç тесе хисепленĕ.

Пилеше халăхра кил-йыша упраса тăракан йывăç тесе хаклаççĕ. Пилеш тураттине килте тытсан тĕрлĕ усал-тĕсел хăрать имĕш.

Çакă йăлтах язычество тĕнĕпе çыхăннă. Çурт çумĕнчи ватăлнă пилеше каснинче ним хăрушши те çук пулĕ. Вăл çурт-йĕре, картишне тирпейлеме е урăхларах йĕркелеме чăрмав кÿрет пулсан ăна касма юрать. Типĕтсе вутă туса çунтарнинче нимĕн япăххи те ан шырăр.

Иккĕмĕш ыйту хуравĕ. 2015 çул високосный мар. 2016 çул високосный пулать. Çĕнĕ çулта çурт-йĕр çавăрма, çемье чăмăртама, ача-пăчаллă пулма лайăх çул. Тĕрĕссипе, високосный çул та ытти çулсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, пĕр кун çеç вăрăмрах. Пурнăç малаллах-çке. Çĕнĕ çул ыррине нумайрах илсе килессе шанатпăр.

Виççĕмĕш ыйту пирки. Ача çулталăк тултарнă тĕле унăн çÿçĕ самаях ÿсет. Паллах, ачан çÿçне касмалла, унсăрăн çÿç ăна канăçсăрлантарма пуçлать. Хăш-пĕр ачан çÿçĕ хăвăрт ÿсет, çавна май ашшĕ-амăшĕ çулталăкченех çÿçе касма пултарать. Çÿç каснă чухне ача лăпкă лартăр. Ăна илĕртме, йăпатма пĕлмелле. Пĕрре ларсах касса пĕтерме май килмерĕ тĕк нимех те мар. Тепĕр икĕ-виçĕ сехетрен, ача лайăх лăплансан, ĕçе вĕçлеме пултаратăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.