Айхиçĕсем Çĕнĕ Шупашкарта та тымар ячĕç
Геннадий Айхи 80 çул тултарнине чысласа аслă поэтăмăр çуралнă кунĕнчен пуçласа (августăн 21-мĕшĕ) Чăваш Республикинче, Мускавра, ют çĕршывсенче культура акцийĕсем иртрĕç. Вĕсенчен пĕрне Çĕнĕ Шупашкарсем йĕркелерĕç. Айхин пĕр хайлавне (Мир Сильвии) чăвашла куçарассипе шкул ачисем конкурс ирттерчĕç. Ăмăрту икĕ эрне яхăн тăсăлчĕ (сентябрь 29-мĕшĕ - октябрь 13-мĕшĕ).
«Мир Сильвии» хайлав мĕнле çурални те питĕ кăсăк. 1991 çулта Айхи Парижра пĕр çемьере пурăннă. Кил-йышĕ пĕчĕк: çемье хуçи Луиза тата унăн хĕрĕ Сильви. Сывпуллашма вăхăт çитсен Луиза поэта блокнот тыттарать: «Асăнмалăх, тав туса темиçе сăмах çырса парсамăр», - тет. Тав тумалăх сăлтавĕ пулнă ĕнтĕ: шăпах пĕчĕк Сильви пÿлĕмĕнче пурăннă поэтăмăр. Вара Сильви вăраниччен 32 минутра Айхи 32 страницăллă блокнотра кашни енне пĕр сăмах çаврăнăшĕ çырса тухать.
Темиçе çул иртсен Луизăпа Сильви шăпипе интересленнĕ Айхи: ăçта вĕсем, мĕнле пурăнаççĕ? Шел, анчах çемьен йĕрĕ тупăнман. Çыру кĕнеки вара çухалман. Вăл темĕскерле майпа Айхи тусĕ Андре Маркович куçаруçă аллине лекнĕ. 1992 çултах вăл «Мир Сильвии» хайлава виçĕ чĕлхепе - вырăсла, бретонла, французла пичетлесе кăларнă.
Çĕнĕ Шупашкар хулин тĕп ÿнерçи Олег Улангин Санкт-Петербургра пулнă чух çамрăк художник Настя Новикова «Мир Сильвии» валли тунă ÿкерчĕксене курать. Çак хĕрача Петербургри университетра ÿнер факультетĕнче вĕренет иккен. Ÿкерчĕксем тата кĕнеке макечĕ - унăн курс ĕçĕ. Чăн-чăн кĕнеке пичетлес шухăш çуралать Олег Улангинăн. Настя та хаваспах малалли ĕçе пуçăнать.
Çак хайлава куçаракансем татах та пулнă. Олег Улангин вĕсемпе те çыхăнать, вара çĕнĕ кăларăмра «Сильви тĕнчи» 13 чĕлхепе «калаçма» тытăнать: малтан асăннă 3 чĕлхесĕр пуçне çĕнĕ кĕнекере хайлава акăлчанла, нимĕçле, итальянла, полякла, шведла, пушкăртла, тутарла, удмуртла, украинла, чăвашла вулама пулать. Кĕнеке презентацийĕ Чăваш наци вулавăшĕнче «Айхи кунĕсене» ирттернĕ чух октябрĕн 19-мĕшĕнче пулчĕ.
... Çамрăк куçаруçăсем Сильви тĕнчин вăрттăнлăхне чăваш чĕлхипе те уçса пама тăрăшнă. Ăмăрту вăрăм листне (long list) 21 куçару кĕнĕ. Надежда Сильвестрова, Иосиф Трер тата Атнер Хусанкай йыш-жюри тупăшăва хутшăннă ĕçсемпе тĕплĕн паллашнă, хакланă, ăнăçлă куçарусене палăртнă.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Ю. Гагарин ячĕллĕ Тĕп вулавăшра куçару ăмăртăвĕн лауреачĕсене чысларĕç. 3-мĕш степень дипломĕсене çак тăлмачăсем тивĕç пулчĕç: Алина Бендра (Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ 20-мĕш вăтам шкул, 11 «а» класс), Марина Романова, Александр Ильин (2-мĕш вăтам шкул, 8 «а» класс), Юлия Шубина (Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ 20-мĕш вăтам шкул, 9 «а» класс), Ирина Романова (6-мĕш гимнази, 10 «а» класс). 2-мĕш степень дипломĕсен лауреачĕсем: Анастасия Сергеева (5-мĕш вăтам шкул, 9 «б» класс), Дарья Яковлева (6-мĕш гимнази). Çĕнтерÿçĕ вара - Данил Соснин (2-мĕш вăтам шкул, 9 «а» класс). Вăл 1-мĕш степень дипломне тивĕçрĕ.
Чыслав вăхăтĕнче «Сильви тĕнчин» тепĕр куçарăвĕ те хушăнчĕ. Ют çĕршыв чĕлхисен шкулĕн (Язык успеха) ертÿçи Сантăр Блинов хайлава эсперанто чĕлхипе вуласа пачĕ.
... Айхиçĕсен йышĕ пысăк, унăн поэзи сывлăшĕпе «сывлакансем» тĕрлĕ çĕршывра пурăнаççĕ. Çак йыша кĕме хатĕр çамрăк ăру пурри пире çав тери савăнтарать. «Самант» тусĕсене Данил Соснин куçарăвĕпе паллаштаратпăр.
Юл ХАРТ
Комментировать