Çăтмахра пулса курни
Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри вăтам шкулта вĕренекен Татьяна Яландаева пĕлтĕр ачасен çăтмахĕнче пулса курчĕ. Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви тата Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ ирттерекен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕнче «Чăвашлăх тĕнчи» номинацире 1-мĕш вырăна тухрĕ вăл. Пултаруллă хĕр-упраçа Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрне - «Орленока» кайма путевка пачĕç.
Пĕр кăлтăк-сăлтăк юмах уявĕн илемне кăштах тĕссĕрлетрĕ: çăтмахра Таня кĕркунне-хĕлле, ноябрĕн 18 - декабрĕн 11-мĕшĕсенче пулчĕ. Çанталăка пула ăшă кăмăллă Хура тинĕсре шыва кĕреймерĕ, çыран хĕрринче вĕри хăйăрпа пăшăл пăтти пĕçереймерĕ. Савăнмалли те пур-ха: тăван ялта Вăрăмтура юр та ларчĕ пуль, кунта вара Краснодар крайĕнче, Туапсе районĕнчи райра çумăр кăна çукаларĕ, юр кăшт ÿккелерĕ те ирĕлчĕ. Тем каласан та, хуть те мĕн сиксе тухсан та Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕнчи пурнăç Кавказ тăвĕсенчен чăнкăрах: «Орленок» (Çамрăк ăмăрткайăк) - çак ят хăех çамрăклăх гимнĕ!
- «Самант» тусĕсен «Орленок» çинчен пĕлмеллех. Аса илер-ха Хура тинĕс хĕрринче каннине, - каласа пама ыйтрăмăр эпир Таньăна.
- Çул çинче икĕ талăк пултăмăр. Пуйăс чÿречи çутçанталăк мĕнле улшăнса пыни çинчен «кино» кăтартса пычĕ. Чугун çул вокзалĕнчен «Орленока» автобуспа кайрăмăр. Çавăн чухне пĕрремĕш хут, аякран пулсан та, тинĕсе куртăм. Вырăна çитсен эпĕ «Стремительный» лагере (кунта пурĕ 7 лагерь), 2-мĕш отряда лекрĕм. Пирĕн вожатăйсем Ксения Воропаевăпа Очир Санджиев пулчĕç. Очир Элистаран, Калмăк Республикинчен, Ксюша вара пирĕн ентеш - Шупашкартан.
Вырнаçса пĕтсен çыран хĕрне кайрăмăр - паллашмалла вĕт Хура тинĕспе. Шторм-тăвăлпа кĕтсе илчĕ пире тинĕс. Тÿрех Çеçпĕл Мишшин сăвви аса килсе кайрĕ. Чăнах та хура шывра шурă кăпăк вĕрет, никам чарайми хăват алхасать. Хумсем чĕвен тăрса ташланине чи асра юлни теместĕп. Ача-пăча çăтмахĕнче 3-4 кун хĕвеллĕ çанталăк, 8-10 градус ăшă тăчĕ. Тинĕс тĕсĕ пач улшăнчĕ, вăл кăвакланчĕ те хитреленчĕ. Каçпа хĕвел шыва анни вара юмахрирен те асамлăрах курăнатчĕ. Ылтăн-хĕрлĕ кĕпер тинĕс урлă ÿкетчĕ. Юмахри пек те, темле фантастикăна лекнĕ пек те туятăн хăвна. Хĕвел тинĕсе анни халĕ те куç умĕнче тăрать.
«Орленок» питĕ хитре вырăнта вырнаçнă. Тĕлĕнмелле ÿсентăрансем нумай, мĕнле кăна чечек ÿсмест. Пурте кăмăла кайрĕ, çул-йĕрсем çеç килĕшмерĕç: ытла хĕсĕк, сĕре чăнкă, кукăр-макăр та хĕреслĕ-мереслĕ - сăрт-тăва пула ĕнтĕ.
Отрядра пĕр-пĕринпе паллашма тытăнсан пирĕн ушкăнри ачасем Чăваш Республики ăçтине пĕлместчĕç, Шупашкар та асĕнче çукчĕ. Чăваш Ен хăш тăрăхра вырнаçни вара вĕсене интереслентеретчĕ. Тăван кĕтеспе паллаштарнă чух «Акконд» фабрикине асăнтăм. Пирĕн отрядри ачасем иккен «Акконд» канфечĕсене лайăх пĕлеççĕ, питĕ юратаççĕ. Пылак çĕршывра ÿснĕ ачасем эпир вĕсемшĕн!
Чăваш чĕлхи мĕнлерех илтĕнни те интереслĕччĕ çĕнĕ туссемшĕн. Аннепе телефонпа калаçнă чухне питĕ тимлĕн итлетчĕç вара, мĕн çинчен калаçнине куçарса пама ыйтатчĕç кайран. Чăвашла юрласа пар-ха тесе те тархаслатчĕç. Телефонра та пурччĕ тăван юрăсем, интернетра та тупрăм. «Хитре чĕлхе, итлеме çав тери кăмăллă, хăлхана ачашлать», - тетчĕç чăваш чĕлхи пирки. Пирĕн вожатăй Ксения Воропаева, хула хĕрĕ пулсан та чăвашла лайăх пĕлетчĕ, манпа тăван чĕлхепех калаçатчĕ.
Пирĕн отряд питĕ туслăччĕ - урăхла пулма пултарайман. Çĕнĕ юлташсенчен чи лайăххи вара Шига - Шигабудин Османовччĕ. Унпа хутшăнма питĕ интереслĕччĕ. Вăл хăйсен çемйи çинчен нумай каласа паратчĕ, ислам тĕнĕпе те паллаштаратчĕ. Мана унăн акценчĕ уйрăмах килĕшетчĕ. Дагестан каччи хĕрсене питĕ хисеплетчĕ, вĕсене нихăçан та тарăхтармастчĕ. Мана вăл лезгинка ташлама та кăштах вĕрентрĕ. Шига маншăн - «Орленок» талисманĕ пулса юлчĕ!
Пирĕн отряд экскурсоводсен ушкăнĕччĕ. Пирĕн урăх хуласене те тухса çÿремеллеччĕ, экскурсисем ертсе пымаллаччĕ. Анчах Чăваш Енрен килнĕ ачасен тĕнче касасси пулмарĕ. Пĕр хĕрача çил шатрипе (ветрянка) чирлерĕ те - çул хупăнчĕ.
Эпир «Орленокра» вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче пулнăран шкула та вĕренме çÿрерĕмĕр. Учительсем питĕ ăстаччĕ, ачасемпе ĕçлеме, калаçма пĕлетчĕç. Темăсене питĕ уçăмлăн та ăнланмалла вĕрентетчĕç. Предметсенчен чăваш чĕлхипе литератури пулманран малтан тĕлĕнеттĕм те - хăнăхман та-ха.
«Орленока» кайса килнишĕн питĕ савăнатăп эпĕ. Çулçÿрев яланах тавракурăма анлăлатать. Раççейри тĕрлĕ вырăнсенче пурăнакан ачасемпе паллашни мĕне тăрать. Çулла кайса курасчĕ «Орленока»! - ассăн сывласа вĕçлерĕ сăмахне Таня.
В. СТЕПАНОВ калаçнă
Ÿкерчĕксенче: Очир тата Ксения вожатăйсемпе «Орленок» палăкĕ умĕнче (Таня - варринче), эпир тинĕс хĕрринче (хыçалтан 3-мĕшĕ - Таня).
Комментировать