"Космосра та чăвашла юрлăттăм"

30 Дек, 2014

«Çĕр - ăс-тăн сăпки, анчах çак сăпкара ĕмĕрĕпех пурăнаймăн», - тенĕ хальхи космонавтикăн никĕсне хураканĕ Константин Циолковский. Паянхи шкул ачисем те çапларах шухăшланă пек туйăнать.

Унсăрăн республикăри çамрăк космонавтсен юхăмĕ вăйланса пынине мĕнле ăнлантармалла-ха?

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл шкулĕнче вунпĕрмĕш класра вĕренекен Аня Атласова тĕнче уçлăхĕпе мĕнле кăсăкланма пуçланине аса илчĕ те куçĕсем савăнăçпа çуталма тытăнчĕç.

- Пиллĕкмĕш класра чухне эпир çак юхăма çÿрекен аслă класс вĕренекенĕсене сăнама юрататтăмăр, - каласа парать вăл. - Пирĕн те вĕсем пек пулас килетчĕ. Çамрăк космонавтсен ретне лекес тесе нарăс уйăхĕнче зачет пама кайрăмăр. Çапла эпĕ хамăн пĕрремĕш значока, «Ĕмĕ­т­­­­­­­ленекенсем» ятлине, илтĕм. Ун хыççăн - «Шыракансем», «Ăстаçă», чи çÿллĕ категори - «Çăлтăр». Ку çулла вара «Пуласлăха илсе каякан лифт» ятлă ăслăлăх шкулĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Унта эпир Раççейĕн ытти регионĕ­­сенчи ачасемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Хамăр проектсемпе паллаштартăмăр.

Аньăна космос питĕ килĕшет. Шкул хыççăн вăл тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă техника шкулне вĕренме кĕресшĕн. Мĕнех, пĕрремĕш класранпа «пиллĕкпе» ĕлкĕрсе пыракан хĕр ачашăн чăрмав çук, вăл ĕмĕтне пурнăçа кĕртессе шанатпăр.

Маттур вĕренекен кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕн­­че. Предмет олимпиадисене хутшăнса районта пĕрре мар малти вырăна тухнă. Уйрăмах чăваш тата акăлчан чĕлхисемпе пысăк çитĕнÿ тунă. Ахальтен мар ăна «Çулталăк вĕренекенĕ» ятпа чысланă. Вĕренÿре кăна мар, спортра та хастар вăл, улттăмĕш класранпах баскетбол секцине çÿрет. Аньăн команди баскетбол ăмăртăвĕсенчен тăтăшах çĕнтерÿпе таврăнать. Тăршшĕне тата çÿллĕшне сикессипе каллех ăна çитекен çук.

«Пĕрисене Турă ытлашшипех парать, теприсемшĕн кăштах та пулин шеллет», - тетпĕр. Анчах Турри пурне те пĕр пекех валеçет-çке, эпир вара пĕтĕмпех илместпĕр. Чылайăшне наянлăх чăрмантарать. Аня вара пур енĕпе те маттур. Кăçал районта патриотла юрăсен конкурсĕнче «Я хочу, чтобы не было больше войны» юрăпа пĕрремĕш вырăна тухнă. Çапла, сасси питĕ илемлĕ унăн. «Çуталса пыракан çăлтăр» кружока çÿрени вара çак пултарулăха аталантарма татах та пулăшнă.

- Юрлама питĕ юрататăп. Ку мана пысăк киленĕç кÿрет, кăмăла çĕклет, хамăн туйăмсене палăртма май парать. Чăваш, вырăс тата акăлчан юррисене килĕштеретĕп. Чăвашла ытларах акапелла тата халăх юррисене шăрантарма кăмăллатăп, темшĕн вĕсем чуна çывăхрах. Хăçан та пулин космосра пулса курма тÿр килсен, паллах, унта та чăвашла юрă шăрантарса пăхсан питĕ кăсăклă пулĕч­­­чĕ, - тет Аня ĕмĕтлĕн.

Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ. Çакна ăнланакан Аня шкул вулавăшне те тăтăшах çÿрет. Литература хайлавĕсене чунтан киленсе вулать. Ахăртнех, уншăн чи лайăх кинотеатр - пуç мими. Хайлаври сăнарсене тата пулăмсене куç умне кăларса тăратсан нимĕнле кинозал та кирлĕ мар.

- Мана литература урокĕ питĕ килĕшет. Мĕншĕн тесен эпĕ вулама юрататăп, кĕнеке тĕнчине кĕрсе ÿкетĕп те хама сăнарсемпе пĕрле пулнăн туятăп. Чăваш, вырăс тата ют çĕр-шыв литературине те пĕлмелле пирĕн, хамăрăн тавракурăма пысăклатмалла. Çак предмет питĕ кăсăклă. Эпир пĕр-пĕр хайлав вуласа тухсан ăна вĕрентекенпе сÿт­­­­­­­се яватпăр вĕт-ха, ун чухне вĕренекенсем те интереслĕ шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Тата нумай вулаканăн калаçăвĕ те, çырăвĕ те лайăх аталанать.

Вĕренÿре, спортра, общество ĕçĕнче хастарлăхпа палăракансене хавхалантармалли меслет чылай пирĕн республикăра. Чи сумли - ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕ. Аня та çак хисепе тивĕçнĕ.

- Тĕрĕссипе каласан, конкурссене эпĕ ятарласа стипенди илессишĕн хутшăнман, - чунне уçать хастар хĕрача. - Ун пек тĕллев пачах та пулманччĕ. Мĕн килĕшет тата мĕн аван пулса тухать, çавна çеç тăваттăм. Вĕрентекен çапларах хавхалану пурри çинчен пĕлтерсен вара кăсăклансах кайрăм. Мĕншĕн манăн та хăтланса пăхас мар? Ăмăртусенче, конкурссенче, олимпиадăсенче çĕнсе илнĕ тата обществăри хастар ĕçсемшĕн панă Хисеп хучĕсене пуçтартăм та хамăн телее тĕрĕслесе пăхас терĕм вара. Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнине пĕлсен питĕ савăнтăм.

«Ÿркенмен ăста пулнă», - теççĕ. Тăрăшсан çитĕнÿ патне çитме пулатех. Çакна Аня та çирĕплетет. ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме ĕмĕтленекенсене вара вăл хăйсене пур ĕçре те: пултарулăхра та, вĕренÿре те, спортра та - кăтартма сĕнет.

- Хăвăра тĕрĕслесе пăхмалла çеç мар, çĕнтерме ăнтăлмалла, - тет вăл.

«Самант» тусĕсем Аня Атласовăн сĕнĕвне шута илессе чунтан шанатпăр. Ăнăçу пурне те!

Лариса ПЕТРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.