Алексей Еразумов, "Тăван халăхшăн усăллă пуласчĕ"
Паянхи çамрăксене сăнатăн та чылай каччă хăйсен тĕп тивĕçне маннă текен шухăш патне ирĕксĕрех пырса тухатăн. Унччен салтака каясси яшсемшĕн чи хисеплĕ тивĕç пулнă. Халĕ вара каччăсем хĕсметрен мĕнле майпа хăтăлма пултарнипе мухтанаççĕ. Çакнашкал юптаруçăсемпе пурнăç çавăрма та шанчăклă мар пуль.
Турра шĕкĕр, çак арпашуллă саманара çирĕп кăмăллă, пурнăç лавне тивĕçлĕ туртма пултаракан каччăсем пурах иккен. Вĕсенчен пĕри - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш филологи уйрăмĕнче вĕренекен 5-мĕш курс студенчĕ Алексей Еразумов.
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль каччи мĕн пĕчĕкренех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма ĕмĕтленнĕ. Умне тĕллевсем лартсан вĕсене яланах пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Алексейшĕн сцена çинче юрласси, эстрада артисчĕ пуласси ачаранпах чи пысăк ĕмĕт пулса тăнă.
«Манăн атте юрлама çав тери юратать. Эпĕ пĕчĕк чухнех хăйĕнпе пĕрле юрлама ыйтатчĕ. Эпĕ савăнсах килĕшеттĕм. Çав самантсенче ĕнтĕ юрлас туйăм вăйланнăçем вăйланса пычĕ» - каласа парать Алексей.
Сцена çине пуçласа тухасси вара унăн ăнсăртран пулса иртнĕ. Вĕсен ялне Шупашкартан эстрада артисчĕсем килнĕ. Конкурса хутшăнма сцена çине ачасене чĕннĕ. Леша та халăх умне тухнă. Юрă юрлама ыйтсан - хаваспах килĕшнĕ. Шупашкар артисчĕсем арçын ачан пултарулăхне асăрханă - мухтанă.
Шкулта вĕреннĕ чухне Алексей тĕрлĕ мероприятисенче юрланă, клубра та пултарулăхне кăтартнă. Мĕн пĕчĕкренпех вăл спортпа туслă. Футбол, волейбол, çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕсене çÿренĕ. Кăмăла чи каяканни вара велосипедпа ăмăртасси пулнă. Спорт тупăшăвĕсенче шкул, район, республика чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕ. Пурнăçне спортпа çыхăнтарас шухăш та пулнă Алексейăн, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен.
Тăван чĕлхене юратнăран тата сцена вăрттăнлăхне алла илес шухăшпа Алексей чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕме шут тытать. Пултарулăх конкурсĕнче жюри членĕсене юрă шăрантарса савăнтарать.
Университетра вĕренме тытăнсан Алексей тăван чĕлхен сĕткенлĕхне, ытарлăхне, хаклăхне чун-чĕрене хывнă. 3-мĕш курс пĕтернĕ çĕрелле каччăн салтака каяс шухăш çирĕпленет. Сессие ăнăçлăн вĕçлесен вăл военкомата çул тытать. Çар службинче те ашшĕ-амăшĕн ятне, республика чысне ямасть вăл. Унăн тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне командирсем те палăртнă. Мĕнле кăна лару-тăрăва лекмен пуль Алексей. «Вĕсене аса илме питĕ интереслĕ халĕ», - тет вăл.
Пĕр тĕслĕх илсе кăтартар. Каччă вĕсен чаçĕнче пурăнакан Грэй, Шэди йытăсемпе туслашать. Караула кайсан унпа çак йытăсем те пулнă. Ахаль чухне те салтак çумне çыпăçнă вĕсем. Стройпа утмалли занятисенче Грэй Алексей ури айĕнчех пăлтăртатса çÿренĕ. Шел, анчах та темле пăтăрмаха лексе йытă хытах аманнă. Хыçалти урисене сĕтĕрсе аран çÿрекеленĕ Грэй. Йытă хавшасах пынă. Алексей сусăрланнă тусĕ валли ăшă çĕртре - кочегаркăра йăва туса панă. «Грэйăн кун-çулĕ кĕске килчĕ пулин те вăл тĕлĕнмелле хăюллăн тытрĕ хăйне, пирĕн пек каласан - чысне ямарĕ. Халĕ те кулянатăп ун пирки», - аса илет каччă.
«Салтак пурнăçĕ мана чи малтанах тăван çĕршыва, атте-аннене юратма вĕрентрĕ, юлташлăх туйăмне вăйлатрĕ, темле йывăр пулсан та чăтăмлă та çирĕп пулмаллине кăтартрĕ. «Манăн шутпа, хăйне хисеплекен каччăн салтака кайса килмеллех. Пĕр çул хушшинче малашлăх валли пысăк опыт илме май пур унта», - пĕлтерет шухăшне Алексей.
Салтак хыççăн каллех студент пурнăçĕ. Шкул практикине ăнăçлăн тухать Алексей. Хăйне чăн учитель пек туйса шанса панă тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçлать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ Алексейшĕн юлашки. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлăн тытса алла диплом илме ĕмĕтленет каччă. Эстрада артисчĕ пулас ĕмĕте пурнăçа кĕртме те малалла талпăнать вăл. Кăçал унăн «Юратрăм» ятлă хăйĕн сăввипе çырнă пĕрремĕш юрри кун çути курчĕ. Кăмăла çĕклеме пултаракан юрра нумайăшĕ хаваспах йышăнчĕç. Тĕрлĕрен корпоратива хутшăнса сцена илĕртÿлĕхне туйса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ Алексей. Çавăнпа халăх умĕнче именсе тăрасси, шикленесси палăрмасть йĕкĕтре.
Каччăн чун-чĕрин никĕсĕ - çирĕп кăмăл. Тимĕр бетон пек хытса ларнă тесе ан шутлăр тата эсир ун пирки. Чунпа илемлисемшĕн пурнăç çулĕ вĕçĕмсĕр. Алексей пурнăçĕнче йывăрлăхсем те чылай тĕлпулнă. Вĕсем ăна тĕрĕс çултан пăрайман.
Хăйне малалла ăнтăлма хавхалантарса тăнишĕн Алексей чи малтан ашшĕ-амăшне тав тăвать. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Лариса Ивановна Афанасьева, музыка учителĕ Николай Николаевич Алексеев, велосипед спорчĕн тренерĕ Валерий Семенович Афанасьев та Алексейăн пултарулăх çăлкуçĕ хăватлăн тапса тăтăр тесе нумай тăрăшнă.
«Аслă пурнăçра хамăн вырăна тупасчĕ, тăван халăхăн чун пĕрчийĕ пуласчĕ», - çапла ĕмĕтленет талантсемпе пуян каччă. Ăнăçу сунатпăр Алексей Еразумова, ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕр. Эпир пĕлетпĕр: ĕмĕтленекенсем çунатлă!
Анастасия ВЛАДИМИРОВА
Комментировать