Çул пĕлмен çын валли çул нумай
Иртнĕ çул республикăри çулсем çинче 2046 инкек пулнă, 253 çын вилнĕ. Çак шутран 135-ĕшĕн пурнăçĕ вырăнтах татăлнă, урăхла каласан, васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитичченех. Ыттисем пульницасенче куç хупнă.
Ку кăтартусемпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕ пресс-конференцире паллаштарнă.
Çул çинчи инкексемшĕн ытларах чухне водительсем айăплă: хирĕç килекен автомашинăсен çулĕ çине кĕрсе каяççĕ, пăрăнкăçсенчен тĕрĕс мар иртеççĕ, хăвăртлăха ÿстереççĕ тата ытти те.