Мунча хыççăн, е Воронковăн туйăмлă пуканисем
Чăваш йăли-йĕркине, культурине, аваллăхне çутатакан çĕнĕ ярăма эпĕ Культура çулталăкне халаллатăп. Техника вăйлă аталаннă тапхăрта та, компьютер, Интернет ĕмĕрĕнче те пур-ха чăваш ялĕсенче «ахах-мерчен». «Аваллăх утравĕ» ярăма вара пукане теминчен пуçлăпăр.
Сăнне ÿкерсен чун кĕрет-мĕн...
Теттесем çĕр чăмăрĕ çинче сĕм авалах пулнă. Пуканене пуринчен те маларах шухăшласа тупнă. Унăн историйĕ Египетри пирамидăсене тунă вăхăтран пуçласа паянхи кунчченех тăсăлать. Нумай халăхăн çакнашкал халап пур: «Малтанах турăсем тĕрлĕ материалтан пукане тунă, кайран вĕсене çынна çавăрнă». Ученăйсем çирĕплетеççĕ: çĕр çинче çын пурăнма пуçласанах пуканене шухăшласа тупнă. Ара кирек хăш материалтан та - улăмран, йывăçран, пусмаран /татăкран/ тата ытти те - ăсталанă çын кÿлепине пукане теме пулать. Тĕнчери музейсенче пирĕн эрăччен 40-112 пин çулсенче тунă кÿлепесем /идолсем, йĕрĕхсем, кумирсем, статуэткăсем/ упранаççĕ. Египет пуканисем пуринчен те маларах палăрнă. Вĕсен çÿçĕ çыннăнни евĕрлех пулнă, алли-ури те хускалнă.
Грецире тата Римра пуканесене ăвăсран /карасăн/, тăмран майлаштарнă. Хушăран вĕсене сĕре çутă тĕссемпе сăрланă. Раççейре вара пуканесене чăн малтан... кăмрăкран тунă. «Хĕрарăм турри» тенĕ ăна. Авалхи тепĕр пуканене хĕрарăм касса, пĕчĕк хутаçа пуçтарса пынă çÿçрен меллештернĕ. Анчах кун пек теттепе выляман. Ăна çемьере управçă, сыхлавçă вырăнне хунă. Çакăн пек пуканене амăшĕ хĕрне туй кунĕнче парнеленĕ. Çапла, йăхран йăха куçса пынă çак йăла. Аса илер-ха «Василиса прекрасная» юмаха. Унта амăшĕ пурнăçран уйрăлас умĕн саккăрти хĕрне пукане парнелет. «Ăна ялан пĕрле илсе çÿре, вăл сана пулăшĕ»,- тет.
Хресчен çемйисенче вара хĕр ачасем ĕлĕкрен татăк-тĕсĕкрен тунă пуканепе вылянă. Хăш-пĕр килте вĕсен шучĕ çĕре те çитнĕ. Тула кĕпĕрнинчи ялсенче чи пĕчĕккисем валли татăксенчен «кувадка» ăсталанă. Ăна сăпкаран çакса янă. Çак пукане пепкене усал-тĕселтен упрать тесе ĕненнĕ. Мĕн калăн: ачапча яланах юратнă пуканене. Хĕр пĕрчисем çапла мелпе амăш «рольне» вылянă, аслисен пурнăçне кĕме хатĕрленнĕ. Çитĕннисем вара пукане тĕпренчĕкĕн ыйхине упранине, ăна сыхланине ĕненнĕ. Асамлă çак тетте аслисемпе пĕчĕккисен тĕнчине çыхăнтаракан паллă та.
Ирçе-çармăс çемйисенче ĕлĕкрен хĕр ачасем амăшĕ е кукамăшĕ /асламăшĕ/ пусмаран çĕлесе панă пуканепе вылянă. Каярах ăна хĕр «пĕрчисем» хăйсем ăсталама хăнăхнă. Ун тăрăх пулас кил хуçи арăмĕн ăсталăхне, тирпейлĕхне, ĕçченлĕхне хакланă. Пуканене кĕпе-тумтир тăхăнтартнă, анчах сăнне ÿкермен. Сăн «парнеленĕ» пуканене чун кĕнине, çавна май вăл хĕр ачана сиен кÿме пултарассине ĕненнĕ халăх. Çак тетте ача-пăчашăн вăйă-кулăра тус-юлташ вырăнне пулнă. Вăлах çыннăн шалти тĕнчине ăнланма пулăшнă. Чылай чухне хĕр пĕрчисен тĕрлĕ пукане пуххи, гардеробĕ тата хуçалăх /йывăçран, хурăн, çăка хуппинчен, тиртен, сăрантан, кĕççерен, çăмран тата ыттинчен ăсталанă/ пулнă. Аслисем вĕсем валли хурăн хуппинчен савăт-сапа, çÿпçе, çăкаран сăпка, кравать ăсталаса панă. Хĕр ача хĕрарăм ĕçне тума хăнăхтăр тесе тăрăшнă. Ÿлĕм унран лайăх амăшĕ, типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ пултăр тесе ăшталаннă. Хантсемпе мансисен пукани «акань» ятлă. Ăна тĕрлĕ пусмаран çĕленĕ, капăрлатнă.
Кашни халăхăн пукани хăйне евĕр, хăйне манерлĕ. Вăл, мĕн пур этемлĕх культурин пĕр пайĕ шутланаканскер, сăнарĕнче хăйне ăсталакан халăх сăнне упрать. Пукане тăрăх эпир çав халăх пирки /культури, йăли-йĕрки, историйĕ.../ нумай пĕлме пултаратпăр. Чăваш ачисем те ытти нумай халăх пекех ĕлĕкрен пуканепе вылянă. Чылай чухне ăна татăкран, мамăкран, кĕççерен, йывăçран ăсталанă. Сăмах май, Татьяна Шаркова ăста чăваш наци пуканин историне тĕпченĕ. Вăл хăй те пукане ăсталать, вĕсене пухать, куравсем йĕркелет. Чи пахи вара - çак ĕçе çамрăк ăрăва явăçтарать.
Етĕрнесен куравне çитсе курмаллах
Чăваш наци культурине, йăли-йĕркине упрас, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, ăстасене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе Етĕрнери 3-мĕш шкулта «Наци пуканин нумай енлĕхĕ» курав йĕркеленĕ. Ăна вĕсем Культура çулталăкне халалланă. Унта Етĕрне тăрăхĕнчи кашни пĕлÿ çурчĕ, Етĕрнери тĕп вулавăш тата Тамара Ионова усламçă хастар хутшăннă.
Куракана кашни пукане хăйне евĕрлĕхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе тыткăнланă. Ăстасем палăртнă тăрăх - темĕн тĕрли те пулнă куравра. Вĕсене тăмран, йывăçран, пусмаран, папье-машерен, улăмран, пенопластран, хутран тата ыттинчен тунă. Унта уйрăм пуканесем кăна мар, композицисем те пур-мĕн. Хучаш шкулĕн чăваш тумĕллĕ пуканисем «Улаха» сăнарлаççĕ. Пĕрçырлансен, тăмран йăваланисем, çемье пурнăçне кăтартаççĕ. Ирçе шкулĕн «кил хуçипе» «арăмĕ» тата вĕсен «ачи» вара уява кайма хатĕрленнĕ евĕр чăваш кĕпине тăхăннă. Кунтах - «Халăхсен туслăхĕ» тата «Тĕпел кукринче» композицисем. Чирĕккассисем управçă, сыхлавçă пуканесем тунă. Вĕсем хуçине канлĕх, сывлăх, пуянлăх, юрату, телей парнелеççĕ имĕш. Куравра яппун тумĕллĕ пуканесем /Засурски сали/ хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнă. «Мĕн чухлĕ илем, илĕртÿлĕх, ĕлккенлĕх ку выставкăра. Ăна, паллах, кашнин курмалла! Курни чун-чĕрене çунатлантарать»,- хавхаланса пĕлтерет Александр Воронков. Пĕтĕмпе унта - 561 /!/ пукане. Апла халăх пуканене халĕ те юратать. Кăмăллать кăна мар, ăсталать те, вылять те. Асăннă курава шкулсем кăна хутшăннă, енчен те ялти ăстасем те хăйсен ĕçĕсене тăратнă тăк - ку хисеп тата пысăкрах пулатчĕ.
«Амазонка касса кăларас килет»
Куравра «Автор пукани» номинацире çĕнтерсе 1-мĕш вырăн йышăннă Александр Воронков Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри шкулта физкультура вĕрентет. Александр Владимирович курава йывăçран касса кăларнă 43 пĕчĕк пуканине тăратнă.
Александр Воронковăн шкулти спортзал çумĕнчи пĕчĕк пÿлĕмĕнче сĕтел çине лартса тухнă пуканисемпе хаваспах паллашатăп. Чăнах та, вĕсем, лавккаринчен пĕрре те кая мар. Илĕртÿллĕскерсем, тĕрлĕ тĕслĕскерсем йывăçран касса кăларнă пек те туйăнмаççĕ. Кам кăна çук-ши вĕсен йышĕнче? Çитĕннĕ çынсем, ачасем, костюмлисем, çарамассисем... Акă офицер тумĕллĕ хĕр. Унăн пакунсем те пур. Кунтах - тухтăр, тÿре-шара, байкерша, стюардесса, учительница... Китай, яппун, вырăс, кавказ, чăваш çыннисем. Хĕр-хĕрарăмăн тумĕ те расна. Ăстана чăн-чăн дизайнер тейĕн. Автор вĕсен капăрлăхĕ пирки те манман. Мĕнешкел ăсталăх, тÿсĕмлĕх, туйăмлăх кирлĕ-тĕр çак пĕчĕк теттесене тума! Йывăçран-ха тата. Вăт, чăнласах «ылтăн алăсем»!
Нумай халăх йывăçран пукане, тетте ăсталани паллă. Юмахра та ав Карло Буратинăна пуленккерен касса кăларать. Вăл, паллах, Воронков пуканинчен чылай пысăкрах. Пĕчĕккине каскалама та, сăрлама та, хитрелетме те чылай кăткăсрах. Апла пулин те маçтăр кун пирки: «Манăн чун ыйтни, йăпану вăл»,- тет. Йывăрлăх пирки вара пĕрре те асăнмасть. «Пĕр пуканене ăсталама 2 кун кирлĕ. Хушăран вара ĕçе эрнерен е уйăхран кăна вĕçлетĕп. Йăлтах кăмăлтан, хавхалануран килет. Халĕ манăн пурĕ 80 яхăн пукане»,- пĕлтерет Александр Владимирович.
Александр Воронков Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеçре çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан ашшĕ вырăнне кунтах ĕçлеме юлнă: физкультура предметне вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра физвоспитани факультетĕнче куçăн мар майпа пĕлÿ илнĕ. Каярах, пĕлÿ çурчĕ хупăнсан вăл ĕçсĕр юлнă. Кăштахран ялти ытти арçынпа пĕрле Мускава стройкăна ĕçлеме кайнă. 5 çул каялла вара ăна шăпи Етĕрне тăрăхне илсе çитернĕ. «Шкулта вĕреннĕ чухнех йывăçран тем те пĕр /çын кĕлеткине кăна мар, чĕр чунсене те/ каскалаттăм. Е йывăçа çунтарса эрешсем тăваттăм. Çĕнĕ Кипеçри пĕлÿ çурчĕ хупăнсан çур çула яхăн «биржăра» тăтăм. Çавăн чухне тепĕр хут йывăçпа аппаланма тытăнтăм. Вăхăта мĕнле те пулсан ирттермелле вĕт-ха. Пуканесене çăкаран /вăл çемçе йывăç/ касса кăларатăп. Хăшĕсене йывăçран та, пластмассăран та тăватăп. Касса кăларсан кÿлепене якататăп, акварельпе, кăранташпа, чĕрне сăрламалли лакпа пĕвететĕп. Вĕсем пурте - шухăшласа тупнă сăнарсем. Ахăртнех, пурнăçра та унашкаллисем пур»,- вăрттăнлăхне уçрĕ ăста. Ăсталăх вара ашшĕнчен куçнă пулĕ тесе шухăшлать. Владимир Викторович хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пединститутăн ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Александр Воронков пукане ăсталанисĕр пуçне кăранташпа портретсем ÿкерет. Çапла - ÿнерçĕ те, художник те, спортсмен та, гимнаст та вăл. Физкультурăна вĕрентнипе пĕрлех Етĕрнери ФСКра çăмăл атлетика секцине ертсе пырать. Кунсăр пуçне ачасене йĕлтĕрпе чуптарать, футболла, волейболла, баскетболла выляттарать. 2002 çулта хута кайнă шкулта спортзал та çĕнĕ йышши. Кăкшăмсем Етĕрнере, Çĕмĕрлере, Шупашкарта ирттерекен ăмăртусене тăтăш хутшăнаççĕ, яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сăмах май, Александр Владимирович Олимп чемпионĕпе Владимир Воронковпа хурăнташлă иккен. Кунта физкультура вĕрентмесĕр май та çук! Александр Воронков шкулта арçын учительсенчен пĕччен кăна юлнă пулсан та пурнăçне улăштарма шухăшламасть-ха. «Çын ĕмĕрĕпех Мускав тăрăх çÿреймест, тĕпленсе çемьепе пурăннине нимĕн те çитмест»,- тет.
Воронков хăйĕн ĕçĕсемпе курава пĕрремĕш хут хутшăннă. «Тĕрĕссипе, эпĕ вĕсене çынна кăтартма ăсталаман. Чун «тĕпренчĕкĕсене» хам валли кăна тунă. Мăшăрăм Нина ыйтнипе кăна килĕшрĕм. Юрĕ ĕнтĕ, манăн вăрттăнлăха пĕлчĕç. Халĕ ачасенчен, уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен, канлĕх çук: вĕçĕмех пуканесене кăтартма ыйтаççĕ. Выставка вара килĕшрĕ. Уйрăмах «Мунча хыççăн» композици кăмăла килчĕ. Ăста /шел, ятне аса илейместĕп/ арçынпа хĕрарăма ман пекех йывăçран касса кăларнă». Александр Владимировичшăн пуканисем ахаль йывăç таткисем кăна мар, чунлă-туйăмлă «туссем».
Сергей Мышев Терентий Дверенин ăста пирки ÿкернĕ фильм аса килчĕ. Мучи йывăçран чăваш наци пуканисене касса кăларать. Унăн теттисем аваллăхран пулсан - Воронковăн вара паянхи саманарисем. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, ялан аталанать. Культура та çĕнелсе улшăнать. Пуканесем те çĕнĕ сĕм илеççĕ. Çулсем иртеççĕ пулин те çын чунĕ тăтăш ачалăха таврăнать. Савăк çак туйăм чылайăшне «шедеврсем» тума хистет. «Мĕнле пукане пирки ĕмĕтленетĕп-ха? Пĕлместĕп те. Пуçа мĕн пырса «çапать» ĕнтĕ. Амазонка касса кăларас шухăш пур»,- йăлл! кулчĕ манпа сыв пуллашнă май Александр Владимирович.
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать