Программăна пурнăçа кĕртнĕ
Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвне хутшăннă. Унта граждансене ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе 2013 çулăн малтанхи пĕтĕмлетĕвне тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама регион тытăмĕсем йĕркелессине сÿтсе явнă.
Патшалăх корпорацийĕн - Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнĕлле йĕркелеме пулăшакан фондăн сăнав канашĕн председателĕ Сергей Степашин граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарас ыйтусене Раççей Правительстви тĕрĕслесех тăнине палăртнă. Вăл патшалăх программисене мĕнлерех пурнăçланине общество енчен те контрольлемеллине каланă.
2013 çулта Чăваш Енре республикăн икĕ программине пурнăçланă: 2012-2013 çулсенче «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» тата 2013-2017 çулсенче «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси».
Республикăн 2012-2013 çулсенче граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçармалли программипе япăхса çитнĕ 67 çуртра /7,6 пин тăв. м/ пурăнакан 226 çемьене куçармашкăн 234,9 млн тенкĕ уйăрнă. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне программăна пурнăçа кĕртнĕ, граждансене пурăнмалли çĕнĕ те хăтлă хваттерсене куçарнă.
Республикăн 2013-2017 çулсенче граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçармалли программипе япăхса çитнĕ 264 çуртра /48,8 пин тăв. м йышăнакан 1460 хваттерте/ пурăнакан 3883 çынна /1460 çемьене/ куçармашкăн 1381,3 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çак программăна пурнăçласа фондăн тата Чăваш Республикин республика бюджечĕн укçи-тенкипе нумай хваттерлĕ 31 çуртри 299 çынна çĕнĕ 121 хваттере /4,51 пин тăв. м/ куçарнă.
Республикăра тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттермелли тытăма йĕркелес тĕллевпе «Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсас тытăмра уйрăм право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккун йышăннă. Нумай хваттерлĕ çуртсем техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнин мониторингне ирттермелли, патшалăх пулăшăвĕ памалли йĕркесемпе условисене, нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсассине тивĕçтерме кирлĕ укçа-тенке тĕллевлĕ тăкакланине тĕрĕслемелли йĕркене, çавăн пекех тĕпрен юсав ирттермешкĕн кашни уйăхра хывмалли укçан чи пĕчĕк виçине /1 тăв. метршăн 5 тенкĕ те 20 пус/ палăртнă.
2008-2013 çулсенче Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсене юсама 2,982 млрд тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе нумай хваттерлĕ 1416 çурта тĕпрен юсанă.
А.ЛЬВОВА