«Вăрттăн» тупăш сиенĕ пирки

29 Янв, 2014

Конвертпа илекен ĕç укçи, хваттере тара парса тăвакан тупăш - вĕсем вăрттăн пулнипе, çав усламран çынсем налук тÿлеменнипе сăлтавланнă сиен пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ Правительство çуртĕнче ĕнер иртнĕ пресс-конференцире. Унта çак сферăсемшĕн яваплă темиçе ведомство представителĕсем хутшăнчĕç.

Тупăшран илекен налук - вырăнсенчи бюджетсен никĕсĕ. Шел те, Федерацин налук службин республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕ Татьяна Архипова палăртнă тăрăх - Чăваш Енре ĕçлекенсене пĕчĕк шалу тÿлекен предприяти-организаци ытла та нумай. Çавнашкаллисен шутне 2,8 пине яхăн ĕç паракана кĕртнĕ. Ĕç укçин уйăхри саккунпа çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçинчен /маларах вăл 5205 тенкĕ пулнă, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен - 5554 тенкĕ/ сахалрах тÿлекен те пайтах. Ертÿçĕсене тивĕçлĕ комиссисене чĕнсе тустарнă хыççăн 1,7 пине яхăн предприятире шалăва ÿстернĕ-ха, апла пулин те ыйту çивĕччи куç кĕрет. Налукçăсем çынсене вăрттăн ĕç укçи тÿленĕ тĕслĕхсем пирки пĕлтермешкĕн «хĕрÿ лини» те уçнă - 30-27-87 телефонпа шăнкăравласа «систерме» пулать.

Анчах чылай чух ĕçлекенсем шалăва официаллă мар, конвертпа тÿленипе хăйсемех килĕшеççĕ-çке - çакă ура хурать. Ĕç паракансем саккуна пăснине тупса палăртасси те йывăрланать. Патшалăхăн ĕçлев инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Раиса Павлова ĕç укçине вăхăтра тÿлемен организацисен реестрне йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ. Анчах çакнашкал мерăсем кăна çителĕксĕрри те иккĕленÿсĕр.

Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Ирина Коннова вара çынсем официаллă мар шалупа çырлахни каярахпа хăйсемшĕнех кутăнла çаврăнса тухасси пирки асăрхаттарчĕ. Ĕç укçине вăрттăн илеççĕ тĕк, эппин, ĕç паракан вĕсемшĕн пенси валли тивĕçлĕ укçа куçармасть, апла тăк çын çулсем иртнĕ май тивĕçлĕ канăва кайсан унăн пенсийĕ те пĕчĕк пуласси халех паллă. Реформа хыççăн пенсие шутласа палăртмалли йĕрке улшăннине, ăна никĕслекен самантсем /шалу виçи, стаж.../ тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсене çирĕплетнине кура ватлăх çулĕсенче çурăк валашка умĕнче тăрса юласси те часах.

Хальлĕхе вара нумайăшĕ официаллă шалу пĕчĕк пулнипе, хушма ĕç укçине вăрттăн илнипе çырлахать. Ĕç вырăнĕ тĕлĕшпе лару-тăру йĕркеллĕ чухне никам та ÿпкелемест-ха. Анчах предприяти ертÿçи çынна ĕçрен хăтарма шут тытрĕ тейĕпĕр. Паллах, сăмах вĕççĕн калаçса татăлнă чухлĕ мар, шалăва ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă чухлĕ çеç тÿлет. Çын кăмăлсăр, çăхав çырать, анчах кун пек чухне Ĕçлев инспекцийĕнче те пулăшаймаççĕ - килĕшĕвне çын хăех алă пуснă-çке.

Тепĕр енчен, асăннă «вăрттăнлăх» патшалăха та пысăк сиен кÿрет - бюджетсем тивĕçлĕ тупăша илеймеççĕ. Çынсем хăйсен хваттерĕсене укçалла тара пани пирки те çавнах каламалла. Асаттерен еткере юлнă хваттере ют çынна укçалла янăшăн та налук тÿлемелле, анчах кун пирки вак-тĕвек теме пулать. Хăшĕсем вара çапла майпа услам тăвассине бизнеса çавăрнă - темиçешер хваттер тытса тăраççĕ, кашнинченех укçа «тумлать». Çулталăклăха-уйăхлăха кăна мар, сехетлĕхе-талăклăха та тара параççĕ - кун пек чух тупăш уйрăмах пысăк теççĕ. Услам тăваççĕ, анчах налук тÿлемеççĕ. Сăмах май, çакнашкал тĕслĕхсем пирки те налукçăсен çÿлерех асăннă телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать - мерăсем йышăнĕç.

Çапах калаçăва хутшăннă ведомствăсен представителĕсем асăннă йышши хваттерсене тупса палăртасси чăрмавлă пулнине те йышăнчĕç. Хваттерĕсене тупма пулать-тĕр-ха, анчах вăрттăн тупăш илнине ĕнентерме çăмăл мар. Усламçă яланах «тăвансем пурăнаççĕ, укçа илместĕп» теме пултарать-çке. Çавăнпах ку ĕçе полицие те явăçтараççĕ.

ЧР ШĔМĕн полицин участок уполномоченнăйĕсен ĕç-хĕлне йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Тевянов çĕр-шывра терроризмпа çыхăннă ĕç-пуç çивĕччине кура хайхи «пушă» хваттерсене сăнаса тăни пушшех пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Вĕсенче такам та пурăнма пултарать-çке - куçран вĕçертме юрамасть. Тĕрĕслевсем ирттернĕ май «резина хваттерсем» те вăрттăнлăхран тухаççĕ. Çавнашкал иккĕленÿ 15 хваттер тĕлĕшпе пулнă. Пĕр тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Пĕр çын Раççее чикĕ леш енчен ĕçлеме килекен вун-вун «гастарбайтера» регистрациленме пулăшнă - миграци саккунĕсене пăснă.

Олег Георгиевич çак саманта та палăртрĕ: çынсем килĕшÿ, акт хатĕрлемесĕрех хваттерĕсене тара пани хăйсемшĕнех хăрушлăхпа çаврăнса тухнă тĕслĕх те пайтах. Хваттере янă çынсем пурăнмалли лаптăка хуçинчен вăрттăн приватизацилеме тăнисем те пулнă. Е тата - хваттерти пурлăх çухални. Килĕшÿ, мĕнле пурлăх пулнине çирĕплетнĕ акт çук - полицие кайсан та преступлени пулнине ĕнентерме йывăр. Эппин, хутшăнусене официаллă майпа çирĕплетни сыхлăхшăн та кирлĕ. Çакна та пĕлмелле: хваттере урăх çынсене тара панă май илнĕ тупăшран налук тÿлеменшĕн уголовлă майпа та айăплама пултараççĕ. Яваплăхĕ самай çирĕп: 100-300 пин тенкĕ штраф кăна та мар - çулталăклăха ирĕклĕхсĕр хăварасси таранах.

Налук служби пĕтĕмлетнĕ тăрăх - хăйсен хваттерĕсене тара панă май налук декларацийĕ хатĕрлеме тивĕç 1,1 пин ытла çынна тупса палăртнă. Çавна май хывнă хушма налук виçи - 5 млн тенке яхăн. Анчах налукçăсем хăйсем те йышăнаççĕ: пурăнмалли лаптăкран аренда шучĕпе тупăш илекенсем, куншăн налук тÿлессинчен пăрăнакансем республикăра чылай ытларах. Эппин, ĕçлемелли те пайтах. Ку вара - хушма налук, вырăнсенчи бюджетсене пуянлатмалли хушма çăл куç.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.