Тĕллев - тепĕр çĕрте ĕçлĕ тăвасси

29 Янв, 2014

Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунĕн 7.1-1 статйипе килĕшÿллĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ĕçсĕр граждансене тата вĕсен çемйисен членĕсене служба органĕсем янипе ĕçе вырнаçма тепĕр çĕре куçса каймашкăн пулăшаççĕ.

2014 çулхи кăрлач уйăхĕнче Гайдар форумĕн пленарлă ларăвĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Д.А.Медведев пĕлтернĕ тăрăх - ĕç вăйĕ çитмен тата унта пыракансене тивĕçлĕ вырăн туса пама пултаракан предприятисене куçса каякансене патшалăхăн хавхалантармалла, харпăй хăй ĕçне йĕркелемешкĕн, тепĕр специальноçа вĕренмешкĕн, вĕсене çĕнĕ тата пурнăç ыйтакан пĕлÿ илмешкĕн пулăшмалла.

Служба органĕсем Раççей Федерацийĕн ытти субъектĕнче ĕçлеме кăмăл тăвакансене чылайранпа пулăшаççĕ ĕнтĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби кун пек чухне ĕç шыраканпа ăна сĕнекен хушшинчи цивилизациллĕ хутшăнусен гаранчĕ пулса тăрать: çĕнĕ ĕç вырăнне хуçа шучĕпе организациллĕ майпа илсе çитернинчен, ĕç сыхлавĕ ыйтнипе килĕшсе тăракан хăрушсăрлăхлă условисем туса панинчен тытăнса шалăва вăхăтра тÿлесе тăрасси таранах.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăх ĕçлевне пулăшасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн республикăра пурăнакан 1115 çынна çуллен ытти регионта ĕç тупса памалла. 2013 çулта ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх 1120 çынна йышăннă. Республика тулашне тĕпрен илсен çемье çавăрман, вăтам пĕлÿллĕ, рабочи профессийĕ илнĕ çамрăксем тухса каяççĕ. Ытти çĕрте ĕçлемешкĕн вырнаçас тĕллевпе çула тухма хистенĕ сăлтавсенчен пĕри пурнăçланă ĕçшĕн укçапа тивĕçлипе хавхалантарнипе çыхăннă.

Раççей Федерацийĕн Правительстви хушнипе хальхи вăхăтра Сочи хулинчи олимп объекчĕсенчи ĕçсене пурнăçлама кадрсем суйласа илессине тивĕçлипе хаклаççĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин информаци Интернет-ресурсĕсенче унти объектсенчи вакансисем пирки туллин пĕлтернине, резюме формине, Сочи хулинчи Информаци центрĕн тата хăйсем тĕллĕн вырнаçас текенсене пулăшмашкăн ĕçпе тивĕçтерекенсен, кирлĕ документсене ярса памашкăн электрон адрессем йĕркеленĕ. Хыпарлава республикăра пурăнакансем хапăлласа йышăнчĕç, унпа 5,7 пин çын интересленсех паллашнă, сайта кĕрсе ĕç тупма пултарнисем те пур. Тĕслĕхрен, 2013 çулхи раштав уйăхĕнче асăннă хулари организацисенче 20-ĕн водителе вырнаçнă - вĕсем Олимпиадăна хутшăнакансене тата хăнасене транспортпа илсе çÿрĕç.

 

Чăваш Ен Халăха

ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.