Ялтан – Çурçĕр полюсне

29 Янв, 2014

Ял çынни уттине те çулать, вуттине те çурать, Çурçĕр полюсне те çитсе килет. Унта виçĕ сехет çурă пулнă хушăра шур упасенех курма тÿр килмен Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче пурăнакан Николай Егорович Николаева, анчах тĕлĕнмелле çул çÿрев çинчен вăл сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Инçе çула тухнăранпа кăçалхи ака уйăхĕнче çичĕ çул çитсе пырать. Никама та манман, нимĕн те манăçман. Тепĕр тесен, епле манăн-ха паллă ентешĕ, Раççей паттăрĕ Николай Гаврилов, ĕмĕр асра юлмалла сума сунине? Çурçĕр полюсне çитни кăнтăрта канса килни мар. Ăшă вырăнсенче хĕвелпе хĕртĕннипе паян никама та тĕлĕнтереймĕн. Çурçĕр полюсĕ вара питех те нумай вăрттăнлăх упрать, тĕпчевçĕсемпе ăсчахсене хăйĕн патне туртать те туртать.

Шухăшланă та çула пуçтарăннă

"Пуçтарăн Çурçĕр полюсне,- янăраса кайнă пĕр ирхине телефон кĕпçинче ентешĕн Н.Гавриловăн сасси.- 2007 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ятарлă экспедици çула тухĕ". "Шухăшласа пăхмалла",- тенĕ пач кĕтмен-туман çĕртен йăтăнса аннă хыпара "чăмласа" çитереймен шкул директорĕ. Паллах, шухăшлама вăхăт панă ăна. Тепĕр темиçе кунтан чи малтан Николай Егорович мар, Николай Гаврилов хăй шăнкăравланă тус-пĕлĕшне. Лешĕ: "Пыратăп", - тени хавхалантарнă.

Ентешĕ çула пуçтарăнмалли япаласенчен кăçатă кăна илме хушнă. Килте Çурçĕре çитме юрăхли тупăнман. Инçене каясси пирки районти вĕренÿ пайĕн пуçлăхне пĕлтернĕ чухне ыйту хăй хальлĕнех татăлнă. "Манăн кăçатă евĕрлĕ атă, урăхла каласан, унты пур", - тенĕ Янкăлч шкулнех пĕтернĕ пуçлăх. Николай Егорович чăваш апачĕпе çула тухнă: шăрттан, пыл, чей курăкĕ илнĕ. Тăхăнмалли ăшă япаласенчен çăм атăсăр пуçне, чăн та, нимĕн те кирлĕ пулман, пуринпе те тивĕçтернĕ 22 çынран тăнă экскурсие.

Мĕнлерех хастарсем пуçтарăннă тата! Раççейре, ун тулашĕнче палăрнă чаплă çынсем хушшине лекнĕ чăваш. Александр Михайлов артистпа пĕр ушкăна лекниех мĕне тăнă! Хăй вăхăтĕнче министр çумĕ пулса ĕçлени те, паллă çул çÿревçĕ ята илни те, Раççейĕн хăрушсăрлăх службин офицерĕсен пуçлăхĕ те, Совет Союзĕн Геройĕ тата ыттисем те юнашар пулнă. Чăвашсенчен ку экспедицие Нефтеюганск хулин мэрĕ пулнă Владимир Семенов та хутшăннă, анчах вăл Николай Егорович пек ялтан çитмен-çке.

Тĕлĕнсех кăсăкланнă

Янкăлч ялĕн чăвашĕ вара пилĕк талăка пынă çул çÿрев тăршшĕпех курни-илтнипе тĕлĕннĕ. Малтанах Мускавра Николай Гавриловăн ĕç пÿлĕмĕпе, унтан çĕр-шывăн хăрушсăрлăх тытăмĕн музейĕпе паллашнă. Шел те, 1945 çулчченхи тапхăрпа кăна паллашма, сăн ÿкерчĕксем тума ирĕк панă ăна. Çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă музейра та ăна пĕччен çÿреттермен, хуралçисем юнашарах тăнă.

"АН-74" çар самолечĕ Нагурск чиккинче чарăнсан кунта службăра тăракансем каласа кăтартнине кăсăклансах итленĕ. Экспедици ушкăнĕ киличчен пĕр кун маларах çеç çак вырăнта шурă упасем хуçаланнă-мĕн. Инçетрен пăхма кăна илемлĕ вĕсем, выçă чухне тем çиме хатĕр. Çын е хăватлă техника вĕсемшĕн кăткă вырăнĕнче кăна. 3-3,5 метр çÿллĕш упа пĕрре сиксех 10 метр таран малалла ыткăнать, чĕрни тăршшĕ те 10 см яхăн. Çÿллĕ пăр катрамĕсем хушшинче пытанаканскерсем иккĕ сиксех этеме ярса илме пултараççĕ. Выçă чух нимĕнрен те, никамран та шикленмеççĕ, хаяр та усал. Шур упасенчен хÿтĕленсе чикĕре тăракансем йытăсемпе çÿреççĕ. Йыттисем те упасем пекех мăнă, самăр, çăмламас. "Çумра автомачĕсем те пур. Йыттисем мĕн тума кирлĕ-ши?" - канăç паман ыйту чăваш çыннине. Упа тапăнсан автоматран пеме пулать, анчах кайран сăлтавне ăнлантарма, ĕнентерме çар çыннине йывăр.

Йĕри-тавра - шур пĕркенчĕк. Çул палли çук кунта. Юр тăрăх чупакан "Буран" техникăпа, "Урал" автомашинăпа кăна çул хывма май пур.

Çурçĕр полюсĕнчи "Барнео" станцире Раççейрен çитнĕ йыша кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Çанталăкĕ çав кун ?ака уйăхĕн 24-мĕшĕ% самай ăшăтнă, сывлăш температури 25 градуса çити чакнă, çил хăвăртлăхĕ те вăйсăрланнă. Хăйне майлă лагерьте тĕрлĕ çĕр-шыв çынни тĕпчев ирттернĕ. Хăшне-пĕрне Николай Егорович сăмах хушма та хăтланнă. Лешсем ют чĕлхепе хуравласан çеç чухласа илнĕ вăл çурçĕр тăрăхĕ хăйĕн кăсăклăхĕпе тĕнчери тĕрлĕ халăха пуçтарнине.

Пĕр енчен илсен, çав тери кăсăкланмалли çук та темелле: шап-шурă юр та пăр ?2-2,5 метр хулăнăш шăннăскер%, хушăран шурă упасем. Тĕпчевçĕсем хальччен пĕлменнипе кăсăкланаççĕ. Çавах та полюсра виçĕ сехет çурă ирттернĕ хушăра ял çыннине уйрăмах Японире туса кăларнă гусеницăллă трактор тĕлĕнтернĕ. Пĕчĕкскер, анчах мĕн тери хăватлă! Ĕçленĕ чух шавĕ пач илтĕнмест. Хайхине пĕрре чĕртеççĕ те тĕпчев тапхăрĕ вĕçлениччен пĕр чарăнмасăр уйăхĕпех ĕçлеттереççĕ ?шартлама сивĕре сÿнтерсе чĕртме çăмăл мар%. Кабини те çук тата. Тракторист айккинче ларса пырать. Ахальтен мар çапла-мĕн. Пăр çурăлас тăк тракторист сиксе анса инкекрен хăтăлать.

Çакнашкал техника ялта ытлашши пулĕччĕ-и? Трактор хыркăçĕ бульдозерăнни пек - тăршшĕ 1,5 метр.

Техника тенĕрен, Çурçĕр полюсĕнчех юлать вăл, мăнăскере каялла турттарса каймаççĕ: нумай тăкакланмалла. Çуркунне пăр айне каять. Мĕн чухлĕ-ши унашкалли унта?!

Чăнахах пулнине ĕнентернĕ

Çурçĕр полюсне Николай Николаев "Янкăлч-Мускав-Воркута- Пограничная застава "Нагурская"- Барнео ?Çурçĕр полюсĕ%" маршрутпа çитнĕ, каялла вĕçнĕ чух самолет сывлăш çулне улăштарнă: Красноярск облаçĕ урлă вĕçнĕ. Кунти маршрут чарăнăвĕсем те асра юлнă. Пĕр тĕл пулу вăхăтĕнче акă арçынсен ушкăнĕпе паллашнă. Лешсем 1,5 çул хушши çынпа курса калаçман. Куççуль тухнă вĕсен. Экспедици хастарĕсем ÿксе арканнă самолет пайĕсене те курнă. Раççей самолетĕнчен юлнăскерсем иккен. Чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк тухса тăнă куç умне...

Хăйсене вĕрентекен шкул директорĕ Çурçĕр полюсне вĕçме хатĕрленни çинчен ачасем малтанах пĕлмен. Николай Егорович таврăнсан та иккĕленнĕ. "Чăнахах çитнĕ-и?" - тесе час-часах ыйтнă. Учитель Çурçĕр полюсне çитнине çирĕплетсе сертификат кăтартнă. Çул çÿрев вăхăтĕнче тунă сăн ÿкерчĕксем нумаййине пĕлтернĕ.

Николай Николаев, ачасене ОБЖ тата географи предмечĕсене вĕрентнĕскер Çурçĕр полюсне хăçан та пулин çапларах лекесси çинчен шутлама та пултарайман. Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ, çар вертолечĕпе вĕçсе "Раççей паттăрĕ" ята тивĕçнĕ Николай Гаврилов аса илсе çула чĕннĕ ентешне. Ниепле те манма пултарайман вăл Николай Егоровича. Тăван тăрăха килсен чи малтанах шкула кĕнĕ паттăр, ачасемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулнă. Николай Егорович пĕр çулхине шкула Гаврилов ятне парас тенĕ, кун пирки паттăра хăйне пĕлтернĕ. Лешĕ малтанах килĕшмен. Ыйтăва иккĕмĕш хут тапратсан кăна ирĕк панă.

Çурçĕр полюсне кайса килнĕ хыççăн шкулта кадет класĕсем йĕркеленнĕ. Николай Егорович инçе çула вĕçес умĕн пĕлтернĕ ку шухăша. Паттăр ентешĕ: "Шухăшлам-ха", - тенĕ. Самолетран ансан шкул ертÿçин пуçарăвне ырланă.

Вăтăр тăхăр çул вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлет Николай Егорович ?5 çула яхăн - ертÿçĕре%. Ĕç стажĕ пĕтĕмпе 47 çула çитсе пырать. Хăй юхтарнă пылпа, чейпе хăналарĕ. Чейне Çурçĕр полюсне «çитсе килнĕ» термосран тултарчĕ куркасене. Асра юлчĕ çак самант. Çурçĕр полюсĕ пире те илĕртрĕ. Тен, Сергей Журавлев фотокорреспондентпа иксĕмĕре те пĕр-пĕр кун пач кĕтмен çĕртен инçе çул çÿреве йыхравлĕç.

Ирина Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.