Комментировать

29 Янв, 2014

«Культура валли - 129,5 млн тенкĕ нумайрах»

Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Никам тĕкĕнмен Раççей» çут çанталăк фестивалĕ уçăлнă, ăна Федераци Канашĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Ку мероприятие Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне уçнине халалланă.

Федераци Канашĕн Ăслăлăх, вĕренÿ, культура тата информаци политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕ Галина Николаева палăртнă тăрăх - çак фестиваль тата Культура çулталăкне халалланă ытти мероприяти Шупашкар хули никĕсленнĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ тапхăрпа пĕр килнĕ. «Республикăра пурăнакансем Культура çулталăкĕнче культура сферин ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пуласса, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмешкĕн тăкаксене ÿстерессе кĕтнĕччĕ. Асăннă тытăмра ĕçлекенсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене татса парасса, çав шутра ĕç укçине ÿстерессе, шаннăччĕ. Шанăç тÿрре тухрĕ. Кăçал культура валли каякан тăкаксене 129,5 млн тенкĕ ÿстернĕ», - каласа кăтартнă сенатор.

Галина Николаева пĕлтернĕ тăрăх - «Чăваш Республикинчи культура аталанăвĕ» çум программăпа килĕшÿллĕн укçан пысăк пайне ялти культурăпа кану учрежденийĕсене юсамашкăн, библиотекăсемпе музейсен ĕç-хĕлне тивĕçтермешкĕн, культура еткерне упрамашкăн, унпа усă курмашкăн, халăх хушшинче сармашкăн тата патшалăх тĕлĕшĕнчен сыхламашкăн ярĕç. Республикăра Чăваш Ен тулашĕнче те пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ фестивальсемпе конкурссем иртеççĕ: Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ, Шупашкарти VII кинофестиваль, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль, Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» хушма искусство куравĕ. Искусство шкулĕн чи лайăх преподавателĕн ятне çĕнсе илессишĕн йĕркелекен республикăри пĕрремĕш конкурс та кăсăклă иртессе шанас килет, унăн тĕп тĕллевĕ - ачасемпе ĕçлекен преподавательсен професси сумне ÿстересси.

«Çак çулталăк Раççей халăхĕсен культурине сыхласа хăварассин тата малалла аталантарассин, кăмăл-сипет çĕнелĕвĕн çулĕ пулĕ», - пĕтĕмлетнĕ сенатор.

И.БЕЛОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.