РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ача аслă шкулта вĕреннĕшĕн тата общежитире пурăннăшăн Амăшĕн капиталĕпе тÿлеме май пурри çинчен аса илтерет.
Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те 50 кил çеç. Апла пулин унта пурăнакансем юлашки çулсенче пĕрлехи вăйпа пысăк пĕлтерĕшлĕ темиçе ĕç пурнăçлама пултарнă. Вĕсенчен нумайăшне ял старости Владимир Барышев тăрăшнипе чăна çавăрма май килнĕ.
Ушу секцине лекиччен сăпайлă, лăпкă, ытлашши сăмах ваклама юратман, вăтанчăк хĕрача пулнă вăл. Чун çирĕплĕхĕпе хастарлăха аталантарас тĕллевпе унта çул тытнăскер хусканусене кăмăлтан пурнăçланă.
Йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансене пулăшар-и? «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Кĕнеке — ачасене» акци пуçарать. Кашнинех вуласа тухнă хыççăн çÿлĕк çинче ахалех выртакан кĕнеке пур. Вĕсене мĕншĕн пĕчĕккисене парнелес мар? «Хыпар» ИÇ ĕçченĕсем командировкăна тухса çÿренĕ май вырăсла, чăвашла кĕнекесене йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансем патне илсе çитерĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» журналисчĕсем пурне те акцие хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл 1 уйăха тăсăлать. Кĕнекесене Пичет çуртне, 609-мĕш пÿлĕме илсе килмелле.
Çулла тĕрлĕ витаминпа пуян, тутлăран та тутлă улма-çырла ытларах çиес килет. Ют тăрăхран кÿрсе килнисемпе сăйланиччен хамăр пахчара çитĕнтернине мĕн çиттĕр? Красноармейски районĕнчи Енĕшкасси ялĕнче пурăнакан Михайловсем çакна никамран лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа килĕнчи çĕр лаптăкне çăтмаха çавăрнă.
Çулĕпе çамрăках мар Зоя Тимофеева ял çыннисемпе ытлах хутшăнмасть: килтен сайра çеç тухать, кÿрше-арша каçмасть, хăй патне пыракана алăк шаккасан та уçса кĕртмест. Пĕчченлĕхпе тахçанах çырлахнă вăл.
Чулхулара пурăнакан Святослав Кривцов Çĕнĕ Шупашкарпа пĕлтĕр паллашнă. Арçын ача лаша спорт манежĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăннă. Святослав 12-ре. ДЦПпа чирлĕскерĕн пуплевне амăшĕ çеç ăнланать. Çапах Иринăпа Святослав нихăçан та хăйсем пирки: «Эпир телейсĕр», — теес çук.