Архив - 2017

январь 11th

11 Янв, 2017

ЙĔТĔН ВĂРРИПЕ ÇĔРУЛМИ СĔТКЕНĔ

Халăх медицини хырăмлăх язви вĕрĕлнинчен çĕрулми сĕткенĕпе сипленме сĕнет. Сĕткене кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлемелле.

Лайăх çунă хĕрлĕ сорт çĕрулмине хуппипех теркăпа хырмалла е аш арманĕпе авăртмалла. Унтан темиçе сий марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Кунне 2 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 3-5 эрне.

11 Янв, 2017

МĔНШĔН ЫРАТАТЬ?

Хăш чухне ачасем кăкăрта ыратни пирки калаççĕ. Чи малтанах амăшĕ чĕре аптратать пулĕ тесе шухăшлама пуçлать. Анчах ку ачасен сайра тĕл пулать. Çапах кăкăрта ыратнипе тимсĕр пулма юрамасть. Сăлтавне шырамалла.

11 Янв, 2017

ÇӲÇЕ ЧЕЙ ПУЛĂШАТЬ

Чей заваркипе çÿçе сиплеме те усă кураççĕ. Унра тĕрлĕ витамин, минерал, хытаракан япала нумай. Вĕсем çÿçе ÿсме пулăшаççĕ. Эфир çăвĕсем çирĕплетеççĕ, лĕкĕрен хÿтĕлеççĕ.

Тăкăнсан

1 чей кашăкĕ хура чейе /сарă çÿçлисен симĕс чей илмелле/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Сăрăхтармалла, чĕрĕк лимон сĕткенĕ хушмалла. 1 литр ăшă шыва ярса пăтратмалла. Шĕвекпе кунсерен çÿç тымарĕсене тата пуç ÿтне 10 кун сăтăрмалла. Пуçа çумалли вăхăт çитиччен чÿхемелле мар.

11 Янв, 2017

СЕХЕТ ТĂРĂХ ПУРĂНАТПĂР

Ăсчахсем талăкăн хăш вăхăтĕнче операцие выртсан, хăçан экзамена хатĕрленсен, хăçан спорт тренировки ирттерсен лайăхраххине тĕпчесе пĕлнĕ. Çавăн пекех — чĕре чирлĕ çынсен ирхи ултă сехетре мĕншĕн асăрхануллăрах пулмаллине те.

11 Янв, 2017

«Хыпар» 1 (27117) №, 11.01.2017

11 Янв, 2017

Паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе мăнаçланатпăр

Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи органĕсен ветеранĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, милицин отставкăри лейтенанчĕ Ксения Редькова кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ.

Страницы