ЙĔТĔН ВĂРРИПЕ ÇĔРУЛМИ СĔТКЕНĔ

11 Янв, 2017

Халăх медицини хырăмлăх язви вĕрĕлнинчен çĕрулми сĕткенĕпе сипленме сĕнет. Сĕткене кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлемелле.

Лайăх çунă хĕрлĕ сорт çĕрулмине хуппипех теркăпа хырмалла е аш арманĕпе авăртмалла. Унтан темиçе сий марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Кунне 2 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 3-5 эрне.

Ăна кĕркунне тата çуркунне язва чирĕ вĕрĕлесрен хӳтĕленме те ĕçеççĕ. Унсăр пуçне çĕрулми сĕткенĕ кăкăр хĕртнине, вар хытнине, ыратнине ирттерет. Диетăпа тата эмелсемпе сипленнĕ вăхăтрах курăксен шĕвекĕпе усă курни ырă витĕм кӳрет. Уйрăм ӳсен-тăран тата курăк пуххисен шĕвекĕсене пĕчĕк виçесемпе апат хыççăн 2 сехетрен, çĕрлене хирĕç тата ыратсан çĕрле те ĕçмелле.

Йĕтĕн вăрри. Тӳнĕ 2 апат кашăкĕ вăрра тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, кунĕпех лартмалла та сăрăхтармалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн тата çĕрле çуршар стакан ĕçмелле. Тепĕр каç валли çĕнĕрен хатĕрлемелле.

Пахча салачĕн сĕткенĕ. Лайăх çунă çулçăсене аш арманĕпе авăртмалла. Темиçе сий марля витĕр сĕткенне юхтармалла. Апатсен хушшинче тата çĕрлене хирĕç çуршар стакан ĕçмелле. Çакăн пек шĕвек те хатĕрлеме пулать: вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ салат çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн тата ыратсан çĕрле 1-ер стакан ĕçмелле.

Тупăлха /таволга/ чейĕ. 15 грамм чечеке тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 20 минутран пыл хушмалла. Кунне темиçе хут апат хыççăн çур-пĕр сехетрен тата çĕрлене хирĕç çуршар-пĕрер стакан ĕçмелле.

Сар çип ути /зверобой/ шĕвекĕ. 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Кунне 4-6 хут апат умĕн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Эмел курăкĕн /ромашка лекарственная/ шĕвекĕ. 2 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут выç хырăмла тата çĕрлене хирĕç чĕрĕкшер стакан ăшăлла ĕçмелле.

Хур урин /лапчатка гусиная/ шĕвекĕ. 6 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. 10 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Кунне 5-6 хут апатчен 1 сехет маларах тата çĕрлене хирĕç çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.