Архив - 22 Фев, 2017
"Чăваш хĕрарăмĕ” 22.02.2017
Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем – çемйипе
— Институтра вĕреннĕ чухне общежитири пÿлĕме икĕ каччă кĕрсе тăчĕ. Пĕри, питĕ вăйлă калаçаканни, Вăрнар тăрăхĕнченччĕ. Хăйсен ял хĕрĕ патне килнĕччĕ вăл. Тепри вара ним чĕнмесĕр шăп çеç ларчĕ. Хайхи Вăрнар каччи пирĕн пата тепĕр кунхине каллех çитрĕ, мана куç хывнă-мĕн. Хĕр чухне питĕ суйлама юрататпăр çав. Генăпа калаçасах килмерĕ. Тепрехинче мана халалласа пĕр тетрадь çырса килчĕ. Мĕн унта, сăвăсемччĕ-ши — уçса та пăхмарăм. Йăнăшнă, кайран ÿкĕнтĕм — мĕншĕн илмен-ши? Пĕррехинче вулав билетне эпĕ чăваш чĕлхи пÿлĕмĕнче манса хăварнăччĕ. Чупса çитрĕм — алăк хупă, библиотекарь килессе чÿрече патĕнче кĕтсе тăратăп. Пирĕн пÿлĕмре шăп çеç ларнă хайхи каччă коридорпа утать, ман пата пырса тăчĕ. Сăмах çине сăмах, хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Каçхине пĕрле уçăлса çÿреме чĕнчĕ. Елчĕк каччипе çапла туслашса кайрăмăр. Вăл çар хыççăн студент пулса тăнăскер манран икĕ курс каярах вĕренетчĕ. «Эсĕ диплом илĕн те мана манăн, юттине качча тухăн», — шикленнипе 5-мĕш курсрах мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Пуш уйăхĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр. Вăхăт епле хăвăрт иртет, çÿç пĕрчисем те кĕмĕлленчĕç ав, кăçал пĕрле пурăнма тытăнни 50 çул çитет, — çамрăклăхĕнчен, мăшăрĕпе Сильвестр Ивановичпа епле паллашнинчен пуçларĕ калаçăва Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан Тамара Ипатьевна.
«Çамрăксен хаçачĕ» 7 (6151) №. 22.02.2017
Кĕпе вырăнне - салтак тумĕ
Çĕршыва хÿтĕлес ĕç яш-кĕрĕм çине ытларах тиенет пулин те салтак атти тăхăнакан хĕр-упраç та сахал мар. Çут çанталăкăн черчен çуррин йышĕнче офицер пулма шухăш тытса çар училищине е института вĕренме кĕрекенсем те пур. Çатма-кастрюле автоматпа, студент общежитине казармăпа, капăр юбкăпа кĕпене салтак тумĕпе улăштарма килĕшнĕ Патăрьел районĕнчи Сител пикипе Кристина Кондратьевăпа Интернет урлă çыхăнма май килчĕ. Хĕр Вольскри çар институтĕнче 1-мĕш курсра вĕренет.
Хула хĕрĕ телейне ялта тупнă
Хĕл вĕçĕ ăмăртусемпе пуян пулчĕ
Нарăс уйăхĕ ыттисенчен 2-3 кун кĕскерех пулин те кăçал вăл республикăри спорт аталанăвĕн историне ăмăртусенчен пуян пулнипе, чи вăйлă та çамрăк атлетсем çĕршыври тата Европăри турнирсемпе чемпионатсенче пысăк çитĕнÿсем тунипе кĕрсе юлĕ.
Самосвал, трактор хăй тĕллĕн пуçтарнă
«Тата мĕн ăсталатăн-ха? Мĕнпе тĕлĕнтеретĕн? Пулать-и вара?» — инте-ресленеççĕ çынсем техникăпа аппаланакан Артур Герасимова курсан. «Тăрăшсан мĕн те пулин пулатех», — çапла хуравлать 28-ти çамрăк. Вăл трактор, машина, снегоход, мотоблок хăй тĕллĕн пуçтарнă. «Çын куçĕнчен пăхни мар, хамăрăн техника пурри çăмăллăх кÿрет», — терĕ тĕп хулари стоматологи клиникинче водительте тăрăшаканскер. Малалла вулас...