Архив - Апр 2016

апреля 8th

8 Апр, 2016

Пысăк çĕршывăн пĕчĕк бизнесĕ

Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн пĕтĕмĕшле сăнавĕ Раççейре юлашки хут 2010 çулта пулнă. Халĕ авă черетли пуçланчĕ: иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче вăй илнĕскер кăçалхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен тăсăлать. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ çакнашкал мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттерни предпринимательлĕхĕн халăх хуçалăхĕнчи пĕлтерĕшне уçăмлатать, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем предприятисене экономикăри пĕрлехи кăтартусем енĕпе квалификацилессине тĕрĕс палăртма май параççĕ.

8 Апр, 2016

Вĕсен тĕнчи ыттисенни евĕр мар…

Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе аутизм çинчен информаци сармалли пĕтĕм тĕнчери куна /ăна ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă турĕç/ халалласа Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче «çавра сĕтел» иртрĕ.

8 Апр, 2016

Çакă мар-и телей?

Раççей, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Правительствин «Раççей чунĕ» преми лауреачĕ, паллă фольклорист, педагог Зинаида Козлова профессор ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче сумлă юбилейне паллă тăвать.

8 Апр, 2016

Ыйтакана «çук» темен

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿрем паянхи сăн-сăпатне илме пуçланăччĕ ĕнтĕ: чиркÿ патне илсе пыракан çула туса пĕтернĕччĕ, кÿлмек çывăхне тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн Çеçпĕл Мишши ĕçленĕ тата пурăннă çурт /Çеçпĕл Мишши урамĕ, 8-мĕш çурт/ çеç юсавсăр юлнăччĕ.

8 Апр, 2016

Авари хыççăн ПАИ инспекторне чĕнмелле-и?

Чĕнмесен те пултаратăр, анчах — «вак-тĕвек» тĕслĕхсенче кăна

Пĕлтĕр республикăра автотранспорт шучĕн ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакнă — экономикăпа финанс кризисĕ авторынока витĕм кÿни куçкĕрет. Çапах Чăваш Енре «кустăрмаллă урхамахсен» шучĕ пурпĕр пысăк — 300 пин единица ытла. Куллен — вун-вун, çуллен вара пин-пин пĕчĕк е пысăк авари пулать, эппин, вĕсемпе çыхăннă документсене хатĕрлес ыйту кашни водителе пырса тивме пултарать.

8 Апр, 2016

Итали Чăваш Ене инвестици хывасшăн

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Итали делегацине йышăннă. Тĕлпулăва экономика аталанăвĕпе ял хуçалăх министрĕсем Владимир Аврелькин тата Сергей Артамонов, «ТУС» АУО гендиректорĕ Николай Угаслов, Шупашкарти арматура завочĕн ертÿçисем Иван Павловпа Денис Володось хутшăннă.

8 Апр, 2016

Тĕп тĕллев - çынсен пурнăçне лайăхлатасси

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕнче ĕнер ĕçлĕ лару-тăру хуçаланчĕ. Кун йĕркинче — 25 ыйту, çапах тĕпре, паллах, республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Правительствин 2015 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.

апреля 7th

Страницы