Çакă мар-и телей?

8 Апр, 2016

Раççей, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Правительствин «Раççей чунĕ» преми лауреачĕ, паллă фольклорист, педагог Зинаида Козлова профессор ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче сумлă юбилейне паллă тăвать. Зинаида Алексеевна Патăрьел салинче çуралнă, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелте ÿснĕ. Мускаври Гнесинăсем ячĕллĕ музыка училищинче, Саратоври Л.Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕнче вĕреннĕ. Хăй вăхăтĕнче Чăваш радиопа телекуравĕн хорĕнче, Атăлçи халăх хорĕнче /Самар/ юрланă. 1984 çулта «Нарспи» юрăпа ташă ансамблĕн никĕсĕ çинче «Уяв» ансамбль чăмăртанă. 1989-1993 çулсенче Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрентнĕ. Тепĕр виçĕ çултан И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлеме пуçланă. 1997 çулта музыкăпа педагогика факультечĕн студенчĕсене явăçтарса «Юрай» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Авалхи юрăсемпе йăла-йĕркене чĕртсе тăрăтас, аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. «Уяв» ансамбль репертуарĕнче республикăра çеç мар, ун тулашĕнче — Пушкăртстанра, Тутарстанра, Самар, Саратов, Ульяновск, Пенза облаçĕсенче — çырса илнĕ юрăсем. Утса тухнă çулсем тата умри тĕллевсем çинчен чунне уçса каласа кăтартрĕ халăх юррисене çĕнĕ пурнăç парнелекен Зинаида Козлова.

— Зинаида Алексеевна, ачалăхри кунсем аса килеççĕ-и? Мĕнпе çыхăннă вĕсем?

— Ачалăх — чи лайăх вăхăт. Вăрçă хыççăнхи çулсем калама çук йывăр пулнă, çапах чунра, чĕрере савăк самант пайтах. Юрă-кĕвĕ тĕнчипе çыхăннă вĕсем. Çемье пысăк пулнă пирĕн. Атте Алексей Иванович, анне Александра Григорьевна — хитре сасăллăччĕ. Ачисем — сакăр ывăлĕпе тăватă хĕрĕ — урок тунă вăхăтра шăппăн кăна юрă шăрантарса ларни халĕ те куç умĕнче, сассисем хăлхара янăраççĕ. Атте служащи пулнă, вырăнтан вырăна куçарнă ăна, çавăнпа тĕрлĕ çĕрте пурăнма тивнĕ. Юлашкинчен аттен тăван ялне таврăнтăмăр.

Вăйă юррисем питĕ килĕшетчĕç. Каçхине, чуна пырса тивекен çемĕсем илтĕнме пуçласанах, вăйă курма тухса чупаттăмăр Розăпа. Эпир унпа йĕкĕрешсем. Вăл та юрлама, ташлама юрататчĕ. Атте те вилес умĕн аннене çапла хушса хăварчĕ: «Зинăпа Розăн сассисем питĕ уçă, çав енĕпе вĕрентмелле вĕсене. Эсĕ ан чар», — терĕ.

Пытарма кирлĕ мар: эпĕ лайăх юрланисĕр пуçне тата вăр-варччĕ, харсăрччĕ. Çакăн пекки те пулнă: пĕррехинче Розăпа иксĕмĕр колхозшăн республика шайĕнчи юрăпа ташă конкурсĕнче юрларăмăр. Питĕ килĕшнĕ пурне те, анчах Шупашкарти концерта илмерĕç, пĕчĕккĕ-ха тенĕ пулĕ. Мана çакă питĕ кÿрентернĕччĕ. Тавăрма шухăшларăм.

— Мĕнле майпа?

— Çĕпĕре тухса тартăм.

— Мĕн?

— Ялти хĕрсемпе — Новосибирск таврашĕнче торф кăларакансемпе — çакланса кайрăм. Вĕсемпе çав хулана çитрĕм, малалла Красноярска тавар вакунĕнче пĕчченех çула тухрăм. Манăн икĕ пичче Красноярскра пурăнаççĕ пулĕ тенĕччĕ, вĕсем вара Канскра иккен. Аннен сакăр тенкине илсе тухнăччĕ, пĕтрĕ. Малалла мĕн тумалла? Лавкка çывăхĕнчи ăпăр-тапăр хушшинче çимелли пур-и тесе шыраса çÿрерĕм. Йытăсем те тапăнчĕç, кĕпене те çурса ячĕç. Юрать, пĕр хĕрарăм асăрханă та: «Мĕн тăватăн?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ тетесен адресне каланă вăхăтра ман ума милиционер пырса тăчĕ те: «Эсĕ Зина ятлă-и?» — тет. Тĕлĕнсех кайрăм, мана кунта та пĕлеççĕ-ши вара? Килтисем шырама пуçланă иккен. Тете пыриччен ача-пăча приютĕнче тытрĕç. Çапла вунпĕр çултах Çĕпĕре çитсе килнĕ эпĕ.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — эсир, Розăпа иксĕр, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче те вĕреннĕ?

— Пулнă ун пекки. Тĕрĕссипе, çакă мана пурнăç тăршшĕпех чăрмантарса пычĕ тесен те йăнăш мар. Хам уншăн ÿкĕнместĕп-ха, анчах музыка енĕпе вĕренме кĕнĕ чухне çакă çеç çителĕксĕрччĕ: «Музыка училищинче вĕренни кирлĕ пире», — тетчĕç. Роза малалла Мускаври культура институтĕнче пĕлÿ илчĕ. Эпĕ унти Гнесинăсем ячĕллĕ училищĕне куç хыврăм. Анчах кĕвĕ-çемĕ тĕнчине тÿрех лекеймерĕм-ха. Малтан Розăна вĕрентсе кăлармаллаччĕ. Пире çав вăхăтра укçа-тенкĕпе пулăшакан пулман, атте вилнĕччĕ ĕнтĕ, анне — ватă, аслисен — хăйсен çемйисем.

— Мĕнпе асра юлнă çĕршыври паллă училищĕре вĕреннĕ çулсем?

— Вĕренме çав тери юратнă эпĕ. Тата вĕрентекенĕсем хăйсем мĕне тăратчĕç! Владимир Хорьков, Анна Руднева фольклористсене, хор ертÿçине Александр Юрлова, музыка тĕпчевçине Ирина Прохоровăна пур студент та килĕштернĕ. Халăх юррисен уйрăмĕн ертÿçи Ирина Колытыгина эпĕ чăвашла юрланине итленĕ хыççăн чăтса тăраймарĕ, чупса пырса ыталарĕ те: «Акă кама чи малтан вĕренме илмелле пирĕн!» — терĕ.

Мускавра концертсене çÿреме юрататтăм. Чайковский залĕнче чаплă концертсем иртетчĕç. Шăпах çавăн чухне паллă юрăçсене итлеме май килчĕ. Чи пĕрремĕшĕ Людмила Зыкина пулчĕ. «Сана халаллатăп, хĕрарăм» ятлăччĕ программа. Халĕ те хăлхара вăл юрласа янă пĕрремĕш юррăн йĕркисем: «Сронила колечко со правой руки, забилось сердечко о милом дружке...» Концерт вĕçленичченех куççуль юхрĕ. Акă камсенчен тĕслĕх илнĕ эпир вăл вăхăтра.

— Гнесинка хыççăн сирĕн Мускаврах юлма май пулнă ĕнтĕ.

— Пулнă, педагогсем хăварас та тенĕ, анчах хам хирĕçлерĕм. Манăн малалла вĕренес ĕмĕт пурччĕ. Çапах та илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курас тени те канăç памастчĕ. Направленипе Самарти — ун чухне Куйбышеври — Атăлçи халăх хорне ячĕç. Питĕ пысăк коллектив — çĕр ытла çын. Артистсем вуникĕ сасăпа юрлатчĕç. Гастрольсене таçта та тухса çÿренĕ. Пĕррехинче Красноярск крайĕнчи Назаровка ялĕнче пултăмăр. Унта чăвашсем те пур иккен. Вĕсем чăвашла юрлама ыйтрĕç. Ертÿçĕ мана юрлама хушрĕ. Асра тытакан юрăсене — «Пиç-пиç, палан», «Кăвик-кăвик кăвакарчăн», «Аслă кÿлĕн шывĕ тарăн» тата ыттисене те — пĕччен шăрантартăм. Концерт хыççăн автобуссем патне тухсан такам мана шыранине пĕлтерчĕç. Савăннă йăхташсем тĕрлĕ апат — пĕçернĕ çĕрулми, çу, хăйма... — илсе пынă иккен. Хăна çуртне çитсен артистсене сăйларăм.

— Саратов консерваторине вĕренме хăçан каяс терĕр?

— Пирĕн хора Михаил Чумаков ертсе пыратчĕ. Вăл чăваш тенине те илтнĕ, анчах чăвашла калаçман. Ĕçĕ унта мар-ха. Михаил Дмитриевич эпĕ малалла вĕренес кăмăллине пĕлнĕ. Пĕррехинче Самарта иртекен музыка фестивальне Саратов консерваторийĕнчен Лев Христиансен профессор килессе пĕлтерчĕ. Тĕл пултăмăр. Эпĕ юрланă чăвашла юрăсем питĕ килĕшнĕ ăна. «Юрĕ, илĕпĕр. Хальччен ман патра пĕр чăваш та вĕренмен-ха», — терĕ.

Вĕренме пĕрре те çăмăл марччĕ, семестрта 100-тен кая мар юрă вĕренме тиветчĕ. Пĕррехинче хăйне майлă рекорд та пулчĕ темелле: нотăсене пăхмасăр 230 юрă юрлама пултартăм. Кунашкал самантсенче хăвна питĕ лайăх туятăн. Çавăншăн темле йывăрлăха та чăтса ирттерме хатĕр.

— Саратов облаçĕнче пирĕн йăхташсем те пурăнаççĕ. Вĕреннĕ вăхăтра вĕсем патне тухса çÿреме май пулнă-и?

— Тивĕçлипе усă курнă çав майсемпе. Лев Христиансен мана чăваш юррисене тĕпчеме облаçăн ăслăлăхпа методика центрне ячĕ. Ун чухне, 1980 çулта, облаçра чăваш ялĕсем вунвиççĕччĕ. Халĕ вара ку тăрăхра тăваттă кăна юлнă теççĕ. Пасар Карапулак районĕнчи Шиняевăра чăвашсем тăван чĕлхепе тап-таса калаçнинчен тĕлĕннĕччĕ. Вĕсем юрланă юрăсене магнитофон çине çырса илтĕм. Пурĕ 35 юрăпа таврăнтăм. Кайран вĕсене «Уяв», «Юрай» ансамбльсен репертуарне те кĕртнĕччĕ.

— Шупашкара 1983 çулта таврăннă. Малалли пĕтĕмпех пирĕн куç умĕнче пулса иртнĕ темелле. Нимĕнле йывăрлăха, чăрмава пăхмасăр малалла ăнтăлнă. Ĕçленĕ, ялтан килнĕ каччăсемпе хĕрсен сассисене «лартнă», репертуар хатĕрленĕ. 1985 çулхи пуш уйăхĕнче «Уяв» ансамблĕн пĕрремĕш концертне ирттернĕ. Тĕлĕнмелле: тепĕр виçĕ çултан «Уяв» Чăваш Ен ятне Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕнче хÿтĕлеме пултарчĕ.

— Мускава питĕ ăнăçлă кайса килтĕмĕр. Çулсем уçăлчĕç. Питĕр, Таллин, Сочи, Париж... йышăнчĕ чăваш халăх юррисене шăрантаракансене. Унтанпа 30 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Эпĕ йĕркеленĕ «Юрай», ачасен «Пилеш» /халĕ ăна Наташа Васильева ертсе пырать/ коллективсем те регионсене тухса çÿреççĕ, ăçта пулаççĕ — унта халăх юррисене çырса илеççĕ. Репертуар çапла çĕнелсе, пуянланса пырать.

— Енчен те çынна икĕ ĕмĕр панă пулсан иккĕмĕшне мĕнле çулпа янă пулăттăр?

— Тур каçартăр, икĕ ĕмĕр пурăнас килмест. Мĕн панине тивĕçлĕ шайра ирттересчĕ. Ĕç енĕпе çакнах суйласа илĕттĕм. Эпĕ качча кайман, анчах 41 çулта хам валли ывăл çуратрăм. Антон хăй те атте пулчĕ. Манăн икĕ мăнук — Верăпа Варя — хам пекех йĕкĕрешсем. Вĕренекенĕмсем — вĕсем чăвашсем пурăнакан пур хутлăхра та — юратнă ĕçĕме малалла тăсаççĕ. Çакă мар-и телей?

Надежда СМИРНОВА

калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.