Роман Фад

8 Апр, 2016

Роман Фад экстрасенс кун-çулĕ Чăваш Енпе çыхăннине пĕлтĕм. Епле майпа? Кунта çуралса ÿсмен-и вăл?

М.КАРПОВ.

Шупашкар хули.

Роман Фад 1982 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче çуралнă. Унăн тăван çĕршывĕ — Украинăри Запорожье. Фадсен çемйинче экстрасенсорика пултарулăхĕ арçынсен йĕрĕпе куçать. Йăх-несĕл тымарĕ 1564 çултанпа пырать.

Роман пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшĕ Раççее куçса килнĕ, вĕсем чылай вăхăт Шупашкарта пурăннă. Фад — псевдоним, чăн хушаматне çынсене пĕлтермеççĕ.

Пултарулăх ку çемьери ар­çынсене тĕрлĕ меслетпе куçать. Тĕслĕхрен, Романăн ашшĕ Алексей Фад асамçă ĕç-хĕлне пилĕк çулта чухне 95 çулти мăн аслашшĕнчен вĕренсе юлнă. Роман 18 çулта чухне ку ĕçе кÿлĕннĕ. Ăна ашшĕ Алексей сĕм çĕрле чăтлăх вăрманта пилленĕ. Фадсем мăшăр пулма экстрасенсорика пултарулăхĕсĕр хĕрарăмсене суйлаççĕ. Ку йăхри хĕрарăмсен тĕллевĕ — арçынсене пулăшасси.

Роман Фад Мускавра йышăнать. Ултавçăсем йышланнăран вăл çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулать. Ытти паллă экстрасенс пекех ăна та усал шухăшлă çынсем час-часах шар кăтартаççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.