Комментировать

8 Апр, 2016

Вĕсен тĕнчи ыттисенни евĕр мар…

Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе аутизм çинчен информаци сармалли пĕтĕм тĕнчери куна /ăна ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă турĕç/ халалласа Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалисчĕсем Елена Калинина психиатр, ача-пăча психиатрĕ Ирина Петрова, медицина психологĕ Оксана Рындина, Лариса Ногтева педиатр, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Елена Сапаркина, Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕн директорĕ Елена Шафейкина, «Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн» ертÿçи Ольга Зайцева, ытти организаци представителĕсем тата хăйнеевĕрлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

Аутизма унччен психикăн ытти йывăр пăсăлăвĕн тĕп палăрăмĕ пек шутланă. ХХ ĕмĕр варринче вара пуçласа ачасен уйрăм амакĕ тесе йышăннă. Синдромне час-часах тупса палăртнине, нушаланакансем йышланнине тухтăрсем диагностика пахалăхĕ лайăхланнипе çыхăнтараççĕ.

Ача-пăча аутизмĕн ыйтăвĕ специалистсене кăна мар, республикăри хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсене те канăç памасть, мĕншĕн тесен вĕсем йышлансах пыраççĕ. 2016 çул пуçламăшĕнче ун пеккисем 146-ăн шутланнă. 119-шне кăна инвалид статусне панă. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе общество организацийĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулăшнипе виçĕ çул каялла «Манăн ыттисем пек мар пепкем» проекта пурнăçа кĕртме пикеннĕ. Аутизмлă ачаллă çемьесен пурнăçне çăмăллатмашкăн конкретлă ĕçсем туса ирттернĕ. Пулăшу витĕмлĕрех пултăр тесе ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхне чăмăртас тĕллевлĕ пулнине пĕлтерчĕ пухăннисене канаш ертÿçи Ольга Зайцева.

Чир е хăйнеевĕрлĕх?

Аутизм — тавралăхри пулăмсене йышăнмасăр хăй тĕнчипе пурăнма туртăнни, ачан харпăр хăй пахалăх енĕсем тĕрĕс мар йĕркеленни, уйрăмах кăмăл-туйăм тытăмĕ пăсăлни. Тĕпрен илсен — амак палăрăмĕ ăс-тăн шайне мар, социаллă аталанăвне ытларах пырса тивет. Специалистсем аутизма чир пек йышăнмаççĕ, ача психикин йĕркесĕр аталанăвĕ тесе хаклаççĕ. Унпа нушаланакан ыттисен тĕнчине йышăнмасть, ăна çакăнпа кăсăклантарма май та килмест, хăйне те нимĕн те интереслентермест.

Малтанхи палăрăм: чĕлхе ÿсĕме кура уçăлманни е пуплев кирлĕ пек йĕркеленейменни. Каярахпа пăт-пат перкелешме тытăнать, вăл е ку сăмахпа вырăнлă усă курмаллине чухлаймасть е вĕсене темиçе хут калать. Аутист ыттисенчен пăрăнать. Туйăмне те ирĕке ямасть. Юратнă вăййинчен уйăрсан е мĕн те пулин тумашкăн хистесех ыйтсан кăралăхне кăтартма пултарать. Аутизмлă ача социаллă çыхăнусемпе, çынсен хутшăнăвĕсемпе интересленмест, пĕр ÿсĕмрисем патне туртăнмасть, аслисен тĕслĕхне ăша хывмасть. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕнчен пĕринпе кăна çывăх. Пĕрешкел занятисене кăмăллать, хусканусене евĕрлет. Унăн чун киленĕçĕ — япаласене яланхи йăлапа суйласа уйăрасси тата ытти чухнехи пекех купаласа хурасси.

Республикăри психиатри больницин тĕп тухтăрĕ Елена Калинина палăртнă тăрăх — аутизм ачан пуç мимин ассинхронлă /ансатлинчен кăткăсси патне пырасси пăсăлни/ аталанăвĕпе çыхăннă.

Специалистсем асăннă амака тăватă ушкăна пайлаççĕ. 1-2-мĕшĕнчисем ăс-хакăл енĕпе аталанса çитеймеççĕ-тĕк, 3-4-мĕшĕнчисен чун туртăмĕ ăнтăлуллă. Вĕсемпе нумай ĕçлеме тивет, малтан ятарлă шкулта, каярахпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ параканнине куçарса вĕрентме те май килет. Ăс-тăн аталанăвĕ енĕпе унашкаллисем уйрăм пултарулăхра çитĕнÿ тума пултараççĕ: пулăшса пырсан математика çинче никĕсленсе тăракан тата техника ăслăлăхĕсенче, сăвă-калав хайлас енĕпе ăнăçтараççĕ. Компьютер программисем хатĕрлес тĕлĕшпе палăрнисем те сахал мар.

Психиатри сиплевĕпе тата социаллă реабилитаципе тăтăшах тивĕçтерсен те ачана сывă-таса çитĕнекеннисен шайне çитерме май килмест. Çапах ăна пурнăçа майĕпен хăнăхтарса пыни усса каять. Кун пек чухне ашшĕ-амăшĕн уйрăмах чăтăмлă пулмалла: пепкене кун йĕркине çирĕп пăхăнмашкăн хăнăхтармалла, сиплев тăсăмне тытса пымалла, ăна кĕске вăхăтлăх татни те сиен кÿрет. Пациента пĕр врачăн сăнамалла-тĕрĕслемелле, ырă улшăнусене вăл кăна туйса хаклаять.

Çакнашкал ачасем чĕрчунсене юратнă май вĕсемшĕн мануаллă, иппо- /лашапа хутшăнни/ тата дельфинотерапи, электростимуляци, остеопати уйрăмах усăллă.

Елизавета Абрамова вара аутистсене аталантармашкăн пуканесем пулăшнине палăртрĕ. Вăл ертсе пыракан театр ыркăмăллăха хутшăнса сусăрсене тĕрлĕ спектакле йыхравлать.

Çыхман хулă шăпăр мар…

Аутиста аутран пурнăçа кăлармалли меле сиплевçĕсен, педагогсен, хевтесĕрсемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕн специалисчĕсен, ашшĕ-амăшĕн тата вĕсен шăпишĕн канăçсăрланакан хастарсен пĕрле шырамаллине палăртрĕç уçă калаçăва хутшăннисем. Аутизмпа нушаланакан хăшпĕр ачана инвалид статусне паманнине çÿлерех палăртрăмăр. Кун пек чухне укçасăр пулăшу илмешкĕн, паллах, кансĕр. Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ тĕпренчĕкне тÿлевлĕ сиплевпе тивĕçтермешкĕн Хусанти, Питĕрти учрежденисене илсе çÿренине асăнчĕç. Çÿлерех асăннă центрта çуллен пĕр хут реабилитациленни вĕсемшĕн çителĕксĕр. Çав вăхăтрах пахалăхлă тĕрекленмешкĕн хамăр тăрăхрах май килмелле: ятарлă оборудовани те, специалистсем те пур. Ашшĕ-амăшĕнчен кашниех ачине хăй пĕлнĕ пек пулăшма ăнтăлнипе лару-тăрăва кăткăслатать ахăр. Вĕсем чăмăртансан /Чĕмпĕр тăрăхĕнче çапла тунă та/, пуçаруçăсен ушкăнне йĕркелесен сиплев-хăнăху ыйтăвне вырăнтах уçăмлатма пулать. Унашкал пĕрлĕх республикăра пĕрре кăна мар вĕт, сывмар ачасен шăпине çăмăллатмалли майсене йышпа шырать даунистсен е диабетиксен ашшĕ-амăшĕ. Кун пек чухне сиплев организацийĕсем вĕсен ыйтăвĕсене пуçаруллă татса параççĕ.

«Çавра сĕтел» хушшине пухăннă специалистсем асăннă шухăша ырларĕç. Акă, адвокат палатин президенчĕ Елена Кузьмина ку таранччен аутист ачасем республикăра пуррине пĕлмен те. Асăннă мероприятие хутшăнас умĕн кун пирки Интернетри материалсемпе паллашнă. Хăй ертсе пыракан тытăм йывăр шăпаллă çемьесене правăпа саккун ыйтăвĕсене татса памашкăн пулăшма пултарассине, çăмăллăхсене субсидилекен центр специалисчĕсем аутистсене те хÿтте илесси çинчен пĕлтерчĕ.

Хăйсен инкекĕпе пĕчченлĕхре юлнă ачасен «Вăрман юмахĕ» санаторири канăвне çапла майпах йĕркелемелле.

«Эсир — хăйнеевĕрлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ. Пирĕн тĕнчене урăхларах хакланине пăхмасăр, вĕсем пултаруллă. Çитĕннисен юратăвне, тимлĕхне тата чăтăмлăхне кĕтеççĕ. Хăвăра тата тĕпренчĕкĕрсене шанăр, специалистсемпе пĕрле вĕсене телей парнелĕр. Пĕрлехи вăйпа чунĕсене ăшăтма пултаратпăрах», — терĕ Ольга Зайцева ĕçлĕ тĕлпулăва вĕçленĕ май.

…Мероприятие хутшăннисем ырри пирки ĕмĕтленсе тÿпенелле кăвак хăмпăсем вĕçтерчĕç. Сăмах май, аутистсемпе пĕр шухăшлă пулнине палăртса «çавра сĕтел» хушшине те вĕсем мăя кăвак тутăр çыхса ларчĕç. Ку тĕс — аутизмăн тĕнчере çирĕплетнĕ палли. Чикĕ леш енчи патшалăхсенче çав кун «Кăвак çутă çут» акци ирттересси йăлана кĕнĕ.Тĕллевĕ — политиксене, ахаль граждансене аутизм ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма ыйтасси.

Валентина СМИРНОВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.