Ыйтакана «çук» темен
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿрем паянхи сăн-сăпатне илме пуçланăччĕ ĕнтĕ: чиркÿ патне илсе пыракан çула туса пĕтернĕччĕ, кÿлмек çывăхне тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн Çеçпĕл Мишши ĕçленĕ тата пурăннă çурт /Çеçпĕл Мишши урамĕ, 8-мĕш çурт/ çеç юсавсăр юлнăччĕ. Ун тавра чăнахах «хура пĕлĕтсем» капланса тăчĕç. Республика кунĕччен /ун чухне Патшалăх кунĕ/ ăна сÿтсе пăрахса çĕрпе тикĕслемелле текен хушу та пулнă теççĕ. Çак сас-хура общественноçа ура çине тăратнăччĕ.
Шăп çав самантра ăна тĕпрен юсама пултаракан маттур чăваш та тупăнчĕ. Вăл Валерий Гордеев, «Инвест-Лад» строительство фирмин генеральнăй директорĕ тата Çеçпĕл Мишши фончĕн учредителĕсенчен пĕри. Шăп 100 çул каялла Шупашкар купси туса лартнă çурт çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Валерий Николаевич культура, истори еткерлĕхне упраса хăварма кăна мар, çав çуртра мал ĕмĕтлĕ поэтăмăрăн музейне йĕркелеме те, ăна тытса тăма та пулăшнă. Халĕ те пулăшать. Ыркăмăллăхпа çыхăннă ĕçĕсем татах нумай унăн. Вулаканăмăрсене чăвашсен хастар меценачĕпе тĕплĕнрех паллаштарар-ха.
Çеçпĕл çурчĕ çинчен — тĕплĕнрех
1902 çулта туса лартнă çурт малтан хăна çурчĕ пулнă теççĕ. Революци хыççăн унта тĕрлĕ учреждени вырнаçнă, çав шутра — Национальноçсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен халăх комиссариачĕн Чăваш пайĕ те. 1921 çулта шăпах çавăнта — куçарупа издательство комиссийĕн сотрудникĕнче — ĕçленĕ те поэтăмăр. Пурăнма та унтах пурăннă.
Кайран та асăннă çуртра тĕрлĕ организаци пулнă. Анчах та Атăл шывне çĕклесен çурт ишĕлме, никĕс çĕрме пуçланă. ЧР Культура министерствин культура еткерлĕхне упрас енĕпе ĕçлекен патшалăх центрĕн балансĕ çинче тăракан çурт шăпи хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕ. Валерий Гордеев тăрăшман-тăк, тен, вăл паянхи куна çитеймен те пулĕччĕ.
Тĕрĕссипе, çурта тĕпрен çĕнĕрен çĕклеме тивнĕ. Экспертиза çапла тума хистенĕ. Паллах, пĕтĕмпех малтанхи проектпа. Никĕсне çĕнĕрен янă, урайпа мачча — тимĕр-бетонран, стенасем — кирпĕчрен. Çеçпĕл ятне упраса темиçе ĕмĕре çитĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 10,5 млн тенкĕ укçа кайнă.
Строительство организацийĕ умĕнче тепĕр яваплă самант та пулнă: çуртăн пĕр пайĕнче Çеçпĕл Мишши поэтăн музейне уçма лаптăк уйăрса памалла. Валерий Гордеев сăмаха тытнă. Организаци кунта куçсанах музее те ĕçлеттерсе янă. Унтанпа 13 çул çитет ĕнтĕ. «Инвест-Лад» паян та музейĕн коммуналлă тăкакĕсене /электроэнергишĕн, ăшăшăн, шывшăн/ хăй тÿлесе тăрать.
Çĕн сывлăш, вĕр!
Ç ак сăмахсемпе юратнă поэтăмăр Чăваш çĕрне тĕреклĕх, çĕнĕ вăй кĕртме ĕмĕтленнĕ. Çĕннипе пĕрлех астăвăм çинчен те манмалла мар. Валерий Николаевич Гордеев пулăшнипе çапла пулса пырать те. Чăваш наци музейĕн филиалĕн — Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçин Антонина Андреевăн шухăшĕпе — асăннă çурт, музей пулман-тăк Шупашкарта Çеçпĕле асăнса тăмалли палăк та пулмĕччĕ.
Антонина Васильевна 2003 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕш кунне аса илчĕ: — Çеçпĕл пултарулăхне юратакансемшĕн çак кун чăннипех телейлĕ пулса юлчĕ. Сăмах май, çав кун Валерий Николаевичăн çуралнă кунĕччĕ. Киевран поэтăн кун-çулне тĕпчекен Петр Чичканов та килнĕччĕ. Вăл унăн Украинăри пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă документсемпе тивĕçтерчĕ. 2005 çулта та, çĕре кĕриччен çулталăк маларах, музейре пулчĕ, пĕр машина кĕнеке, журнал, сăнÿкерчĕксем, ытти документ парса хăварчĕ. Экспонатсем экспозицире кăна мар, фондра та упранаççĕ. Валерий Николаевич укçа-тенкĕпе тивĕçтернипе Çеçпĕл çинчен буклетсем кăларсах тăтăмăр. Халĕ тата çĕннине хатĕрлетпĕр.
Çакăн пек музей пурри шкул ачисемшĕн, студентсемшĕн питĕ меллĕ. Вĕсем валли викторинăсем, лекцисем ирттеретпĕр. Çĕре çити таймапуç Валерий Николаевича.
Ыркăмăллăхĕ иксĕлми
Валерий Гордеевăн ыркăмăллăх ĕçĕсем чăннипех тĕлĕнтереççĕ. Вăл 20 çул каялла Чăваш халăх поэчĕпе Валери Туркайпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд йĕркеленĕ. Валерий Николаевич, фонд учредителĕсенчен пĕри пулнă май, ăна укçа-тенкĕпе тытса тăма пулăшать. Унсăр пуçне поэтăн ятне-шывне, ĕçне пропагандăлас тĕлĕшпе палăрнă икĕ çынна çулленех фонд премине параççĕ. Кĕмĕлĕ каллех учредитель кĕсйинченех тухать. Сăмах май, хăй те 2004 çулта унăн премине тивĕçнĕ. Çеçпĕл Мишшин музейне уçнăшăн, çуртне çĕнетнĕшĕн.
Офисăн пĕр стени Тав хучĕсемпе тулнă. Кирилл патриарх, Варнава митрополит алă пуснисем чылай. Кусем, вулаканăм, ăнлантăн пулĕ, чиркÿсем, часавайсем тума пулăшнăшăн тав тунисем ĕнтĕ. Сăмах май, Валерий Николаевич ертсе пыракан организаци иртнĕ çулсенче Вăрнар районĕнчи Нурăс салинчи чиркĕве тума пулăшнă, Çĕнĕ Шупашкарти Владимир ячĕллĕ чиркÿри чан çапакан часавая никĕсрен пуçласа вĕçне çити хăпартнă. Хăйĕн тăван Комсомольски районĕ çинчен те манмасть. Кунти виçĕ ялта — Каçалта, Аслă Чурачăкра тата Тукайра — ĕçлекен чиркÿсем те унăн пысăк пулăшăвĕпе усă курнă. Иртнĕ çул Шурутри хĕрарăмсен мăнастирне çĕклеме хутшăннă. Тăван ялĕнче — Хирти Выçлире — типсе ларма пуçланă пĕвесене Шупашкартан илсе кайнă хăватлă техникăпа юшкăнран тасатнă, тарăнлатнă. Канаш районĕнчи Янкăлчри шкула та пулăшнă иртнĕ çул — çурт чÿречисене çĕннисемпе, хальхи йышшисемпе улăштарнă.
Валерий Гордеев çавăн пекех спортсменсен тусĕ те. Вăл — Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» хоккей командин попечительсен канашĕн членĕ. Республика тĕп хулинче вырнаçнă «Динамо» бокс академине йĕркелеме тата бокса аталантарма майсем туса панă — çурта реконструкциленĕ.
Ехрем купсасен çурчĕсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе те тÿпине хывнă Валерий Николаевич. Сăмахран, тĕп хулари Ленин музейĕ пулнă çуртăн путвалне тирпейлесе унта чăваш кухнин музейне уçма пултарнă. Вăл каланă тăрăх, путвалти ăпăр-тапăра, çĕре Камазпа 40 хутчен илсе тухма тивнĕ. Музее уçнă çĕре Ефремов купсасен çывăх тăхăмĕ, Хусанта пурăнаканскер, хутшăннă. Халĕ Валерий Николаевичăн ĕç пÿлĕмĕнче вăл парнеленĕ чул çине эрешлесе вырнаçтарнă сехет тата 200 çул каялли сунчăк упранать. Ырă ырăпа таврăнать тесе ахаль каламаççĕ çав.
Гордеевăн паянхи ĕçĕсем
Валерий Николаевич ертсе пыракан организацисем /вăл çавăн пекех «Комплекс» строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ те/ иртнĕ çула ăнăçлă вĕçленĕ.
— 2015 çулта Çĕнĕ Шупашкарта кăна 23 пин тăваткал метра яхăн пурăнмалли лаптăк хута ятăмăр. Çакă — хулан пурнăçламалли планĕн çурринчен пысăк пайĕ, — каласа парать Гордеев. — «Комплекс» строителĕсем Çĕнĕ Шупашкарăн çĕнĕ «Спутник» районне — çĕклеççĕ. Юлашки вăхăтра хула çыннисем пирĕн 54 хваттерлĕ, тăхăр хутлă тата 343 хваттерлĕ çуртсенче хаваспах хваттерсем туянни пире те хавхалантарать.
Хальхи вăхăтра «Спутникре» нумай хутлă виçĕ çурт тăватпăр, Шупашкарта вара Мате Залка урамĕнче те çуртсем тума çĕр хатĕрлетпĕр.
100 тенкĕ пуличчен 100 тус пултăр
Пĕтĕм укçана ĕçлесе илеймĕн. 100 тенкĕ пуличчен 100 тус пултăр тенĕ ваттисем. Ыйтакана май пур таран пулăшма тăрăшать чăваш меценачĕ. «Хальхи вăхăтра культура, пултарулăх ĕçченĕсем уйрăмах йывăр лару-тăрура. Çыравçăсем сахал мар пирĕн, анчах хăйсен хайлавĕсене пичетлеймеççĕ. Чун-чĕре апачĕсĕр халăх хавшать, чухăнланать. Эпĕ хăшпĕр çыравçа кĕнеке кăларас енĕпе самай пулăшрăм», — тет Валерий Николаевич.
Надежда СМИРНОВА
Комментировать