Архив - 14 Апр, 2016

14 Апр, 2016

Евчĕ патне туйăм шыраса килеççĕ

Этем уйрăмах çуркунне юрату шырать. Савни тупас текен çыннăн кашнин хăйĕн сăлтавĕ, Турă çырнипе тĕл пуласшăн çунакан та нумаййăн. Хăшĕ-пĕри ку ĕçре пулăшу ыйтма евчĕ патне çул тытать.

14 Апр, 2016

Тулăх çимĕç туса илесчĕ

Ялта пурăнаканăн пахча-анкарти пурин те пур, кашнинех пахчаçă теме пулать. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçата хулара çырăнса илекенсем те сахалах мар - паллах, пахчаçăсем.

Раççей сад-пахча ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ĕç тăвакан директорĕпе Екатерина ТРУШКОВĂПА курса калаçма тÿр килчĕ. Унран пахчаçăсен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма, пахчаçăсене ытларах мĕн кăсăклантарни çинчен ыйтрăм.

14 Апр, 2016

«Хулара ят-сум çĕнсе илме йывăр»

Каçал пики Екатерина Антонова Иван Шишкинăн «Хырлăхри упасем», Борис Кустодиевăн «Çăварни», Иван Айвазовскин «Каприри уйăхлă каç» картинисене кăмăллать.

14 Апр, 2016

Çамрăк пожарнăйсем тупа турĕç

Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн-чи пушар хăрушсăрлăхĕн специальноçне вĕренекен 1-мĕш курс студенчĕсем нумай пулмасть çамрăк пожарнăйсен дружинине кĕме тупа турĕç.

14 Апр, 2016

Пурне те тĕлĕнтерĕпĕр-ха

Тулта çав тери ырă, сывлăш уçă. Хĕвел хĕртсе пăхать. Пахчасенче те, урамсенче те юр юлман. Тарăн варта та çук. Çĕр йăлтах типнĕпе пĕрех. Хура тăпра симĕс кĕççепе хупланма, йывăçсем çулçă кăларма васкаççĕ.

Страницы