Комментировать

14 Апр, 2016

Пурне те тĕлĕнтерĕпĕр-ха

Тулта çав тери ырă, сывлăш уçă. Хĕвел хĕртсе пăхать. Пахчасенче те, урамсенче те юр юлман. Тарăн варта та çук. Çĕр йăлтах типнĕпе пĕрех. Хура тăпра симĕс кĕççепе хупланма, йывăçсем çулçă кăларма васкаççĕ.

  Урок тухнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ те хаваслă ачасем урама вирхĕнсе тухрĕç. Кам мĕнпе аппаланать: пĕрисем транкки вăййине выляса савăнаççĕ, теприсем мечĕк хăвалаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара хыпалансах йывăç сулхăнне васкарĕç.

   - Ай! Мĕн тери илемлĕ кунта! Таврара кун пеккине курман пекех тата. Тĕрлĕ йывăç ытармалла мар, тÿп-тÿрĕ ретпе лараççĕ, шахмат хăми евĕр. Тăррисем вара расна, çÿллĕреххисем те, кĕскисем те пур. Çÿллĕшĕ вара пирĕн чухлĕ иккĕ-виççĕ. Тăваттă та пулмасан! Çапах та, камсем лартнă-ши ку йывăçсене? - кăсăкланчĕç пурне те пĕлме ăнтăлакан арçын ачасем. Пурне те тълънтеръпър-ха

   - Сирĕн пекех шкул ачисем, - тет Любовь Макаровна Григорьева педагог вĕренекенсене ăнлантарса. - Анчах та вĕсен хуçисем тахçанах шкултан вĕренсе тухса кайнă. Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ĕнтĕ тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ. Йывăç лартасси кашнин тивĕçĕ пулнине лайăх пĕлекен Шăхасан шкулĕн вĕренекенĕсем педагог сăмахне тимлĕн итлерĕç.

   - Çак самантра пирĕн те тĕнчипех сад ĕрчетес кăмăл çуралчĕ, - терĕç хавхалануллăн. - Лартнă йывăçа пăхса ÿстересси питĕ пархатарлă. Аслисен ырă ĕçне эпир те малашне туса пырăпăр. Пирĕн пултарулăхпа, хастарлăхпа республикăри ачасем те мăнаçланччăр, - терĕ педагог.

   - Ан тĕлĕнтерĕр-ха! Мĕнле пĕлччĕр пирĕн пирки ыттисем? Пурте килсе çÿремеççĕ-çке шкула, - çаплипех ыйту çине ыйту пачĕç вĕренекенсем.

  - Кунта нимĕн ăнланмалли те çук-çке. Ара, эпир «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журнала юрататпăр. Апла пулсан редакцие хамăр кулленхи ĕç пирки çырса пĕлтермелле. Кĕске заметкăсем юратнă кăларăмра кун çути курасса пĕрре те иккĕленместĕп. Унта сирĕн пек ачасен материалĕсем пичетленеççĕ-çке, - ăнлантарать хастар педагог арçын ачасемпе хĕрачасене.

   Чăн та, нумай кĕттермерĕç ачасем. Уроксем хыççăн пурте ушкăнпа юлса юратнă кăларăмĕсем валли заметка темисене шырарĕç, чи малтан мĕн пирки çырмаллине сÿтсе яврĕç. Çамрăк художниксем вара ÿкерчĕксем хатĕрлес пирки шăкăлтатса калаçрĕç.

Элиза ВАЛАНС. Канаш районĕ, Шăхасан.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.