Комментировать

14 Апр, 2016

Çамрăк пожарнăйсем тупа турĕç

Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн-чи пушар хăрушсăрлăхĕн специальноçне вĕренекен 1-мĕш курс студенчĕсем нумай пулмасть çамрăк пожарнăйсен дружинине кĕме тупа турĕç. Пурĕ утмăла яхăн яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ятарлă удостоверение тивĕçрĕç.

Мероприятин сумлă хăнисем Раççей МЧСĕн республикăри тĕп тытăмĕн начальникĕ Станислав Юрьевич Антонов генерал-майор, Георгий Андреевич Фадеев пушар хуралĕн ветеранĕ, Светлана Леонидовна Сергеева республикăри ВДПО председателĕ тата ыттисем те хастар çамрăксене саламласа ырă сунчĕç.

Çак мăнаçлă пулăма халалланă пĕчĕк уява хĕрсемпе каччăсен ашшĕ-амăшĕпе çывăх çыннисем те килсе çитнĕччĕ.

- Паян пирĕн ывăл пожарнăйсен дружинине кĕчĕ. Питĕ савăнатпăр уншăн. Ашшĕпе-амăшĕ пулнă май илемлĕ тумлă ывăла курма кăмăллă. Миша çак профессие хăех суйласа илчĕ. Эпир те хирĕç пулмарăмăр. Вăл пĕчĕкренех спортпа туслă, ăмăртусене те тăтăшах хутшăнать. Тахçанах МЧС ĕçченĕ пулма ĕмĕтленетчĕ, - пайларĕç шухăш-кăмăлне Шăмăршă районĕнчен килнĕ Александр Михайловичпа Галина Анатольевна Поповсем.

Каччăсемпе танах пикесем те йывăрлăхсенчен шикленмесĕрех çак специальноçа суйласа илеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Виктория Филимонова. Мĕн хистенĕ-ха ăна пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăмне вĕренме кĕме?

- Техникум сайтĕнчен асăннă специальность пурри пирки пĕлсен аттепе аннене каларăм. Тÿрех кунта вĕренме кĕрес шухăшпа хăпартлантăм. Аслисем те ырларĕç. Малашне МЧС ĕçченĕнче тăрăшас килет. Паянтан тĕллев ытларах çирĕпленчĕ, патриотизмпа мăнаçлăх туйăмĕсем те хавхалантараççĕ. Тантăшсене те хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме сунатăп, - терĕ вăл çирĕппĕн.

Студентсене Шупашкарти 47-мĕш шкулта кадет класĕнче вĕренекенсен «007 агентсем» ушкăнĕ те хăйнеевĕрлĕ юрă-ташăпа саламларĕ. Хусканусемпе тата сăвăсемпе вĕсем пушар хуралĕ çинчен кĕскен те уçăмлăн каласа кăтартрĕç.

Нина ЦАРЫГИНА. 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.