Архив - Мар 2016

март 25th

25 Мар, 2016

Интернатра пушар тухнă

Кил-çуртра пушар тухни — кирек камшăн та инкек, вăл пысăк сиен кÿрет-çке. Вут-çулăм çынсем талăкĕпех пурăнакан тата социаллă объектсенче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче алхасма тытăнсан вара çухатусемпе тăкаксем темиçе хут ÿсме пултараççĕ.

25 Мар, 2016

Çăлавçăсем — «Дог-приютра»

Ыркăмăллăх тата ыттисене хĕрхенме пĕлни, пулăшма тăрăшни — шăпах çак енсемпе уйрăлса тăраççĕ çăлавçăсем. Тĕрĕссипе, асăннă професси хăй çапла пулма хистет.

25 Мар, 2016

Геннадий Айхин пĕлтерĕшсĕр сăмах пулман

Геннадий Айхи /1934-2006/. Совет авангард искусствине пуçараканĕсенчен пĕри, вырăс поэзи сюрреализмне йĕркелекенĕ. Чăваш тата вырăс поэчĕ, куçаруçи. Литература институтĕнче Михаил Светлов семинарĕнче вĕреннĕ. Борис Пастернака пĕлнĕ, лешĕ канаш панипе сăввисене вырăсла çырма пуçланă /унччен чăвашла çеç çырнă/.

25 Мар, 2016

Собрание законодательства Чувашской Республики. №12, часть 1 - 2015 от 25 марта 2016 года

март 24th

24 Мар, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. "Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе!" ÿкерчĕк хуплашкана илем кÿрет. Иккĕмĕш страницăра - редактор сăмахĕ: "Кам ырра мала хурать - "Капкăнпа" тăванлашать". Журнал хăйĕн вулаканĕсемпе тачă çыхăну тытать. Кунти нумай материала вулакансен çырăвĕсемпе усă курса йĕркеленĕ.

"Пĕчĕккисен сăмси шĕвĕр" кулăш ярăмĕ пур. "Таçта та çитекен электровăлта" фельетон пысăк вырăн йышăнать. "Чунсăрлăх" рубрикăра вырăн тупнăскер çут çанталăка сăтăр тăвакансене аванах питлет.

24 Мар, 2016

Кам ырра мала хурать - "Капкăнпа" тăванлашать

Редактор сăмахĕ

Кам пĕлмест-ши «Капкăна»?
Çивĕч шăлĕ кап! кăна
Çаклатсан шартлаттарса,
Йышăнмасăр айăпа
Ан шутла çăлăнасса.
Ку инкек-и? Çул утти:
«Капкăн» çаклатсан шартти
Çын ĕнси çинчи пуçтах та
Намăс йăлине пăрахĕ.

24 Мар, 2016

Таçта та çитекен ЭЛЕКТРОВĂЛТА. Фельетон

Старик пулла тинĕсе каялла яни пирки калакан юмаха пурте пĕлеççĕ. Вырăс писателĕ Салтыков-Щедрин çав тери ăслă ыраш пăтри пирки хайлав та калăпланă.

24 Мар, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 11 /860/ №, 24.03.2016

24 Мар, 2016

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /пуш уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 14-17
Купăста 20
Сухан 25
Кишĕр 35-40
Ыхра 200-250
Хăяр 65-150
Хĕрлĕ кăшман 30
Помидор 50-150
Пылак пăрăç 120-250
Тăварланă хăяр 100-160
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 60-120
Иçĕм çырли 75-130
Апельсин 60-100
Лимон 120-180
Банан 50-60

Страницы