Çăлавçăсем — «Дог-приютра»

25 Мар, 2016

Ыркăмăллăх тата ыттисене хĕрхенме пĕлни, пулăшма тăрăшни — шăпах çак енсемпе уйрăлса тăраççĕ çăлавçăсем. Тĕрĕссипе, асăннă професси хăй çапла пулма хистет.

МЧС ĕçченĕсем инкеке лекнĕ çынсен пурнăçне çăлнипе çеç çырлахмаççĕ, пулăшу кирлĕ чĕрчунсене те пăрахмаççĕ. Канализаци шăтăкне, вентиляци шахтине ÿкнĕ е çÿллĕ йывăç тăррине хăпарнă йытă-кушакне пулăшма ыйтса хуçисем нумай чухне шăпах çăлавçăсем патне шăнкăравлаççĕ. Пархатарлă профессие суйласа илнисем ыркăмăллăх ĕçне те тăтăшах хутшăнаççĕ.

Акă Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче вăй хуракансем çак кунсенче Шупашкарти «Дог-приютра» — кил-çуртсăр юлнă чĕрчунсене пулăшакан общество организацийĕнче — пулчĕç. Тăватă ураллă туссем пире хыттăн вĕрсе кĕтсе илчĕç. Хăнасем пушă алăпа мар, кучченеçпе килнине туйсан пĕри те тепри хÿрине вылятма пуçларĕ /йытăсем савăнăçне çапла палăртаççĕ\. Типĕ апат, аш консервĕсем, кĕрпесем, медикаментсем — çаксене йăлтах чрезвычайлă ведомство ĕçченĕсем пĕрле пухнă. Сăмах май, вĕсем кунта пĕрремĕш хут мар, пĕлтĕр «25 ырă ĕç» акци вăхăтĕнче те хуçисĕр юлнă чĕрчунсене парнесемпе савăнтарнă. Кăçал вара ыркăмăллăх ĕçне малалла тăсма йышăннă: 2016 çул — МЧС тытăмĕнче Пушар хуралĕн çулталăкĕ-çке. Хальхинче çăлавçăсемпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар хуралĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçченĕсем те килнĕ. Председатель заместителĕ Галина Кулагина приюта огнетушитель парнелерĕ, “Çапах унпа усă курма ан тивтĕр”, — терĕ.

“Кашни пушар-çăлав чаçĕнчех йытă е кушак пурри никамшăн та вăрттăнлăх мар: вĕсем пире хураллаççĕ, шăшисене ĕрчеме памаççĕ. Пире чун киленĕвĕ те парнелеççĕ. Çавăнпа çăлавçăсем тăватă ураллă туссене пулăшма яланах хавас. Эпир пĕлтĕр “Дог-приюта» килсе кайнă хыççăн чылай чĕрчуна лайăх çемьесене вырнаçтарнине пĕлтерчĕç волонтерсем. Эппин, ку визит хыççăн та ырă кăмăллă çынсен аллине куçакан йытăсен шучĕ ÿстĕрччĕ”, — палăртрĕ тĕп управленин пресс-службин пуçлăхĕ, шалти служба полковникĕ Ольга Нягина.

Хуçине кĕтекен вара сахал мар: хальхи вăхăтра приютра 26 йытăпа 1 кушак хÿтлĕх тупнă. Волонтерсем вĕсене ăшă вырăнпа тивĕçтереççĕ, апат çитереççĕ. Кунти кашни чĕрчунăн хăйĕн шăпи. Шел те, нумайăшĕн питех те хурлăхлă вăл. Акă пĕр йытă çури Çĕнĕ çул парни вырăнĕнче пулнă: ачасем пĕчĕкскерпе тăраниччен вылянă та йăлăхса çитсен урама кăларса ывăтнă. Теприне 18 çул тултарнă хĕре çуралнă кун ячĕпе панă. Ăратлă мар тата укçалла туянман “хам-хама” та ытлашши япала вырăнне хунă...

“Йытă усрас кăмăллă çынсене çак утăма тăвиччен тĕплĕн шухăшласа пăхма сĕнес килет: вăл вĕсене чăнласах та кирлĕ-и? Ăна пăхма чăтăмлăх çитет-и, хваттерте е çуртра вырăн çителĕклĕ-и? Çук-тăк ку шухăша пăрахăçламалла. Йытă е кушак çури ача валли тетте мар, выляса тăрансан ăна урама кăларса ывăтма юрамасть. Хваттерте пурăннă чĕрчунсем урамра çухалса каяççĕ. Ниçта кайма пĕлменскерсене палламан çынсем те, шăв-шав та хăратаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура нумайăшĕ машина айне лексе вилет е аманать”, — чун ыратăвне палăртрĕ приют ертÿçи Ася Видовская. Суранланнăскерсене волонтерсем клиникăна илсе каяççĕ, сиплеççĕ, ача евĕр пăхаççĕ. Килсĕр юлнă кашни йытă-кушака ят параççĕ вĕсем. Чĕрчун йăл илсен ун валли çĕнĕ хуçа шырама пуçлаççĕ: хăйсем патĕнче яланлăхах хăварма майĕ çук. Приют валли патшалăх укçа уйăрмасть, вăл мĕн уçнăранпах — 2013 çултанпах — ырă кăмăллă çынсем паракан кĕмĕлпе тата япаласемпе тытăнса тăрать. “Пирĕн халĕ хамăр патри чĕрчунсене çемьесене хăвăртрах вырнаçтармалла, мĕншĕн тесен эпир халь йышăнакан лаптăка тара илекен пушатма ыйтать. Е субаренда килĕшĕвне тума сĕнет, уншăн вара уйăхне 55 пин тÿлемелле. Ун чухлĕ укçа ăçтан тупăпăр — паллă мар”, — пăшăрханăвне пытармарĕ общество организацийĕн ертÿçи.

Вăл МЧС ĕçченĕсене чĕререн тав турĕ. Çăлавçăсем çынран ăшăлăхпа тимлĕх кĕтекен тăватă ураллă туссене ачашларĕç, лăплантарчĕç, тепре килме шантарчĕç. Эсир те, хаклă вулакансем, приютра хÿтлĕх тупнисем патне çитсе килме пултаратăр: вĕсем хăнасене яланах хавас!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.