Архив - 29 Дек, 2016

29 Дек, 2016

Хаваслăскерсем

Вăрмар районĕнчи Шăплат шкулĕнче вĕренекен Никита Иванов Çĕнĕ çула халалласа хытă хутран касса тĕрлĕ япала ăсталама чылай маларах та тытăнчĕ. Хаваслă Хĕл Мучипе Юр пике, аякранах куçа илĕртекен хитрелетнĕ чăрăш, уява чăтăмсăррăн кĕтекен чĕрчунсем кирек камăн кăмăлне те кайма пултараççĕ.

29 Дек, 2016

Хĕл Мучие кĕтетĕп!

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери ача садне çÿрекен Рома Пашков та виçесĕр савăнăçлă! Ара, вăл илтнĕ тăрăх лайăх, ашшĕ-амăшне итлекен, аслисене хисеплесе тăтăш пулăшакан ачасене Хĕл Мучи парнесĕр хăвармасть-çке! Кăçал та çаплах пуласса шанса, ĕненсе пурăнать те вăл.

29 Дек, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 51 (6144) №. 29.12.2016

29 Дек, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ - Дмитрий Лаврентьев

Чылайăшĕ кĕтнĕ асамлă та савăк уяв çывхарать. Çĕнĕ çула кĕриччен эпир, кăларăм ĕçченĕсем, çулталăк пуçламăшĕнче йĕркеленĕ «Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ» фотоконкурса пĕтĕмлетрĕмĕр. Астăватăр пулĕ: чылай номерте яшсен сăнÿкерчĕкĕсене пичетлерĕмĕр. Ун хыççăн вĕсене «Контактра» соцсетьри ушкăнра вырнаçтартăмăр, эсир вĕсемшĕн «лайк» лартса сасăларăр. Çулталăк сисĕнмесĕр иртрĕ. Çак тапхăрта чылай яшăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Пĕрисем çемье çавăрнă, теприсем диплом илсе ĕçе вырнаçнă. Конкурсра çĕнтернĕ Дмитрий Лаврентьев вара салтак аттине тăхăннă. Унпа тĕплĕнрех паллашар-ха. Малалла вулас...

29 Дек, 2016

Вĕсене çÿл тÿпере те кĕтнĕ пулĕ...

Çулталăк вĕçлениччен нумай юлмарĕ. Кашниех уява чăтăмсăррăн кĕтет. Сирири пирĕн çар çыннисем те, хăрушă вăрçă пынине пăхмасăр, Çĕнĕ çула савăнăçлăн кĕтсе илме тивĕç. Вĕсем раштавăн 25-мĕшĕнче Мускавран килме тухнă самолета кĕтнĕ. Анчах вăл палăртнă вырăна çитеймен… ТУ-154 самолетра 92 çын, çав шутра экипажăн 8 членĕ, массăллă информаци хатĕрĕсен 9 ĕçченĕ, пулнă. А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем Çĕнĕ çул умĕн Сирири çар çыннисене концертпа савăнтарма тĕллевленнĕ. Çак самолета Елизавета Глинка /халăхра ăна «Лиза тухтăр» тенĕ/ та ларнă.

29 Дек, 2016

Юрла, чăваш!

Юрла, чăваш! Шăпах çак ятпа иртрĕ Анатолий Никитин композиторăн юррисене шăрантаракан çамрăк юрăçсен пĕрремĕш телекурав конкурсĕ. 3 уйăха тăсăлнă тупăшу хĕрÿ пулчĕ. Иртнĕ вырсарникун вара Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче конкурс финалне пухăнчĕç. Çамрăксем уйăхĕ-уйăхĕпе мĕнлерех хатĕрленнине куракансем хакларĕç. Концерта килейменнисем вара ăна ЮТВ телеканалпа курайĕç.

Кунашкал конкурс пуласса ЮТВ телеканал та, «Çамрăксен хаçачĕ» те хыпарланăччĕ. Тупăшăва 16-25 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем хутшăннă. Малтанах конкурсçăсем хăйсене килĕшекен юрра шăрантарнă. Йĕркелÿçĕсем вĕсен сассине тĕрĕсленĕ, çамрăксем хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине хакланă. Ун хыççăн кашнин валли юрă суйланă, вĕсене «Янташ» студире çыртарнă.

Куракансем финалта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ çамрăксен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Вĕсен илемлĕ сассипе килениччен жюри членĕсем сăмах илчĕç. Çамрăк юрăçсене музыка ăстисем, поэтсем, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев хакларĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. «Чи çамрăк юрăç» номинацире темиçе çынна чысларĕç. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

29 Дек, 2016

«Хĕл Мучи пăлан кÿлнине хам куçпа куртăм»

Ачалăхри Çĕнĕ çул... Ÿссе çитсен те уяв çывхарнă май асаилÿре унта таврăнатпăр, мĕншĕн тесен вăл ĕмĕрлĕхех чуна кĕрсе вырнаçать. Тĕлĕнтермĕше ĕненнĕ, ырра шаннă чи лайăх, чи асамлă вăхăт вăл. Республикăри паллă çынсем ачалăхри Çĕнĕ çула епле аса илеççĕ-ха?

«Шур сухал чăн-чăн маррине ăнлантăм»

Алена АЛЕКСЕЕВА, "Чăваш Ен" ПТРКн çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕн ертÿçи:

Страницы