Архив - 22 Дек, 2016

22 Дек, 2016

Усал чире пÿлме

«Присурский» заповедникра Африка мурне тупса палăртнă хыççăн усал чир-чĕр çулне пÿлме тискер чĕрчунсене асăрхасах тăраççĕ. Çÿп-çап, апат-çимĕç каяшĕ упранакан вырăнсене те куçран вĕçертмеççĕ. Çакă вилнĕ чĕрчунсене çийĕнчех палăртма, тĕрĕслеме май парать.

Заповедникра чирлесе вилнĕ хир сыснисене çунтарнă. Кĕлне çĕре 3 метр тарăнăша чавса чикнĕ. Хăрушлăх енĕпе пĕрремĕш зонăна Улатăр районĕнчи Березовая Поляна поселока, Сурский Майдан салана, Пăрачкав тăрăхĕнчи Любимовка, Сыреси ялсене кĕртнĕ.

22 Дек, 2016

Йĕлме йĕлтĕр уншăн тус

Канаш районĕнчи Маякра пурăнакан Виталий Косарев çамрăк чух пуç хĕрлĕ утса ял çыннисене сахал мар тĕлĕнтернĕ. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен çапла вĕрентнĕ. Хăйĕн пултарулăхне юланут çинче те кăтартнă. "Халĕ те пуç хĕрлĕ тăма пултаратăп, анчах утаймастăп", — тет 84 çулти арçын.

22 Дек, 2016

Пыл хурчĕ пек хастар чăваш

«Ялта ĕç çук теекене ăнланмастăп эпĕ, - калаçăвне пуçларĕ Валерий Ермолаев хурт-хăмăр ăсти. - Ĕçлес шухăшлă çыншăн вăл çителĕклех. Тĕрĕссипе, çывăрма та вăхăт çук».

Вăл çак ĕçре 24 çул тăрăшать. Ял-йышпа, шкул ачисемпе тĕл пулса хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Ытти çын та вĕлле хурчĕ ĕрчетсе тупăш илтĕр тесе тăрăшать. Мĕн тĕллевпе-ха? Çамрăксем çуралнă тăрăхра юлччăр, тăван çĕре юратчăр тесе.

22 Дек, 2016

Чăх-чĕп те алла пăхать

Çирĕме яхăн ăратлă чăх-чĕпе музейри пек пăхса ытараймастăн. Канаш районĕнчи Ухманри Даниловсен хушма хуçалăхĕнче вĕсем çак вăхăтра уйрăм читлĕхсенче тăраççĕ, тĕрлĕ сас параççĕ. "Дзержинский гигант" йышши хальччен курманран мана та тĕлĕнтерчĕ. Чăхĕ те, автанĕ те темĕн çÿллĕш.

22 Дек, 2016

«Тантăш» № 50 (4516), 22.12.2016

22 Дек, 2016

Упа та, тилĕ те килĕ кунта...

Вăрмар районĕнчи Арапуç шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекенсем паян та ытти кунсенчи пекех хаваслă! Ара, умра Çĕнĕ çул-çке! Çак уява асра юлмалла ирттерес тĕллевпе хаваслă ушкăн класри чăрăша илемлетрĕ, кантăксем те вĕсем тăрăшнăранах тĕрлĕ тĕслĕ «юр пĕрчипе» хупланчĕç.

22 Дек, 2016

Çĕнĕ çул умĕн — çĕнĕ юмах

Çĕнĕ çул тĕлне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ ачасем валли çĕнĕ спектакль хатĕрлерĕ. Паян çырнă хайлав тăрăх лартнăскер мар, апла пулин те кирек хăш ÿсĕмри куракан та ăна килĕштерĕ. Вăл — Ганс Христиан Андерсенăн «Снежная королева» юмахĕ.

22 Дек, 2016

Килсе курăр пирĕн пата

155 çул тултарнă шкул хăйĕн истори страницине кунсерен уçса хупать. Çак тапхăрта пилĕк пин ытла вĕренекене пурнăç çулĕ çине илсе тухнăскер ачасен кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕн те юратнă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Вăл яла илем кÿрет, ачасен пĕтĕмĕшле пĕлĕвне тĕрĕслет, тĕрлĕ сăнав ирттерме майсем туса парать.

22 Дек, 2016

«РАБОЧИ ПРОФЕССИЙĔ ЯЛАН ХИСЕПРЕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе «Тантăш» хаçат редакцийĕ ирттернĕ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре» республика конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăмăрту ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче /«Тантăш», 16 ;/ пуçланчĕ. Кĕçĕн, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем виçĕ номинацире тупăшрĕç: «Çамрăк çеç агроном тухрĕ аслă хире» номинаци текстпа ĕçлекенсем валли пулчĕ, «Савăнсах паян ĕçлерĕм» - çамрăк фотографсемпе фотожурналистсен каçалăкĕ, презентаци калăплакансем «Ылтăн алăллă пичче хитрелетрĕ униче» ят сĕннĕ.

Страницы