Кадет пулма тупа туни — çулталăк!

22 Раштав, 2016

Шупашкарти 47-мĕш шкулта кадет класĕсем пур. Унта лекнĕ ачасем питĕ хавхаланаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те савăнать. Эпĕ ертсе пыракан 6 «К» кадет класĕ тупа тунăранпа çулталăк çитнине паллă турĕ. Класс уявне ирттересси пирĕн шкулта йăлана кĕнĕ. Вăл икĕ пайран тăрать. Малтанхи кун çамрăк кадетсем уяв сĕтелĕ хатĕрлесе класра чей-сăйлав йĕркелеççĕ. Тепĕр кун вара ашшĕ-амăшне уяв маршĕпе утса савăнтараççĕ, физкультура учителĕпе пĕрле кĕрешÿ мелĕсене кăтартаççĕ, хаваслă концерт лартаççĕ. Пирĕн класс вĕренекенĕсем тантăшĕсене «Эпир кадет пулни — çулталăк» уява мĕнле паллă тунине каласа парас терĕç.

Антонина ПЕТРОВА,

Шупашкарти 47-мĕш шкул вĕрентекенĕ.

 

Данил Ефремов, класс командирĕ:

— Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче эпир кадет чыс-тупине йышăнни çулталăк çитрĕ. Çак паллă куна тивĕçлипе кĕтсе илме эпĕ класра ятарлă хушу кăлартăм: малашне шкула хавас кăмăлпа тата ялтăр кулăпа çеç килмелле, пуринпе те ырă та хапăл пулмалла, вĕçсе çÿремелле. Кадет уявне тивĕçлĕн ирттерме эпир мĕн тумалли-хатĕрлемеллине палăртрăмăр, Антонина Геннадьевна класс ертÿçин хушăвĕсене вăхăтра та туллин пурнăçларăмăр. Пирĕн пата хăнасем те — республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ Геронтий Никифоров тата «Самант» журнал редакторĕ Владимир Степанов килчĕç. Ăшă тĕлпулу-калаçу хыççăн эпир тĕрлĕ ăмăрту ирттертĕмĕр, тутлă çимĕçпе хăналантăмăр. Класс уявĕ тепĕр кунне те тăсăлчĕ. Шкула юратнă атте-анне килчĕ, эпир вĕсене концерт лартса патăмăр.

Андрей ПРОКОПЬЕВ, класс старости:

— Çак уява класĕпех куç пек кĕтрĕмĕр. Тĕрлĕ тутлă çимĕç хатĕрлерĕмĕр, чей ĕçнĕ вăхăтра конкурссем ирттерме шут тытрăмăр. Пирĕн чыслă куна паллă тума хăнасем те çитрĕç. Хăйсем Хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнче пулни çинчен каласа пачĕç пире. Кăсăкланса та тимлĕн итлерĕмĕр вĕсен асаилĕвĕсене. Мĕншĕн тесен кадетсене çарпа флот теми питĕ кăсăклантарать. Класри ачасем те вăхăт çитсен сывлăш десанчĕн çарĕн- че пуласшăн. Хаваслă та усăллă пулчĕ класс уявĕ.

Мария КУЗЮКОВА:

— Класс уявĕ ĕмĕтленнĕ пекех хаваслăн та ăшшăн иртрĕ. Малтан хамăр класа илемлетрĕмĕр, пурте чăн-чăн дизайнерсем пекех тăрăшрĕç. Класс çуталса-эрешленсе кайрĕ. Уява килнĕ хăнасем эпир кадет пулса тăни çулталăк çитнĕ ятпа чĕререн саламларĕç. Вĕсен ăшă сăмахĕсене, ырă суннине итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Чи шавли, кăсăкли, хавасли вара — конкурссем! Вĕсене класс ертÿçи Антонина Геннадьевна тата «Самант» журнал редакторĕ Владимир Степанов ирттерчĕç. Хĕрÿ тупăшура туслăх çĕнтерчĕ. Класс уявĕсем пурне те килĕшеççĕ, вĕсен чи ырă енĕ — ачасен туслăхне çирĕплетни. Эпир — кадетсем! Ур-ра!!!

Эдуард ГАВРИЛОВ:

— Кадетсем тупа тунине кашни çулах паллă тăватпăр тесе пĕлтĕрех асăрхаттарнăччĕ пире. Çавăнтанпах кĕтме тытăннă эпир çак уява. Аранах кĕтсе илтĕмĕр! Çак кун шкула парад формипе, тулли кăмăлпа килтĕмĕр. Кадет класĕн командирĕ Данил Ефремов йăл кулăсене киле манса хăварманнине те тĕрĕслерĕ. Эпир пурте çиçсе кăна тăратпăр!

«Эпир кадет пулни — çулталăк» уява тивĕçлĕн ирттерме темиçе кун хатĕрлентĕмĕр. Класа илемлетрĕмĕр, интереслĕ те хаваслă конкурссем ирттерме палăртрăмăр.

Пирĕн уява хăнасем те килчĕç. Класа мĕнлерех эрешленине, чей сĕтелĕсене еплерех тирпейленине çарти пекех тĕрĕслерĕç. Тăрăшулăхпа кăмăллăн юлчĕç, ĕçе мухтарĕç. Пире чĕререн саламларĕç. Вĕсем яш чухне Конституци тивĕçне пурнăçланă: хисеплĕ вĕрентекен Геронтий Никифоров ракетăллă çарсенче, Владимир Степанов Лăпкă океан флотĕнче хĕсметленнĕ. Калаçу хыççăн, тутлă çимĕçпе сăйланнă, чей ĕçнĕ вăхăтра интереслĕ ăмăртусем, викторинăсем ирттертĕмĕр. Кашни тĕрĕс хуравшăн парне — канфет.

Питĕ савăнатпăр та мухтанатпăр кадет пулнишĕн. Хамăр класа, шкула питĕ юрататпăр. Класс ертÿçи Антонина Геннадьевна вара пирĕн иккĕмĕш анне!

Аркадий ТОРОЩИН:

— Кадет пулса тăни — çулталăк. Стройпа хавхалануллăн шатлаттарса пырасси халĕ хăнăхнă ĕç. Пĕлтĕр вара мĕнле хумханаттăмăр. Халĕ кадет тесенех йăрăс тÿрленсе тăратпăр та кăкăра каçăртса, пуçа çĕклесе утатпăр! Тупа туни çулталăк тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илме шут тытрăмăр эпир. Уяв сĕтелĕ хатĕрлессине, класа илемлетессине, ăмăртусем йĕркелессине пĕр-пĕрин хушшинче пайласа тухрăмăр.

Çак кун хăнасем те килчĕç. Вĕсене кадет уставĕпе килĕшÿллĕн хыттăн та уçăмлăн саламларăмăр. Геронтий Лукияновичпа Владимир Васильевич пĕлтĕр те, эпир тупа тунă чух, шкула килнĕччĕ. Çулталăк хушшинче эпир самаях пысăкланнине палăртрĕç вĕсем, пире саламларĕç, пирĕн тăрăшулăха мухтарĕç. Вĕсен сăмахĕсене илтсен эпир чĕререн савăнтăмăр.

Хăнасем хăйсем ăçта хĕсметленнине каласа пачĕç. Кайран пурте чейпе, юр-варпа сăйлантăмăр. Çак хушăра конкурссем те иртрĕç. Кашни сĕтел — уйрăм команда. Пире чи килĕшни Чăваш Республикин географийĕпе çыхăннă экспресс-викторина пулчĕ. Тĕлĕнмелле те, юри тенĕ пекех, пĕр ушкăнĕ те мала тухаймарĕ: хуравсен пĕтĕмлетĕвĕ пĕр пек. Туслăх çĕнтерчĕ!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.