«РАБОЧИ ПРОФЕССИЙĔ ЯЛАН ХИСЕПРЕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

22 Дек, 2016

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе «Тантăш» хаçат редакцийĕ ирттернĕ «Рабочи профессийĕ ялан хисепре» республика конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăмăрту ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче /«Тантăш», 16 ;/ пуçланчĕ. Кĕçĕн, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем виçĕ номинацире тупăшрĕç: «Çамрăк çеç агроном тухрĕ аслă хире» номинаци текстпа ĕçлекенсем валли пулчĕ, «Савăнсах паян ĕçлерĕм» - çамрăк фотографсемпе фотожурналистсен каçалăкĕ, презентаци калăплакансем «Ылтăн алăллă пичче хитрелетрĕ униче» ят сĕннĕ. Конкурс тĕллевĕ: çамрăк ăрăва ĕçе хăнăхтарасси, рабочи, ял хуçалăх профессийĕсемпе паллаштарасси.

Комисси эссе номинацире 34 ĕç, фотографи номинацире - 96, презентаци номинацире 21 ĕç пăхса тухнă. Конкурса Чăваш Ен Рес-публикинчи 2 хула тата 14 район хутшăннă. Республикăри çичĕ районти шкулсем конкурспа кăсăкланманни те пăшăрхантарать.

"Рабочи профессийĕ ялан хисепре" конкурс республикăра иккĕмĕш хут иртрĕ. Халĕ унăн çĕнтерÿçисемпе тата пултарулăх ертÿçисемпе паллаштаратпăр.

"Çамрăк çеç агроном тухрĕ аслă хире". Публицис-тикăри эссе, заметка, репортаж, тĕрленчĕк, очерк жанрĕсемпе çырнă хайлавсем.

Кĕçĕн классем. Пĕрремĕш вырăна "Йĕтем çинче", "Анне, мана ирех вăрат" тĕрленчĕксемшĕн Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекен Вадим Разумов /4-мĕш класс, ертÿçи - С.В.Разумова/ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Каролина Алексеева /Шупашкар, 59-мĕш шкул, 3-мĕш класс, ертÿçи - С.В.Абрамова, Шупашкарти 29-мĕш шкул учителĕ/, 3-мĕш вырăнта Даша Кириллова /Шупашкар, 56-мĕш шкул, 6-мĕш класс, ертÿçи - Г.Н.Николаева, чăваш чĕлхи учителĕ/ тата Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕ, 5-мĕш класс, ертÿçи - Е.Н.Курицына пуçламăш классен учителĕ.

Аслă классем. Пĕрремĕш вырăна "Ÿркенмен Ефимовсем" очеркпа Дина Павлова çĕнсе илнĕ /ертÿçи - Л.А.Андреева чăваш чĕлхи учителĕ, Элĕк районĕ, Мăн Ямаш шкулĕ, 11-мĕш класс/. Иккĕмĕш вырăна Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕнче 11-мĕш класра вĕреннĕ Антонина Тяпушова "Асаттеçĕм, асатте" очеркпа тухнă /ертÿçи - З.И.Свеклова чăваш чĕлхи учителĕ, Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕ/, 3-мĕш вырăнта Андрей Андреев "Кашни плитка хумассерен юмах çуралать" тĕрленчĕкпе /Шупашкар, 59-мĕш шкул, 11-мĕш класс, ертÿçи - И.В.Пигачева чăваш чĕлхи учителĕ/.

"Савăнсах паян ĕçлерĕм". Сăнÿкерчĕксен ярăмĕсем, фоторепортажсем, производство портречĕсем.

Кĕçĕн классем. Пĕрремĕш вырăна "Шоккăнри ĕçчен фермер" сăнÿкерчĕкшĕн Шупашкарти 59-мĕш шкулти Каролина Алексеева тивĕçнĕ /ертÿçи - Г.В. Абрамова чăваш чĕлхи учителĕ/, иккĕмĕш вырăнта - 5-мĕш класри Эвелина Чернова "Ĕç çынна илем кÿрет", "Çĕрулми уйĕнче" ĕçсемпе /ертÿçи - Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнчи Н.А.Чернова музыка учителĕ/, виççĕмĕш вырăнта Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи виçĕмĕш класра вĕренекен Юрий Курицын "12 сысна çури..." ĕçпе /ертÿçи - Е.Н.Курицына пуçламăш классен учителĕ/.

Аслă классем. Пĕрремĕш вырăнта - Красноармейски районĕн-чи Упи шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Лилиана Николаева /ертÿçи - И.П.Матвеев технологи учителĕ/, иккĕмĕш вырăнта 11-мĕш класс вĕренекенĕ Андрей Андреев /ертÿçи - И.А. Антонова чăваш чĕлхи учителĕ, Шупашкарти 59-мĕш шкул/, виççĕмĕш вырăнта Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Михаил Алексеев /ертÿçи - В.В.Пашков физкультура учителĕ/.

Студентсен ĕçĕсем. Пĕрремĕш вырăн - Анастасия Григорьева "Платниксем эпир, платниксем", Александра Иванова "Пахчана тухсан аппа". Иккĕмĕш вырăн - Юлиана Кузьмина "Сăрă королеви", Елена Иванова "Пуçна ан ус эс, шофер!" Виççĕмĕш вырăн - Екатерина Михайлова "Кĕпер тăвакансем", Ксения Михайлова "Хула илемĕн мерченĕсем".

"Ылтăн алăллă пичче хитрелетрĕ униче". Автор презентацийĕсем.

Кĕçĕн классем. Пĕрремĕш вырăна "Вăрман çынни" ĕçпе Нелли Ахметзянова /Йĕпреç районĕ, Буинск шкулĕ, 6-мĕш класс, ертÿçи Л.А.Николаева химипе биологи учителĕ/тухнă. Иккĕмĕш вырăнта — Анна Огневан "Пĕр садра, пĕр пахчара" презентацийĕ /Шупашкар, 60-мĕш шкул, 6-мĕш класс, ертÿçи — Л.А.Федотова чăваш чĕлхи учителĕ/, виççĕмĕш вырăнта Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăри 4-мĕш класри Дарина Сергееван "Çынна ĕç телей кÿрет" ĕçĕ /ертÿçи — Г.П.Петрова чăваш чĕлхи учителĕ/.

Аслă классем, студентсем. Пĕрремĕш вырăнта Мария Кириллован /МЦК - ЧЭМК/, "Республика тăрăх фотоаппаратпа" ĕçĕ иккĕмĕш вырăнта Анастасия Иванован "Инçет çула парăнтарса" презентацийĕ /ертÿçи - Н.Л.Иванова, Муркаш районĕнчи Ильинка шкул директорĕ/, виççĕмĕш вырăнта Любовь Алексееван /Шупашкарти кооператив техникумĕ/ "Рассвет" шурăмпуçĕпе вăранать" ĕçĕ.

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе "Хыпар" Издательство çурчĕн "Тантăш" хаçат редакцийĕн тĕп парнине Шупашкарти 59-мĕш шкулăн 3-мĕш класĕнче вĕренекен Каролина Алексеева икĕ номинацире çĕнтернĕшĕн илĕ. Саламлатпăр!

Анатолий АБРАМОВ,

конкурс координаторĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.