Архив - 5 Окт, 2016
Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне республикăра хирти ĕçсем еплерех пынине кăтартни
Районсем
|
çĕрулми кăларнă
|
Юхать, юхать... контрафакт
Хулара çынсемпе курнăçнă май вĕсем халăхра «разливайка» ят панă хупахпа кăмăлсăрланса калаçу пуçарнине кура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна хăй куçĕпе курса ĕненес шутпа «мана та сутаççĕ-ши?» тесе ыйтнă та — лешсем «çук, унта эрех илмешкĕн сирĕн тумтире улăштармалла» тенĕ-мĕн. Пĕр канашлура çак калаçăва аса илнĕ май Михаил Игнатьев республикăра ĕçкĕ чăннипех анлă сарăлнине палăртрĕ.
Чутейсем çул кĕтеççĕ...
Ячĕ – асрах, сăнарĕ – куç умĕнчех
Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне уявланă май юратнă педагогсене аса илетпĕр, май килсен ăшшăн саламлама тăрăшатпăр. Сăмах май, вулаканăм, эсĕ те паян хăв сума сăвакан вĕрентекене саламлама ан ман. Эпир вара хамăрăн тĕпеле республикăри вĕренÿ тытăмĕнче палăрнă çынсене йыхравларăмăр. Вĕсем пурте — ăста вĕрентекен е тата пултаруллă ертÿçĕ. Вĕсен паянхи маттурлăхĕнче хăйсен хастар наставникĕсен витĕмĕ те пур. Камсен сăнарне пурнăç тăршшĕпе чĕрере упраççĕ-ха пирĕн респондентсем?