Кĕрхи стартсем ăнăçлă иртеççĕ

5 Окт, 2016

Çак кунсенче Оренбургра çăмăл атлетика кросĕ енĕпе çĕршыв чемпионачĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре малти виçĕ вырăна Пушкăртстан, Чăваш Ен тата Мускав хулин пĕрлештернĕ командисем йышăннă.

Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче кроссменсем тĕрлĕ дистанцире вăй виçнĕ. 23 çултан кĕçĕнрех спортсменсен йышĕ /5000 метр/ Етĕрне районĕнчи Олег Ильин кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унран çамрăкрах спорт­сменсен ушкăнĕсенче Анна Ильинапа Александр Новиков тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Татьяна Ефимова виççĕмĕш кăтартупа палăрнă.

Чемпионатăн иккĕмĕш кунĕнче командăсем 4х1000 метрлă эстафетăра тупăшнă. Вера Васильева, Сергей Петров, Татьяна Ефимова тата Александр Данилов квартечĕ вăтăр ытла регион командине хыçа хăварса пĕрремĕш тухнă.

Çак кунсенчех Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Олимп вăййисен бронза призерĕн, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн Владимир Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утакансен 15-мĕш ăмăртăвĕ иртнĕ. Яшсен ушкăнĕнче Йĕпреç районĕн каччи, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Александр Ижендеев 3000 метрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе чи хаклă парнене çĕнсе илнĕ. Хĕрсен ушкăнĕнче Тăвай районĕнчи Надежда Мокеева çĕнтернĕ. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине çавăн пекех Алексей Васильев /И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/, Нелли Львова, Александра Александрова, Евгений Федоров /Элĕк районĕ/, Надежда Таланова /Олимп резервĕсен училищи/, Дмитрий Тимофеев /Канаш районĕ/ тата ытти атлет хăпарма тивĕç пулнă.

Петр СИДОРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.