Комментировать

5 Окт, 2016

Чутейсем çул кĕтеççĕ...

Пылчăклă урампа типĕрех е çеремлĕрех вырăн шыраса асăрханса утакан кинемей пире курсан кăмăлсăрланса сăмах хушрĕ: "Кăçалах лайăх çул туса паратпăр тесе каланăччĕ — тÿрре тухмарĕ ахăр. Ав, çав-çавах пылчăк çăратпăр..." Тăвай районĕнчи 300-е яхăн киллĕ Чутей ялĕнче асфальт çул пур-ха. Анчах Чапаев урамĕнче хытă сийлĕ çул пирки ĕмĕтленнĕ кăна, йĕпе-сапара, çуркунне-кĕркунне, паллах, кунта пурăнакансемшĕн чăннипех нуша — кĕркелесе тухма йывăр. Çавăнпа та çак урамра çул пуласси палăрсан ял çыннисем чăннипех хавхаланнă. Анчах иртерех савăннă пулас...

Авăн уйăхĕнче пулмаллаччĕ...

Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов каланă тăрăх — çул тумалли аукциона маларах та ирттернĕ, хака чакарса унта "Чăвашавтодор" çĕнтернĕ. Анчах çак организаци шăпи паллă — панкрута тухрĕ, çавна май вăл контракта пурнăçлассине пăрахăçланă. Иртнĕ çул вĕçĕнче электрон мелĕпе каллех аукцион ирттернĕ. Унта пĕртен-пĕр организаци хутшăннă — "Энергосервис" ООО. Подряд организацийĕпе хайхи Чапаев урамĕнче хытă сийлĕ /асфальт мар, битумпа вак чул хутăшĕнчен/ 849,5 метр тăршшĕ çул тумашкăн 8 миллион ытла тенкĕлĕх контракт тунă. Укçан пысăк пайĕ, 7,6 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен, 400 пин тенкĕ — вырăнти бюджетран. Çак çул валли укçа уйăрассине ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 398-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн ĕçсене объект строительстви валли ирĕк панă /утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче панă/ хыççăн икĕ уйăхра вĕçлессине çирĕплетнĕ. Урăхла каласан авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне çула туса пĕтермелле пулнă ĕнтĕ. Анчах Чапаев урамĕнче çулăн палли те çук.

— Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ подряд организацийĕн представителĕсем килсе курăнманни пирки каларĕ — мĕн тумалла? — ĕç-пуçа уçăмлатать Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. — "Энергосервис" ООО директорĕ — Геннадий Волков, Комсомольски райадминистрацийĕн пуçлăхĕ пулнăскер. Ăна лайăх пĕлетĕп — телефонне тупрăмăр, шăнкăравласа калаçрăмăр. Темиçе хут калаçнă хыççăн тинех килчĕ, вырăнта пулчĕ. "Энергосервис" пирĕн район территорийĕнче халиччен ĕçлемен. Халь аукционра çĕнтернĕ те ĕнтĕ... Геннадий Федорович объектпа çыхăннă ĕçсен пĕр пайĕ тĕлĕшпе çитес çул валли хушма килĕшÿ тума сĕнчĕ. Хирĕçлерĕм: контракта эпир туман вĕт — аукцион ирттернĕ...

Чутейри çул пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун ирттернĕ планеркăра çивĕч калаçу пулчĕ. Ĕçсене пĕтĕмпе те 172 пин тенкĕлĕх çеç пурнăçланă-мĕн, анчах ĕç калăпăшне кăтартакан актра çак виçене чылай пысăкрах кăтартнă иккен. Акă мĕншĕн эпир те вырăна çитсех курас терĕмĕр.

Пире вырăнта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кĕтсе илчĕ:

— Контракта тунă хыççăнах генподрядчик ака уйăхĕн вĕçĕнче ĕçе пуçăнма шантарнăччĕ, — тет Григорий Петрович. — Çакă тÿрре тухнă тăк, паллах, хальччен çул пулатчĕ. Эпир "Энергосервиса" строительство валли ирĕк илмелли пирки пĕрре кăна мар пĕлтернĕ, ĕçсене вăхăтра пурнăçламашкăн ыйтнă. Анчах ООО представителĕсем пирĕнтен çав ирĕке ыйтман. Çавна май кăçалхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче администраци строительство ĕçĕсене пурнăçламалли ирĕке вĕсене саккаслă çырупа ярса пачĕ.

"Энергосервис", ау-у!

Ун хыççăн та çул тума тытăнман. Чăн та, вуçех те ĕçлемен теме çук. "Энергосервис" ООО субподряд организацине, Кÿкеçри "Водстрой" ПМК" АУОна, ĕçе явăçтарнă. Унăн ĕçченĕсем урам пуçламăшĕнче тата çырмара кĕпер пулнă вырăнта тимĕр-бетон пăрăхсем хывса шыв юххисем тунă. Анчах кунта та проектран пăрăннă: диаметрĕ 1,5 метрлă пăрăх вырăнне 1,4 метрлине хунă. Апла пулин те вырăнти влаçăн субподряд организацийĕ тĕлĕшпе ÿпкев çук — çанталăк çумăрлă пулнине пăхмасăр çине тăрса ĕçленĕ, шыв юххисене çывăх кунсенче туса пĕтерме шантараççĕ. Эпир пынă чух та хĕрсех ĕçлетчĕç. Пăрăхсем хунипе кăна çырлахман, çырмари шыв юххи çине тăм та турттарнă, татах турттараççĕ. Унсăрăн кайран кунтан çынсем, транспорт хатĕрĕсем мĕнле иртсе çÿреччĕр? Тăпра турттарасси хăйсен ĕçĕ мар пулин те — алă сулман.

"Водстрой" мастерĕ Владимир Малков 1,5 метрлă пăрăх вырăнне пĕчĕкреххине хуни йывăрлăх кăларса тăратмасса шантарчĕ. Анатолий Михайлов бригадир та унпа пĕр шухăшлă: "Ун тăрăх шыв юхса тухассин саппасĕ 30% чухлех — нимĕнле чăрмав та пулмĕ. Пĕчĕкрех пăрăхпа усă курни вара 1,5 метрлă пăрăхсене Чăваш Енре туса кăларманнипе çыхăннă". Республика тулашĕнчи организаципе калаçнă — вăл хайхи пысăк пăрăха икĕ уйăхран тин хатĕрлесе параять-мĕн. Çавăнпа кĕтес темен — 1,4 метрлине хума йышăннă. Кун пирки проектировщикпе килĕшсе татăлнă-мĕн, проекта тивĕçлĕ тÿрлетÿ кĕртĕç.

«Водстрой» шыв юххисемпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлĕ те — кунтан кайĕ. Çул тăвасси — унăн ĕçĕ мар. Шел те, Григорий Куклов халь тин кăçал çул пуласса шанмасть ĕнтĕ. Çул тумашкăн газопровод, водопровод пăрăхĕсене куçармалла — пысăк ĕç. Проектра пăхнă пулсан куçаратчĕç-ха ĕнтĕ, анчах халь тин — пуйăс кайман-ши? Газ пăрăхне куçармашкăн яла газ парса тăрассине чарма тивĕ — пĕр кунлăха кăна та мар. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăрта газ чарассине кам хăй çине илĕ? Çапла вара ку ĕçе çитес вăхăтра та, хĕл варринче те пурнăçлаймăн — тепĕр çула юлатех-тĕр.

Ĕçсене 172 пин тенкĕлĕх кăна пурнăçланă тенипе вара «Водстрой» строителĕсем ниепле те килĕшмеççĕ. Владимир Малков татăклăн калать: «Кунта эпир хунă тимĕр-бетон кăна — 600 пин ытла тенкĕлĕх. Тата пурнăçланă ĕçсен хакне хушăр. Тăм турттарнă — 400 кубометртан кая мар. Ăна икĕ километртан кÿретпĕр — пĕр 60 пин тенкĕлĕх. Эпир хамăр ĕçе пурнăçлатпăр, ыттине вара генподрядчикрен ыйтмалла».

Генподрядчик представителĕ объекта килет тенĕччĕ — кĕтсе илеймерĕмĕр. Çул тăвассипе çыхăннă ĕçсем мĕншĕн тăсăлса кайнине сÿтсе явнă май «Водстрой» представителĕсем, паллах, ăна-кăна тавçăрма çеç пултарчĕç. Тен, ку саккасçă укçа куçарманнипе çыхăннă пуль. Тепĕр енчен, пĕр-пĕр организаци хака чакарса ярса подряд илет те — укçа çитменнипе кайран ĕçсем чарăнса лараççĕ. Владимир Малков «Водстройпа» çыхăннă тĕслĕхе те аса илчĕ: «Эпир пĕр ялта водопровод тума пуçланăччĕ. Тем пулчĕ — тепĕр аукцион ирттерчĕç. Унта пачах урăх организаци çĕнтерчĕ — хака 30% чухлех чакарнă та... Çапла вара пирĕн унтан пăрахса кайма тиврĕ. Кайран пăхатпăр та — ĕçсене йĕркеллĕ пурнăçлаймарĕ. Водопроводăн эпир тунă юппи çеç ĕçлет...» Анатолий Михайлов бригадир та тĕлĕнет: «30% таран мĕнле чакарма пулать?! Хакра «саппас» текеннине пĕтĕмпе те 7-10% çеç хывса хăвараççĕ вĕт. Подряда мĕнле те пулин ярса илес тесе хака пĕчĕклетеççĕ те — кайран объекта хута яма укçа çитмест». Тепĕр саманта та пытармарĕç: патшалăх контракчĕсене пурнăçламалли укçана ытларах чухне объекта хута ярсан кăна тÿлеççĕ, унччен вара ĕçсене организацин хăйĕн шучĕпе пурнăçлама тивет. Уйрăм çынсен саккасĕсене пурнăçланă чухнех апла мар-мĕн: материалсем туянма, çынсене ĕçшĕн тÿлеме кирлĕ укçана çийĕнчех парса пыраççĕ.

Кăткăс контракт

Анчах контракт хакне пĕчĕклетсе яни Чутейри çула пырса тивмест. Каларăм-çке, аукциона пĕртен-пĕр организаци хутшăннă — контракта малтан палăртнă хакпах алă пуснă. Эппин, сăлтавĕ урăххи-тĕр.

Ĕç-пуçа уçăмлатас тĕллевпе эпир «Энергосервис» ООО директорĕпе Геннадий Волковпа телефонпа çыхăнтăмăр: çул хăçан пулать?

— Эсир пĕлетĕр-и, координатсене эпĕ авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăна илтĕм. Çийĕнчен газопровода куçарас ыйтăва татса памалла. Вăт, çавăн хыççăн уçăмлăн калама пулать. Координатсем мĕнне пĕлетĕр-и? Çул ăçтарах выртасси пирки сăмах. Паллах, мана телефонпа ăнлантарма йывăр, объекта хута ярăпăр. Хăçан хута ярасси — йывăр ыйту. Объекчĕ кăткăсскер. Газ трассине куçарасси пирки тивĕçлĕ тытăмсемпе килĕшмелле — ку ансат мар. Çав вăхăтрах эсир асăннă объект 2017 çула куçаканни пулнине пĕлетĕр-и? Контракта пăхăр — унта пĕтĕмпех паллă. 2016 çулта пĕтĕмпе 5 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Ыттине 2017 çулта уйăрассине çирĕплетнĕ.

Хăй ертсе пыракан организаципе çыхăннă ыйтăва республика Пуçлăхĕн шайĕнче сÿтсе явнине Геннадий Федорович пĕлет — хăйĕн ячĕпе ÿпкев пулнипе килĕшесшĕн мар. Çапах вăл объект çитес çула куçаканни тени тÿрре тухмалли сăлтав кăна мар-ши? Çула авăн уйăхĕнчех вĕçлемелле пулнă, вăл вара çук — акă тĕп кăтарту. Чăнах та, контракта уçса пăхрăмăр. Унта укçан пĕр пайне çитес çул куçарассине палăртнă, анчах ку ĕçсене чăрмантармалла пулман. Çапла, строительство организацийĕн бюджет хăйĕнпе татăличчен строительствăна хăйĕн шучĕпе пурнăçламалла. Условийĕ çăмăл мар, анчах «Энергосервиса» контракт тума никам та ирĕксĕрлемен вĕт. Аукциона хутшăннă, çĕнтернĕ, эппин, çав условисемпе килĕшнĕ. Апла тăк — контракта вăхăтра пурнăçламалла пулнă.

Чутей ял тăрăхĕн влаçĕсем вара строительство организацийĕпе судлашма хатĕрленеççĕ ĕнтĕ. Ĕç-пуç мĕнпе вĕçленĕ — курăпăр. Тăвай районĕнче кăçал çулсем тăвассипе, реконструкцилессипе çыхăннă 9 объекта хута ямалла пулнă. 8-шне ăнăçлă пурнăçланă. Пĕри пурнăçланман. Чухларăр пуль, Чутейри.

Тăвайран Чутее каякан асфальт çул — вăрçă хыççăнхи пек. Унта та кунта та шăтăк-путăк. Кÿкеçрен кунта «Волгăпа» ĕçе çÿрекен Владимир Малков тарăхса калать: «Пĕр уйăхра икĕ кустăрма дискне ватрăм ĕнтĕ. «Чăвашупрдор» республика пĕлтерĕшлĕ çак çул çине алă сулнă пулас...» Çав çулпах тата малалла кайсан — Тутарстан чикки. Унтан малалла тÿрех тип-тикĕс çул каять-мĕн. Танлаштарăвĕ, шел те, Чăваш Ен ят-сумне çĕклекенни мар. Чутейри халăх кĕтсе илеймен çулпа çыхăннă пăтăрмахлă ĕç-пуç йышши тĕслĕхсем çак ят-сума татах та пусарасси те часах. Нумаях пулмасть кăна Чăваш Енри çулсем паха, Тутарстанринчен те, Мари Элтинчен те лайăхрах теттĕмĕр мар-и?..

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.