Архив - 8 Июл, 2015

8 Июл, 2015

20 пин çул каяллахи мамонт шăмми

Апрель уйăхĕн вĕçĕнче рабочисем Шупашкарăн хĕвелтухăç пайĕнче автомашинăран пушатнă хăйăртан пысăк шăмă сыпăкне тупнă.

"Лашан та, ĕнен те мар, - тенĕ. - Питĕ мăнă-çке! Камăн-ши?"

Хăйăрне Атăл хĕрринчи пристаньрен турттарнă. "Тĕсесе пăхрăмăр та малтан чул катăкĕ тесе айккине пăрахрăмăр, - пĕлтерчĕ Алексей Воробьев арматурçă. - Анчах шухăша кайрăмăр та çăмăлскерне хăйăртан хырса-шăлса тасатрăмăр. Пирĕн умра темле чĕрчун шăмми! "Тен, пин çул каялла пурăннă", - тесе тата хамăр çав чĕрчун историне кĕрессе шанса унăн умĕнче сăн ÿкерттертĕмĕр".

8 Июл, 2015

Анатолий Аксакова - орден

РФ Патшалăх Думин Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне, Раççейри регионсен банкĕсен ассоциацийĕн президентне Анатолий Аксакова тăваттăмĕш степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.

Савăнăçлă церемони Патшалăх Думинче июлĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ыйтнипе ордена Анатолий Аксаков кăкăрĕ çине Дума председателĕ Сергей Нарышкин çакнă. Анатолий Геннадьевич сумлă наградăна «Раççей парламентаризмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата саккунсем кăларас ĕçри хастарлăхшăн» тивĕçнĕ.

8 Июл, 2015

«Вăрмар калаçать...»

Вăрмар тата Тăвай районĕсен хаçачĕсен редакторĕ тата радиовещанийĕсене йĕркелесе янă Герман Матвеевич Матвеев журналист çуралнăранпа июнĕн 18-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Вăл Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче 1925 çулта чухăн хресчен çемйинче кун çути курнă.

Страницы