Комментировать

8 Июл, 2015

20 пин çул каяллахи мамонт шăмми

Апрель уйăхĕн вĕçĕнче рабочисем Шупашкарăн хĕвелтухăç пайĕнче автомашинăран пушатнă хăйăртан пысăк шăмă сыпăкне тупнă.

"Лашан та, ĕнен те мар, - тенĕ. - Питĕ мăнă-çке! Камăн-ши?"

Хăйăрне Атăл хĕрринчи пристаньрен турттарнă. "Тĕсесе пăхрăмăр та малтан чул катăкĕ тесе айккине пăрахрăмăр, - пĕлтерчĕ Алексей Воробьев арматурçă. - Анчах шухăша кайрăмăр та çăмăлскерне хăйăртан хырса-шăлса тасатрăмăр. Пирĕн умра темле чĕрчун шăмми! "Тен, пин çул каялла пурăннă", - тесе тата хамăр çав чĕрчун историне кĕрессе шанса унăн умĕнче сăн ÿкерттертĕмĕр".

Археологсем шăмă 20 пин çул каялла пурăннă мамонт уринчен юлнине çирĕплетнĕ.

"Вăтăр çул хушшинче Атăлпа Çавалран авалхи чĕрчунсен юлашкине нумай кăларчĕç, - терĕ Шупашкарти политехника институчĕн доценчĕ, геологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Анатолий Иванов. - Мамонтсем пурăннă тапхăрта Атăлпа Шупашкар тĕлĕнче шурлăх пулнă. Тен, кунта кĕрсе путнă".

Çурт-йĕрçĕсем археологи ăслăлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ япалана Чăваш наци музейне парнеленĕ. Çывăх вăхăтра ăна куравра кăтартĕç. Республикăра халиччен вун-вун мамонт шăмми тупнă. Вăл 10-12 тонна тайнă.

Юлашки çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн археологĕсем çĕр айĕнчен аваллăхра пурăннă чĕрчунсен юлашкине темиçе вырăнтан чавса кăларчĕç. Пĕлтĕр Пăрачкав районĕнче пситтакозаврăн пуç шăммине тупрĕç. 2009 çулта çак йĕркесен авторĕ Шупашкар районĕнчи Тимой Мамăш ялĕн хĕрринчи тарăн çырмаран кăларнă шăртлă носорогăн пуç шăммине института парнелерĕ. Ăна çав ял çыннисем михĕпе редакцие çĕклесе килнĕччĕ. Çав çулах археологсем Улатăр районĕнче авалхи çынсен савăтне тупрĕç. 2013 çулта Шупашкарти К.Иванов урамĕнче Мария Шестова вилтăприне тата Атăл леш енчи Октябрьски поселокĕ патĕнче тыткăнри нимĕçсен масарне палăртрĕç.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.