Анатолий Аксакова - орден
РФ Патшалăх Думин Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне, Раççейри регионсен банкĕсен ассоциацийĕн президентне Анатолий Аксакова тăваттăмĕш степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.
Савăнăçлă церемони Патшалăх Думинче июлĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ыйтнипе ордена Анатолий Аксаков кăкăрĕ çине Дума председателĕ Сергей Нарышкин çакнă. Анатолий Геннадьевич сумлă наградăна «Раççей парламентаризмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата саккунсем кăларас ĕçри хастарлăхшăн» тивĕçнĕ.
«Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден - Раççей Федерацийĕн патшалăх награди. Ăна Раççей патшалăхне çирĕплетессипе, çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, наукăпа тĕпчев ĕç-хĕлĕпе, культурăпа искусствăна аталантарассипе, спортри çитĕнÿсемпе, халăхсен хушшинчи туслăхпа тăнăçлăха, çĕршыв оборонине çирĕплетессипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн параççĕ. Орден девизĕ Çветтуй Владимирăн император орденĕннипе пĕр килет - «Усă, чыс тата мухтав».
Ку ордена черетпе параççĕ - пĕчĕкреххинчен пуçласа аслăрах степеньсемпе наградăлаççĕ. Тăваттăмĕш степеньлине илмешкĕн çыннăн орденăн икĕ степень медалĕсем пулмалла. Анатолий Аксаков пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕсене маларах тивĕçнĕ - 2003, 2007 çулсенче.
Çакна палăртни вырăнлă: Раççей патшалăх наградисене пирĕн ентешсем тивĕçнисем А.Аксаков кăна мар, вĕсем вуншарăн. Тĕслĕхрен, Шупашкар районĕнчи "Тренкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул" муниципалитетăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденин директорĕн Викентий Фоминăн - иккĕмĕш степеньлĕ "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕ, "К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ" патшалăх культура учрежденийĕн пултарулăх ертÿçин Валерий Яковлевăн - Хисеп орденĕ, Вырăс православи чиркĕвĕн Шупашкар - Чăваш епархийĕн управляющийĕн Владимир Кедровăн /Варнава митрополит/ - Хисеп орденĕ, Чăваш Республикин "Чăваш патшалăх академи симфони капелли" бюджет учрежденийĕн директорĕн заместителĕ - пултарулăх ертÿçин Морис Яклашкинăн - Туслăх орденĕ. Вĕсен сăпайлăхĕ вышкайсăр пысăк пулнăран хаçатра пĕрне те сăнÿкерчĕксемпе пичетлемен, сăмахпа саламланипех çырлахнă. Анатолий Аксакова вара, "Справедливая Россия" партин регионти ĕçтешĕсем ыйтнипе, икĕ сăнÿкерчĕкне те пичетлесе саламлатпăр.
К.АНТОНОВ