Архив - 27 Фев, 2015

27 Фев, 2015

Чăваш Ен тата Турци: çыхăнусем çирĕпленсех пыраççĕ

Февралĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин презентацине хутшăннă. Вăл Мускав хулинче Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи посольствинче иртнĕ.

27 Фев, 2015

Çул укçи пысăкланать

Хаксем ахаль те пысăклансах пынă, ĕç укçи вара çав шайрах юлнă чухнехи условисенче ку хыпар, паллах, кăмăллăскер мар, анчах ăна пĕлтермех тивет: пассажирсене илсе çÿрекен транспортпа çÿремелли хаксем те ÿсеççĕ. Республика Правительствин юнкунхи ларăвĕнче ку тема тĕп ыйтусен шутĕнче пулчĕ.

Ыйту çивĕчлĕхне, паллах, Министрсен Кабинетĕнче те ăнланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Моторин премьер та, ларăва ертсе пынăскер, çаплах каларĕ: «Тема - социаллăскер, çавăнпа та халăх хушшинче тивĕçлĕ ăнлантару ĕçне йĕркелемелле».

27 Фев, 2015

Инвестицие - яла аталантарма

ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕпе экологи комитечĕн черетлĕ ларăвĕ Красноармейски районĕнче вырнаçнă строительство керамикин «Кетра» заводра иртрĕ. Вице-спикер, асăннă Комитетăн председателĕ Олег Мешков палăртнă тăрăх - ларăва кунта ирттерни сăлтавсăр мар: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акционерсен «ТУС» хупă обществи» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Н.Ф.Угаслов пушă уйра 2 çул хушшинчех тĕнче шайĕнчи çĕнĕ завод хута ячĕ. Николай Угаслов тĕслĕхĕ - çĕнĕ Раççей историйĕнче Чăваш хутлăхĕнчи яллă вырăнта çĕкленĕ пĕрремĕш завод.

27 Фев, 2015

Директор типографие куç хывнă

Пуçлăх хăй ертсе пыракан предприятие «куç хывнине» хурлама çук-ха, анчах вăл ăна ярса илесшĕн пулнă-çке. Уголовлă ĕç çуралнă. Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен 1-мĕш пайĕ ăна тĕпчесе пĕтерни çинчен пĕлтерет.

27 Фев, 2015

Пурнăç «çăлтăра» та кăларать, çапкаланчăка та...

Эпĕ ăна палламастăп та, пĕлместĕп те. Апла пулин те унăн çăмăл мар шăпи пирки илтсен çула тухма васкарăм. Темех туса пулăшаяс çук пулин те хăть çитсе курасчĕ, калаçса ларасчĕ терĕм. Тепĕр чухне палламан çынна чуна уçни те пулăшаканччĕ.

27 Фев, 2015

Пирĕн инкек - эпир вĕренесшĕн мар!

- Николай Нилович, эсĕ директор та, политик та, композитор та, юрăç та, патшалăхăн тĕрлĕ комиссисен членĕ те. Калаçăва, çапах та, санăн тĕп ĕçÿнтен - Чăваш патшалăх филармони директорĕнчен - пуçлар-ха.

27 Фев, 2015

Атнер П.Х., «Пусси Райт» тата ытти ĕмĕрех кăмăлсăррисем

Çав пакăç, нĕрсĕр «Пусси Райта» манас патнех çитнĕччĕ, çук-çке - усал серепине ĕмĕрлĕхех çакланнă пикесем çинчен Атнер П.Х. аса илтерчĕ. Нумаях пулмасть пĕр информаци агентствин сайтĕнче «Атнер Хузангай: «Это сладкое слово Свобода...» ятлă интервью вуларăм. /Паттÿшки - ячĕ мĕне тăрать!/

27 Фев, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче шкулта аслă класра вĕреннĕ чухне вырăсла тухса тăнă «Молодой коммунист» хаçата юратса вулаттăмăр. Халĕ çук пулас çак хаçат. Унăн шăпи мĕнле вĕçленнĕ-ши?

А.ВАСИЛЬЕВ.

Страницы