Инвестицие - яла аталантарма
ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕпе экологи комитечĕн черетлĕ ларăвĕ Красноармейски районĕнче вырнаçнă строительство керамикин «Кетра» заводра иртрĕ. Вице-спикер, асăннă Комитетăн председателĕ Олег Мешков палăртнă тăрăх - ларăва кунта ирттерни сăлтавсăр мар: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акционерсен «ТУС» хупă обществи» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Н.Ф.Угаслов пушă уйра 2 çул хушшинчех тĕнче шайĕнчи çĕнĕ завод хута ячĕ. Николай Угаслов тĕслĕхĕ - çĕнĕ Раççей историйĕнче Чăваш хутлăхĕнчи яллă вырăнта çĕкленĕ пĕрремĕш завод. Çакна ларăва хутшăннă Комитет членĕсем те палăртрĕç.
- Эпĕ ачаранах строитель пулма ĕмĕтленнĕ. Строительство фирмин ертÿçи пулнă май кирпĕч кăларакан производство йĕркелесси çинчен куллен шухăшланă, - терĕ Николай Федорович. - 2013 çулта, июнĕн 24-мĕшĕнче тинех ĕмĕт пурнăçланчĕ. Чăваш строителĕсем унччен облицовка кирпĕчсене тулашран туяннă пулсан, халĕ вырăнта туса кăларнипех усă кураççĕ. Пахалăхĕ те, хакĕ те тивĕçтерет. Малалла вулас...
Комментировать