Комментировать

27 Фев, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче шкулта аслă класра вĕреннĕ чухне вырăсла тухса тăнă «Молодой коммунист» хаçата юратса вулаттăмăр. Халĕ çук пулас çак хаçат. Унăн шăпи мĕнле вĕçленнĕ-ши?

А.ВАСИЛЬЕВ.

Вăрмар районĕ.

«Молодой коммунист» - комсомолецсемпе çамрăксем валли тухса тăнă республика хаçачĕ, ВЛКСМ Чăваш обкомĕн органĕ.

Çак хаçат кун çути курма пуçлани тапхăрăн-тапхăрăн тухса тăнă кăларăмсемпе çыхăннă. 1921 çулхи март-апрель уйăхĕсенче «Канаш» хаçат «Молодой коммунист» хаçатăн ултă номерне кăларнă. 1923 çулхи апрель-май уйăхĕсенче икĕ номер «Комсомолец» ятпа кун çути курнă. Хаçатра текстсем вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ. 1924 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче - «Под знаменем КИМа» ятпа икĕ номер, 1925 çулта «Канаш» хаçат çумĕнче «Молодой коммунист» журналăн виçĕ номерĕ тухнă.

1925 çулхи декабрьте хаçат «Çамрăк хресчен» ятпа пичетленме пуçланă. 1930 çулхи апрельтен - «Çамрăк колхозник», 1937 çулхи декабрьтен - «Çамрăк большевик», 1952 çулхи ноябрь уйăхĕнчен «Молодой коммунист» ятпа кун çути курнă. 1941 çулхи августран пуçласа 1952 çулхи апрельччен вуçех те тухман. 1952 çулхи май уйăхĕнче вырăсла дубляж /«Литература страницисĕр» пуçне/ хатĕрлеме пуçланă. 1966 çулхи май уйăхĕнче чăвашла кăларăмсене пичетлеме чарăннă. Хаçат вырăсла «Молодой коммунист» ятпа 1991 çулччен тухса тăнă. 1996 çулхи январь уйăхĕнче ăна «Çамрăксен хаçачĕ» ятпа чĕртсе тăратнă.

«Молодой коммунист» хаçатăн тĕп тĕллевĕ çамрăксене тата шкул ачисене идеологи воспитанийĕ парасси шутланнă. Çавăн пекех вăл республикăн производство, культура, спорт пурнăçне çутатнă, моральпе кăмăл-сипет ыйтăвĕсене тĕпе хунă, пуçламăш организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Хаçат редакторĕнче тĕрлĕ çулта Д.Исаев, А.Сымокин, И.Алтын-Баш, М.Юрьев, К.Ястребова, Н.Егоров, И.Маркелов, М.Иванов, И.Тенюшев тата ыттисем ĕçленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.