Архив - 10 Фев, 2015
Ăраскаллă саманан ăраскаллă çынни
Д.Ф.Семенов, С.М.Ислюков, А.М.Леонтьев, С.Р.Малютин. |
С.М.Ислюков çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май
Капмар Шупашкарăн тĕп урамĕсенчен пĕри - Ленинград урамĕ. Вăл Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕ тĕлĕнчен пуçласа аялалла, Атăл хĕрринелле, залива çити тăсăлать. Çак урамри çуртсенчен пĕрин çинче Асăну хăми пур. Вăл аякранах курăнать. Унта шĕкĕр хуламăр çине, Чăваш театрĕн мăнаçлăн курăнса ларакан çурчĕ çине вичкĕн куçĕсемпе шухăшлăн тинкерекен çыннăн барельефне вырнаçтарнă. Аялта чăвашла тата вырăсла çапла çырса хунă: «Çак çуртра 1964-1998 çулсенче Чăваш Енри патшалăхпа обществăн паллă деятелĕ С.М.Ислюков пурăннă
Пĕрремĕш ракетчик
Амăшĕн паттăрлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ
Çĕнĕ Шăхранта пурăннă Яковлевсен çемйинче ывăл хыççăн ывăл çуралнă. Пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă Дария Осиповнăпа Василий Яковлевич. Кашни ачиех çар службинче пулнă. Ĕçе пурте пĕчĕкренех кÿлĕннĕ. Каярах пĕрисем хулара заводсенче ĕçленĕ, теприсем - тăван колхозра. Ашшĕ, Василий Яковлевич, хăй вăхăтĕнче Волынски полкра хĕсметре тăнă, çакна çирĕплетсе ăна ятран çырнă паллă та панă. Салтакра, выçлăх çулĕсенче сывлăхĕ хавшанăран вăл 1936 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Хачăксем те хăюлăх кăтартнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Совет Союзĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ пулин те тĕнче мирлĕ пурнăç çулĕ çине тухайман-ха. Инçет Хĕвел тухăçĕнчен çаплах хĕç-пăшалпа хăмсарнă. Ялтăри конференци килĕшĕвне тĕпе хурса халĕ çеç нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă патшалăх ертÿçи Иосиф Сталин Япони милитарисчĕсене хирĕç вăрçă пуçласси çинчен пĕлтернĕ. Совет Çарĕсем кĕçех Квантун çарĕ тытса илнĕ Манчжурие хăтарма тытăннă.
«Иккĕмĕш кил вырăнĕнчех пулчĕ сирĕн ялăр...»
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă хăрушă вăрçă çĕршывăн анăç чиккинчи халăха питĕ пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Мирлĕ пурнăçпа пурăнакан çынсен тăван килĕсене пăрахса хĕвел тухăçнелле, Мускав еннелле куçса кайма тивнĕ. Май пулнисем çеç çапла тума пултарнă, нумай-нумай çын тарса тухаймасăр фашистсем ярса илнĕ çĕртех тертленнĕ. Вăрçă хĕрсе пынăçемĕн тăшман СССР территорине шаларах та шаларах кĕрсе пынă. Çавăнпа эвакуациленнĕ çынсен шучĕ ÿссех тăнă.