Комментировать

10 Фев, 2015

Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тăван халăхăмăрпа тачă çыхăннă

Семен Матвеевич Ислюков хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ятарлă асаилÿсем хăварман. Çапах хăй виличчен пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсем çинчен «Аиф-Чувашия» кăларăмра каласа кăтартма килĕшнĕ.

«Эпĕ хресчен çемйинчен, - пуçланă вăл хăйĕн юлашки интервьюне. - Выçлăх мĕн иккенне хам туйса-чăтса куртăм. Пирĕн ялта кашни кунах çын вилетчĕ. 5 çулта эпĕ хам ирĕкпе шкула кайрăм, хаваспах тата лайăх вĕрентĕм, анчах анне унта çÿреме чарчĕ. Ăна такам вĕренекенсене общество столовăйне /унта выçăпа нушаланакансене апатлантарнă. - Авт./ кĕртмеççĕ тенĕ иккен. Унта калама çук тутлă «американка» - шурă лапша çăкăрпа - паратчĕç. Манăн 3 çулти йăмăкăма столовăйра темшĕн çитересшĕн марччĕ. Çакна пулах пайлама тиветчĕ: хам лапша çиеттĕм, йăмăка çăкăр кайса параттăм. Пĕрре çапла манăçса йăлтах хам çисе ятăм. Йăмăкăм яланах чÿрече умĕнче кĕтетчĕ. Мана курсанах савăннипе ташлама пуçлатчĕ. Эпĕ вара пушă алăпа килтĕм. Малтан хам йĕрсе ятăм, унтан йăмăкăм макăрма пуçларĕ: çăкăр çук-çке-ха.

Атте çĕр çинче ĕçлетчĕ, хĕлле Чĕмпĕре кайса лава кĕрĕшетчĕ. Уйăх çурăра пĕрре киле таврăнатчĕ, çимелли илсе килетчĕ. Тĕпрен илсен мăян çăлса хăваратчĕ... Шăпа хĕрхенчĕ пулас - чĕрĕ юлтăм. 1924 çулта каллех шкула кайрăм. 17-ре вара пуçламăш классене вĕрентме пуçларăм. Педагогика пĕлĕвĕ çукран хамăн пĕрремĕш вĕрентÿçĕсене, священник пулнă Егор Борисович Борисовран пуçласа, евĕрлеттĕм». Семен Матвеевич ашшĕн сĕрме купăсне хăй тĕллĕнех калама вĕреннĕ, ăна йывăр самантсенче алла тытнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.