Амăшĕн паттăрлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ

10 Фев, 2015

Çĕнĕ Шăхранта пурăннă Яковлевсен çемйинче ывăл хыççăн ывăл çуралнă. Пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă Дария Осиповнăпа Василий Яковлевич. Кашни ачиех çар службинче пулнă. Ĕçе пурте пĕчĕкренех кÿлĕннĕ. Каярах пĕрисем хулара заводсенче ĕçленĕ, теприсем - тăван колхозра. Ашшĕ, Василий Яковлевич, хăй вăхăтĕнче Волынски полкра хĕсметре тăнă, çакна çирĕплетсе ăна ятран çырнă паллă та панă. Салтакра, выçлăх çулĕсенче сывлăхĕ хавшанăран вăл 1936 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Ачасем ÿссе çитнĕ май çемье пурнăçĕ те лайăхлансах пынă. Анчах 1941 çул çитнĕ. Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлеме Дария Осиповнăн ывăлĕсене пĕрин хыççăн теприне повестка панă. Вăрçа ăсатасси хăнана ăсатасси мар. Амăшĕ кашни ывăлне йĕре-йĕре ăсатнă. 1923 çулта çуралнă кĕçĕн ывăлне Василие те черет çитнĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.