Комментировать

10 Фев, 2015

Сăлтавне пĕлеймерĕм

Шупашкарта пулнă хыççăнхи шухăшсем

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн çулталăкри пухăвне хутшăнма тÿр килчĕ. Шупашкарта нумай вăхăт пулманран пĕр кун маларах килтĕм. Курса çÿрес терĕм. Манăн кунта ывăлăмпа кин пурăнаççĕ. Вĕсен патĕнче вырнаçрăм. Аллăма пĕр хаçат лекрĕ. Малтанхи страници çук. Виççĕмĕш страницăра "К приезду Путина чувашские названия остановок убрали" статья куçăм умне пулчĕ. Çавăнтах ÿкерчĕкре Ирина Орлова "Эгерский бульвар" чарăнăвĕнче чăвашла ячĕсене илсе хунипе тĕлĕнсе тăрать. Ятарласа троллейбуса лартăм та хулан кăнтăр районĕсене çитсе çаврăнтăм. Чарăнусенче чăвашла çырнисем чăнахах та çук иккен. Çулла, эпĕ Шупашкарта пулнă вăхăтра, вĕсем пурччĕ. Тĕлĕнтĕм.

Хулари хăш-пĕр чиновник эпир вырăслантăмăр тесе кăтартасшăн пулнă-ши ĕнтĕ Путина? Хамăра ним вырăнне те хумасăр мĕскĕнленни мар-ши çакă? Нивушлĕ пирĕн пуçлăхсенчен хăшĕ-пĕри хамăра чăваш теме вăтанать-ши?

Унчченрех манăн хамăрăн космонавтăмăр, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Г.Николаев çинчен çырнă кĕнекен хăтлавĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Кĕнекене пурте мухтаççĕ, анчах та чăвашла калаçакан никам та çук. "Çакăнта ларакансем пурте чăвашсем ĕнтĕ, те вăтанаççĕ вара чăвашла калаçма?", - терĕ ман çумра лараканскер. Эпĕ те чунсăр пек ларатăп. Акă Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тухрĕ те хăйĕн сăввине чăвашла вуласа пачĕ. Тин чун пырса кĕчĕ мана.

"Ялав" журнала чĕртсе тăратасчĕ Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.