Архив - 24 Окт, 2015

24 Окт, 2015

Арăм çеç мар, савни те кирлĕ

Вăхăта тытса чарма çук, çуркунне симĕс çерем çине кăларса янă тиха пекех ĕрĕхет вăл. Эпĕ те халь кăна çамрăк та шухăччĕ. Хам 80 çула çитнине сиссе те юлаймарăм. Çапах та парăнас килмест-ха, райцентра кайсан хитре пикесем çинчен халĕ те куçа илейместĕп. Эх, кĕске куртка тăхăнаççĕ те купарчисене пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла мăкăльт! мăкăльт! вылянтарса утаççĕ. Каччисем епле чăтаççĕ-ши? Урам тулли хитре хĕр, кирек хăшне - арăм, кирек хăшне савни ту.

24 Окт, 2015

Аваллăха асра тытса - малашлăха

К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ 75 çул каялла - 1940 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче - уçăлнă. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма Константин Васильевич çуралнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Иван Ивник сăвăç ертсе пынă ăна ун чухне. Хаяр вăрçа пула 1941 çулта Чăваш литературипе искусствин музейĕ вăхăтлăх хупăннă. 1957 çулта экспозицисене çĕнĕрен уçнă. Ăна Петр Юркин йĕркелесе пыма тытăннă. Анчах 1978 çулта вăл каллех хупăннă. Хальхинче - Шупашкарта ГЭС тунăран: музей вырнаçнă çурт шыв айне пулакан лаптăкра ларнă-çке.

Страницы