Арăм çеç мар, савни те кирлĕ

24 Окт, 2015

Вăхăта тытса чарма çук, çуркунне симĕс çерем çине кăларса янă тиха пекех ĕрĕхет вăл. Эпĕ те халь кăна çамрăк та шухăччĕ. Хам 80 çула çитнине сиссе те юлаймарăм. Çапах та парăнас килмест-ха, райцентра кайсан хитре пикесем çинчен халĕ те куçа илейместĕп. Эх, кĕске куртка тăхăнаççĕ те купарчисене пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла мăкăльт! мăкăльт! вылянтарса утаççĕ. Каччисем епле чăтаççĕ-ши? Урам тулли хитре хĕр, кирек хăшне - арăм, кирек хăшне савни ту.

Халь тин нимĕн пытармалли те çук, манăн та сире чун тĕпĕнче упранса юлнă малтанхи юратусем çинчен çырса кăтартас килет. Вăрттăнлăх мар, айккинелле чупман арçын çук, ютти вăл кирек хăçан та питĕ тутлă, ылтăн чăмакки пекех илĕртет хăй патне. Эпĕ хамăр тăрăхри пĕр предприятире нумай-нумай çул водительте ĕçлерĕм. Мĕн тери ырă та лайăх вăхăтсемччĕ ун чухне. Пуçлăхсем иртĕнме юратнă вăхăтра эпĕ те тĕлĕрмен, çавăнпа лайăх пурăннă та. Виçĕ хуçана республика тăрăх катаччи чуптарнă самантсем халĕ те куç умне тухаççĕ. Пĕринпе вунă çул, тепринпе виççĕ, виççĕмĕшĕпе çичĕ çул машинăпа ярăнтăм. Хушнă ĕçе яланах пурнăçланă, çавăншăн юратачĕç те мана. Хуçан арăмне санаторие леçмелле, ачисене шкула кайса илмелле, хăти-тăхлачине хăнана илсе каймалла, эпĕ кирек хăçан та хапхи умне çур сехет маларах çитсе лараттăм. Пуçлăхĕсем виççĕшĕ те хамашкалах ясарччĕ тата. Хитре хĕр кураççĕ - унпа паллашаççех. Унсăрăн темĕн çухатнăнах туйăнатчĕ вĕсене. Киноринчен нимĕнпе те кая марччĕ. Арăмĕпе хапха умĕнче ăшшăн чуптуса сывпуллашатчĕç те хăйсем еркĕн патне вĕçтеретчĕç. Эпĕ çав вăхăтра хуçа ыйтнипе мăшăрне бассейна, лавккана, хăнана илсе каяттăм. Чи малтанхи пуçлăхăн арăмĕ калама çук чиперччĕ. Пĕррехинче мана чей ĕçме чĕнчĕ. Пĕлетĕп, хуçа халех пушанас çук, вăл еркĕнĕпе хăна çуртĕнче канать. Мĕнех, «купăста кукăлĕпе хăналатăп» терĕ те - килĕшрĕм. Ачисене кукамăшĕ патне леçнĕрен килĕнче никам та çукчĕ. Чей ĕçнĕ хыççăн хăюлăх çитерсе унăн аллине хуллен сĕртĕнтĕм. Кăрт туртса илменрен çумнерех йăпшăнтăм. Хуçа çав каç ман пата шăнкăравламарĕ, эпĕ те унăн арăмĕ патĕнчен киле çĕрле кăна таврăнтăм. Пылак юрату хыççăн канăçа йăлт çухатрăм. Мана мăшăр нихăçан та шыраман, эпĕ киле часах таврăнайманнине хăнăхнăччĕ вăл. Машинăна ăçта, миçере лартнине хуçа нихăçан та тĕрĕслемен, савнипе ĕç хыççăн вăрттăн тĕл пулаттăмăр. Иксĕмĕрсĕр пуçне никам та пĕлместчĕ çакăн пирки. Манпа лайăх та ырăччĕ ăна, упăшки айккине чупнине сиссен те тарăхмастчĕ. Вунă çул хушшинче хам та хăнăхса çитрĕм çак хĕрарăма. Пытармастăп, арăмран та хаклăрахчĕ вăл маншăн. Пĕр-пĕрне савнă чухне пачах та вăтанманни килĕшетчĕ унра. Шел те, пуçлăха кĕтмен çĕртен ĕçрен кăларчĕç. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллăччĕ вăл, нихăçан та кÿрентерместчĕ, предприяти пурлăхне вăрлама та ирĕк паратчĕ. Çемьене те выçă лартман, кашни кунах ресторанти пек çисе пурăннă эпир. Вăрттăнлăх çиеле тухатех теççĕ. Эпĕ унăн арăмĕпе туслă пулни малтанхи хуçан хăлхине кĕнĕ терĕç кайран. Те тĕрĕс, те ахаль çеç калаçаççĕ? Кирек мĕнле пултăр та, хăй пĕр сăмах та шарламан.

Иккĕмĕш хуçан арăмĕпе виççĕмĕш кунах пĕр чĕлхе тупрăм. Иван Михайлович ыйтнипе катана шурă кăмпа пуçтарма Ленăпа иксĕмĕр çеç кайрăмăр. Чипер майра çумра чухне машинăра тунсăхласа ларатăп-и? Эпĕ те кăмпа татса пулăшрăм. Тепрехинче Канаша ун валли кĕпе туянма вĕçтертĕмĕр. Куçĕ суйма памастчĕ, вăл ман çине ăшшăн та ачашшăн тинкернине сисеттĕм. «Вăрттăнлăха упрама пĕлетĕн-и?» - тесе ахальтен ыйтмарĕ пĕррехинче. Иван Михайлович эрнелĕхе командировкăна кайнăччĕ, Лена тунсăхлани куçĕнче те палăратчĕ. «Атя сире каçхине машинăпа çÿреме вĕрентетĕп», - тесессĕн хаваспах килĕшрĕ. Пĕрле шампань эрехĕ ĕçме те хирĕçлемерĕ. Çав каçран пуçланчĕ те вут-кăвар пек вĕри юрату. Ачаш та черчен пикене хывăнтарнă чухне хам та именеттĕм. Пĕр-пĕрин валлиех çуралнă тейĕн, савăшу вăхăтĕнче пурин çинчен те манса иксĕмĕр те тÿпере вĕçеттĕмĕр. Тĕрĕссипе, пуçа çухатас патнех çитнĕччĕ, çемьене пăрахса унпа аяккалла тухса кайма та хатĕрччĕ эпĕ. Лена та мана курмасăр пĕр кун пурăнаймастчĕ. Юрать, хама вăхăтра тытса чарма пултартăм, хуçа иксĕмĕре те тĕп тăвасран шиклентĕм. Калама çук йывăр пулчĕ ăна манма.

Виççĕмĕш хуçан арăмĕ çумне карчăк паянхи кун та кĕвĕçет. Вăл пирĕнтен ытла аякра пурăнмасть те, ăна курсан калаçмасăр чун чăтмасть. Шел те, ку юратăва вăрттăнлăхра тытма май килмерĕ, пуçлăх та, арăм та сисрĕ. Ураран ярса тытман та - йышăнмарăм. Мĕнех, ытла ан пăшăрханăр, вĕлерсех пăрахмарĕç, халь те пурăнатăп-çке. Çамрăклăх çапла вăл, юн вĕресе тăнă ун чухне. Хитрине курсан эпир, арçынсем, ухмаха ерсе каятпăр пулмалла. Савнă арăм, ача-пăча пирки те манатпăр. Юмахри евĕр асамлă çав юратусем мана халĕ те малалла пурăнма вăй-хăват параççĕ. Аса илетĕп те иртнине, чунра ăшă-ăшă пулса каять. Тем тесен те, арçынна арăм çеç мар, савни те кирлĕ. Вăт, пурнăç ун чухне тĕлĕнмелле илемлĕ! Хамăр касри Саньăна курсан паянхи кун та чĕрере темĕн йăшăл! туса илет. Арçынсем вылянчăк туйăмлă тесе ан шухăшлăр, вĕсем те пуçа çухатасла юратма пĕлеççĕ, килĕшмен хĕрарăм патне нихăçан та ура ярса пусмаççĕ.

ПЕТР А.

/Материалти ят-хушамата улăштарнă/.

Елчĕк районĕ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.