Аваллăха асра тытса - малашлăха

24 Окт, 2015

К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ 75 çул каялла - 1940 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче - уçăлнă. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма Константин Васильевич çуралнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Иван Ивник сăвăç ертсе пынă ăна ун чухне. Хаяр вăрçа пула 1941 çулта Чăваш литературипе искусствин музейĕ вăхăтлăх хупăннă. 1957 çулта экспозицисене çĕнĕрен уçнă. Ăна Петр Юркин йĕркелесе пыма тытăннă. Анчах 1978 çулта вăл каллех хупăннă. Хальхинче - Шупашкарта ГЭС тунăран: музей вырнаçнă çурт шыв айне пулакан лаптăкра ларнă-çке. Константин Иванов çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине паллă тунă чухне, 1990 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, вăл хула варринче вырнаçнă çуртра тепĕр хутчен алăкĕсене яри уçнă. Паянхи кунчченех Ленинград урамĕнчи 29/20-мĕш çуртра «пурăнать» вăл.

Музей экспозицийĕсем чăваш литературин пурнăçне туллин сăнлаççĕ. Унăн историйĕ çуралнă тапхăртан пуçласа паянхи кунчченех çырăнса пырать. Паллах, «Нарспи» авторне уйрăм вырăн уйăрнă. Иванов пÿлĕмĕн кĕтесĕнче поэт алçырăвĕсемпе ÿкерчĕкĕсем те упранаççĕ.

Иван Яковлевпа Чĕмпĕрти чăваш шкулне халалланă кĕтес те пуян. Кунта чăвашла пĕрремĕш алфавит та, чăваш букварĕ те, тăван чĕлхепе вуламалли пĕрремĕш кĕнекесем, И.Я.Яковлевпа И.Н.Ульянов пĕр-пĕрне янă çырусем те пур.

Сăвăçсемпе çыравçăсен, драматургсен пултарулăхĕпе паллашма май парать музей.

Фронтра пулнă çыравçăсене уйрăм вырăн уйăрнă. Вăл вăрçăра пулнă корреспондентсен блокночĕсемпе, вăрçă вăхăтĕнчи сăвă пуххипе, литераторсен сăнÿкерчĕкĕсемпе пуян. Паянхи литература кун-çулĕ валли те вырăн уйăрнă.

Литература музейĕнче час-часах тĕрлĕ кĕнеке презентацийĕ, поэзи, асăну каçĕсем, çыравçăсемпе студентсен, шкулта вĕренекенсен тĕлпулăвĕ, литературăпа музыка каçĕ йĕркелеççĕ. Хальхинче кунта музей алăкĕсене уçнăранпа 75 çул çитнине паллă тума пухăнчĕç. Çыравçăсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, тĕрлĕ музейра тăрăшакан, ахаль çынсем...

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев уявпа саламланă май республикăра туризма аталантармаллине, çавна май ятарлă маршрут хатĕрлемеллине, Литература музейĕ шăпах унта кĕмеллине палăртрĕ. Константин Ивановăн музей-çуртĕнче упранакан япаласен копийĕсене Шупашкарти музейра вырнаçтарасси пирки шухăшламаллине систерчĕ.

Литература музейĕн ертÿçи Ирина Оленкина Литература тата Константин Иванов çулталăкĕнче ирттернĕ мероприятисемпе паллаштарчĕ, çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшнине, çавăнпах мастер-классем, вăйă-уроксем, тĕрлĕ тематика экскурсийĕсем ирттернине, конкурс йĕркеленнине пĕлтерчĕ.

- Паянхи Литература музейĕ аваллăха асра тытса малашлăха утать, - терĕ Ирина Вячеславовна.

Музее хисеп туса килнисен йышĕнче ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистикин факультечĕн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем те пулчĕç. 22 чĕлхепе янăракан вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн сыпăкне вĕсем чăвашла, вырăсла, тутарла, мăкшăлла, украинла, турккăлла, нимĕçле, акăлчанла тата венгрла вуларĕç, поэма сыпăкĕсене кăтартрĕç. Нарспие хĕнекен Тăхтаман пушши залра пухăннă мĕнпур халăха шарт! сиктерчĕ. Çак самантра умра вылярĕç çеç пулин те чăваш хĕрне кашниех хĕрхенчĕ, кĕлетке тăрăх сивĕ чупрĕ.

- Литература йывăçĕ - нумай туратлă. Проза туратти те, поэзи туратти те, ача-пăча туратти те - темĕн те пур унта. Литература музейĕнче те кашнин валли вырăн пур. Мĕнпур кĕнеке-статьяна тишкерсен ăслăлăх çынни пулса тăрăн, - музее тав турĕ Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.

Чăваш халăх çыравçин Денис Гордеевăн та салам сăмахĕ пурах.

- Ытти республикăсенче уйрăм çыравçăсен музей-хваттерĕсем пур-ха, анчах пирĕнни пек Литература музейĕ çук. Хăнана килекен кашни халăх ăмсанать пире. Çавăнпах эпир ыттисенчен телейлĕрех тесе шухăшлар та музей çулне манар мар. Ыранхи ăру валли кирлĕ паянхи пурнăç вăл, - терĕ Денис Викторович.

- Музей вăл - университет. Кунта эпир пурсăмăр та пĕлĕве ÿстеретпĕр, тавракурăма саратпăр. Чăннипех те ăмсанаççĕ пире. Кунран чаплăрах музейсем пур, анчах ку - Литература музейĕ. Кунта литература историйĕ сăнланать. Пурин валли те вырăн пурри те паха. Музей уçмалла текен шухăш патне пырса тухнисен тата уçнисен умĕнче пуçăмăрсене таймалла, - терĕ «Хыпар» ИД çурчĕн тĕп редакторĕ Валери Туркай.

Студентсемпе пĕрлех вĕрентекенсем, шкул ачисем юрă саламĕсемпе савăнтарчĕç. Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкăнпа Клара Осокинăн халăх юррисене шăрантаракан «Тарават» ансамблĕ уява тата пуянлатрĕç.

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.