Архив - 23 Сен, 2014

23 Сен, 2014

Кăмпи тулăх, уявĕ савăк...

Шăмăршă районĕнчи Баскак поселокĕнчи чăваш культурин «Пархатар» комплексĕ тĕлĕнмелле хитре вырăнта вырнаçнă. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн тата Шăмăршăри тĕп библиотека ĕçченĕсем çак тĕлĕнтермĕш кĕтесре кăмпа фестивальне ирттерчĕç.

23 Сен, 2014

Ах, пукане, пукане...

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче Ирина Агеева сăрă ăстин куравĕ уçăлнă. Экспозицире - татăкран тата пусмаран ăсталанă 70 ытла пукане. Выставкăра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи теттесемпе паллашма пулать.

23 Сен, 2014

Гран-при - ентешсенче

Кострома облаçĕнчи Буе хулинче хăвăрт утас енĕпе çĕр-шыв гран-прине çĕнсе илессишĕн пысăк турнир иртнĕ. Çуллахи сезона вĕçленĕ ăмăртăва Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă.

23 Сен, 2014

Сочири тĕл пулусем

Инвестицисене - симĕс çутă

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XIII инвестици форумĕн "Раççей Европăпа Ази хушшинче: паянхи условисенчи çĕнĕ регион политики" темăпа йĕркеленĕ пĕрлехи ларăвне хутшăннă.

23 Сен, 2014

Садиксем, çулсем...

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен, хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах Михаил Васильевич ял тăрăхĕсен тин суйланнă пуçлăхĕсене саламланă, ĕç тăвакан влаç органĕсен, информаци ушкăнĕсен ертÿçисене вĕсене ĕçре методика енĕпе пулăшса пыма сĕннĕ.

23 Сен, 2014

Журналистсем çивĕч ыйтусене çĕклерĕç

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх тата информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕсем Сергей Павловпа Валентина Андреева эрне кун Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче республикăн, районсен информацин йышлă хатĕрĕн аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕç.

23 Сен, 2014

Кролик валли... наркотик

Республикăн Аслă сучĕ апелляци тишкерĕвĕн кăтартăвĕсем тăрăх Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕн кăçалхи утă уйăхĕнче палăртнă приговорне улăштармасăр хăварнă. Сăмах Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн химиксен хулинчи пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ пулнă 29 çулти çамрăк пирки пырать.

Çапла вара экс-опер тĕлĕшпе приговор саккунлă вăя кĕнĕ. Ăна УК 285 статйин 3-мĕш пайĕпе /должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни/ айăпланă, 2 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Страницы